Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни секундра вӑл 300 пин километр — Ҫӗртен Уйӑх патне ҫитнӗ чухлех — каять.
Ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн инҫӗшӗнче? // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Анчах Хӗвел патне мӗн чухлӗ ҫывӑхарах пырать, Хӗвелӗн туртӑмӗ те ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах пулать, комета та вара ҫавӑн чухлех хӑвӑртрах куҫать.
Комета ҫулӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Унта та усӑллӑ япаласем сахал мар пулнӑ: Соломин амӑшӗ уявсенче тӑхӑнмалли кӗпи; кивелнӗ, анчах питӗ тӗреклӗ сӑран атӑсем, — вӗсене, ахӑртнех, пысӑк уяв кунӗсенче ҫеҫ тӑхӑннӑ пулмалла, — аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗмсем тата пилӗк кӗпе, икӗ одеял, темӗн чухлех йӗп-ҫип тавраш пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Тин ҫеҫ рейсран ывӑнса таврӑнсан та каллех аякри ҫула тухса кайни те тем чухлех пулать вӗсен.
Кашни кун руль умӗнче иртет // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d0%ba%d0% ... %b5%d1%82/
Пирӗн халӗ пурин те кӑмӑлсем савӑнӑҫлӑ, плансем темӗн чухлех.
XXIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Паспорта темӗн чухлех улӑштарнӑ та ӑҫтан астуса илӗн?
XII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кунта эпир чӑнахах та ирӗклӗхпе усӑ куратпӑр, пӗтӗм Российӑри тӗрмесем кӗвӗҫме пултараҫҫӗ: тӗрмесене питӗрмеҫҫӗ, кашни кун килсе параҫҫӗ, чару ҫук, мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Ӑҫтан кун чухлех?
XVII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫакӑн пек каласа панисене эпӗ, опытсӑр ҫын тата ялта «пурӑнманскер» (пирӗн Орёл кӗпӗрнинче ҫапла калаҫҫӗ), темӗн чухлех илтрӗм.
Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.
Кунта ҫакӑн пекех полкри, обозри, ҫарти ытти чинсем; полксенчи писарьсем нумай, вӗсемпе пӗрле ҫуран ҫынсемпе юланутҫӑсен отрячӗсем шӑваҫҫӗ, никам чӗнмесӗр килнисемпе ирӗклӗ ҫынсем те рейстровой козаксем чухлех пуҫтарӑннӑ.
XII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
«Мӗншӗн ун чухлех илмелле вара?» хурланса каларӗ кӑвакарса кайнӑ жид.— И на что бы так много! — горестно сказал побледневший жид,
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Хулпуҫҫийӗсене аптӑранӑ евӗр пӗрсе илсе, ҫапла шухӑшланӑ пулӗччӗ: «Мӗне кирлӗ такамӑн хул калаккисемпе пӗчӗк чӗркуҫҫийӗсене аса илме, картишӗнче, ав, халӗ те пӗчӗк шӗвӗрсем темӗн чухлех чупса ҫӳреҫҫӗ!
Иккӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ӗне ҫитернӗ чух темӗн чухлех ларнӑ вӗсем ку тӗмескесем ҫинче.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Вӑл амӑшӗпе пӗрле темӗн чухлех метропа ҫӳренӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Таня умӗнчен ҫынсем темӗн чухлех ирте-ирте каяҫҫӗ, пурте ҫӗнӗ костюмсем тӑхӑннӑ, мӗншӗн тесен паян вырсарникун, анчах кӗреҫеллӗ ҫын пӗрре те курӑнмасть.Народ идёт мимо Тани, все в новых костюмах, потому что воскресенье, но никого с лопатой не видно.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Лаша улӑма мӗн чухлӗ ытларах кавлет, шӑлӗ те ҫавӑн чухлех ҫийӗнсе, якалса пырать.
XXIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
«…Эсӗ интересленекен ыйтупа материалсем темӗн чухлех тупма пулать, анчах вырӑна тухса ху тӗпчемесен, ӑна мӗн вӗҫне ҫитиех ӑнланаймастӑн.
XXI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӗнӗ ҫул ҫитеспе, унӑн ҫиччӗмӗш Хань бандипе кӗрешнӗ вӑхӑтри мухтавлӑ ӗҫне шута илсе, ӑна какайпа тулӑ ытти чухӑнсене панӑ чухлех памалла тунӑ.
XX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ун упӑшки те ҫавӑн чухлех пӗлет-ши вара?
XIV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ун чухне, ниме пӑхмасӑрах, кашни ҫемьене вуншар кӗрепенкӗ какай тата ҫавӑн чухлех шурӑ ҫӑнӑх парса тухрӗҫ.
XIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.