Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Пирӗн коллективра ӗҫлекенсен пӗрлехи шучӗ хальлӗхе уҫнӑ чухнехи пекех юлать-ха, - тет Евгения Андрияновна.
Вӑр-вар ӗҫлеҫҫӗ // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... le-3380278
Ҫапла вара, чӑваш юмахла прозине, вӑл шутра паттӑр юмахӗсене те, тӗпчемен тесе калама ҫук, анчах чӑваш юмахӗсене пичетлесе кӑларнӑ чухнехи пекех — пӑхса тухнӑ ӗҫсенче паттӑр юмахӗсене харкам ушкӑна уйӑрса ятарласа тишкермен, ҫула май, нараста (асамлӑ) юмахӗсемпе пӗрле пӑхнӑ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Пӗрремӗш кун — «Ача чухнехи кун» — ачасем ӗҫ планӗпе, ӗҫ-хӗл ҫул-йӗрӗпе, ача-пӑча кану площадкин режимӗпе паллашнӑ.
Хушӑлкара ача-пӑча кану площадки ӗҫлеме пуҫланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... an-3353057
Ҫак партилле документссм совет культурин деятелӗсемшӗн шанчӑклӑ компас пулса тӑчӗҫ, пирӗн литературӑпа искусствӑн ку чухнехи задачисене тарӑннӑн ӑнланма тата витӗр курса тӑма пулӑшрӗҫ.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Совет Союзӗнче туса хатӗрленӗ «Восток-1» тата «Восток-2» карапсем ҫинче Ю.А. Гагаринпа Г.С. Титов пилот-космонавтсем тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫни ку чухнехи совет наукин чаплӑ ҫитӗнӗвӗсене палӑртса тӑрать тата совет наукин аталанӑвӗнчи чаплӑ малашлӑхсене кӑтартса парать.
Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.
Паян Раҫҫей почти аталанӑвӑн ҫӗнӗ тапхӑрӗн ҫул-йӗрӗпе шанчӑклӑн малалла утать, ку чухнехи малта пыракан цифра технологийӗсене ӗҫе кӗртет тата паракан пулӑшу ӗҫӗсен тӗсӗсене анлӑлатать.
Олег Николаев Раҫҫей почтин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/07/09/ole ... skoj-pocht
Пӗрле вӗреннӗ ҫын, ҫамрӑк чухнехи юлташ валли тупӑнмасӑр тата!
2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Каракультен ҫӗленӗ пӗр мантона ун чухнехи укҫапа вунӑ пин парса илтӗмӗр!
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
Вӗсем управлени йышӑнӑвӗсем тата пӗтӗмлетӳ тунӑ чухнехи хӑвӑртлӑха ӳстерме витӗм кӳрӗҫ.
Чӑваш Ен икӗ банкпа килӗштерсе ӗҫлесси пирки килӗшӳсем алӑ пуснӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/06/16/chav ... i-pirki-ki
Тӗпӗнчи хӑйӑр пӗве куллен ҫеҫ хумханнӑ чухнехи пек хумлӑн-хумлӑн картланнӑ: вӑл, чӑнахах та, пӗве хумханнӑ вӑхӑтри пӗр хаклӑ самантне хӑй ҫине ӳкерсе юлнӑ, тейӗн.
13 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ним мар япалах паян темӗнле ача чухнехи пек асамлӑн та ӑнланма ҫук илемлӗн курӑнчӗ.
11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Кун пек чух Укахвин пит-куҫӗ те ҫутӑрах курӑнчӗ, куҫӗ пӗрре пӗчӗк япала ҫинчен шутланӑ чухнехи пек хӗсӗнчӗ, унтан тем пысӑккине аса илнӗ майлӑ — чарӑлчӗ, шывланчӗ.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Вӑрах вӑхӑт тӑнӑ тӑвӑллӑ ҫанталӑкра кӳлӗ ҫийӗ хумсемпе тулашнӑ чухнехи пек асаплӑн туртӑннӑ сӑн-питсем, акӑ, сасартӑк ҫил чарӑнса, хумсем сирӗлсе кайнӑ евӗр, ерипен лӑпланса якалчӗҫ те майӗпен ҫутӑла-ҫутӑла килчӗҫ, питри хурлӑх йӗрӗсем хӗвеллӗ, савӑк тӗспе ылмашрӗҫ.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Хӗвел пӑхать пулин те, темӗнле тӗтре-тӗтӗм витӗр ӳкет ун ҫути, ҫавӑнпа та таврара хӗвел тӗттӗмленнӗ чухнехи пекрех тӗксӗм.
4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ун чухнехи пекех кӗтӳ кӗтет.
10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Тӗнче тутлӑ ыйхӑра тӗлӗрнӗ чухнехи музыка, тӳлек тавралӑха ирхи кӑвак ҫутӑпа пӗрле тӑкӑнакан музыка…
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Сасси те, хусканӑвӗсем те ахаль чухнехи пек именчӗк те ҫыхланӑҫлӑ мар — ирӗклӗ, хӑюллӑ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Эльвира килтен тухнӑ чухнехи пек хавасланмарӗ, чӗнмесӗр пычӗ, Георгирен аяккарахра ҫӳреме тӑрӑшрӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Славик кухньӑна кӗчӗ те, сӑмсине хир фиалки шӑрши ҫапсан, сасартӑк паҫӑр хӑй музыка чӗлхипе каласа пама хӑтланса асапланнӑ чухнехи туйӑм чӗрине таврӑнчӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Военкоматӗнче ун чухнехи хутсем сыхланса юлман пулсан, ху ӗҫлесе пурӑннӑ вырӑнти пӗр виҫӗ ҫынран справка ил…
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.