Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухласа (тĕпĕ: чухла) more information about the word form can be found here.
Кунта хайхи Щукарь никам пулӑшмасӑрах чухласа илет: вӑл туяннӑ лаша хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр ӗмӗрӗ тӑршшипех чигирь кулӗмӗнче утса ирттернӗ-мӗн, унтах суккӑрланса, ватӑлса ҫитнӗ.

Тут уж Щукарь без посторонней помощи догадался, что купленная им лошадь всю свою долгую и трудную жизнь проходила в чигире, ослепнув там и состарившись.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нумай япалана ӑнланса илеймен хӗрарӑмсем, хӑйсен йӑлипе, мӗн пулас-килесси пирки яланхи пекех чухласа та тӗшмӗртсе калаҫма тытӑнчӗҫ.

Бабы, много недопонимавшие, по своему бабьему обыкновению занялись догадками и выгадками!

28-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вӑл ӑшӑ карта-витесем тунӑ ҫӗрте Яков Лукич епле тӑрӑшса, пурне те чухласа ӗҫленине, утта епле тирпейлӗ тыткаланине аса илчӗ, пӗррехинче, колхозӑн виҫӗ лаши чирлесен, вӑл каҫран пуҫласа ирчченех витерен тухма пӗлмерӗ, хӑех лашасене клизмӑсем лартрӗ, чикен чикнисем иртсе кайччӑр тесе, вӗсене хӑй аллипе кантӑр ҫӑвӗ ӗҫтерчӗ; унтан тата, лашасем чирленишӗн айӑплӑ ҫынна — пӗрремӗш бригадӑн конюхне, Куженкова, юлашки эрнере лашасене ыраш улӑмӗпе кӑна тӑрантарса усранӑскерекколхозран кӑларса сирпӗтме никамран малтан сӗнӳ пачӗ.

Он вспомнил, как Яков Лукич заботливо и смекалисто устраивал теплые базы, как берег сено, как однажды, когда заболели три колхозные лошади, он с вечера до утра пробыл на конюшне и собственноручно ставил лошадям клизмы, вливал им внутрь конопляное масло, чтобы прошли колики; а потом первый предложил выбросить из колхоза виновника болезни лошадей — конюха первой бригады Куженкова, который, как оказалось, в течение недели кормил лошадей одной житной соломой.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Вырӑссемпе хутшӑнса пурӑннӑ ҫулсенче вӑл тӑван украина чӗлхин тасалӑхне ҫухатнӑ, анчах сӑнӗ-сӑпатӗнчен, Шевченкӑнни евӗр усӑнса тӑракан мӑйӑхӗнчен ку ҫын украинец иккенне чухласа илме пулать.

За годы общения с русскими он утратил чистоту родной украинской речи, но по облику, по нависшим шевченковским усам в нем еще можно было узнать украинца.

22-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Чухӑн Хопровпа унӑн арӑмне ӑнланма ҫук сӑлтавпа вӑрттӑн вӗлерсе хӑварнинчен вӑл ҫакна чухласа илчӗ: ҫак машинӑра темле пытанчӑк пружина ӗҫлеме тивӗҫ.

Загадочное убийство бедняка Хопрова и его жены натолкнуло его на догадку о том, что какая-то скрытая пружина действует в этой машине.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Шакка!.. — сӑмахне илтичченех, тутисем хускалнӑ тӑрӑхах чухласа илчӗ Тимофей.

— Стучи!.. — скорее угадал по губам его, чем услышал Тимофей.

12-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах эсир паянах тапранса тухассине чухласа илеймерӗм…

Только не смикитил я, что вы нонче тронетесь…

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титок хир урлӑ тӳрех Войсковой хуторнелле каҫса кайнине чухласа илчӗ вӑл.

Он сообразил, что Титок направился через бугор прямиком в хутор Войсковой.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Хӑшпӗр паллӑсем тӑрӑх, эпӗ ҫав ӗҫе хам пиччесемех тунине чухласа илтӗм.

И кой по чем я догадался, что это моих братов дело.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗншӗнне чухласа илетӗн-и?

Догадываешься за что?

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов ҫак ҫын шӑпах Гремячири партячейка секретарӗ иккенне чухласа илчӗ.

Давыдов догадался, что это и есть секретарь гремяченской партячейки.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав хушӑра хӑй лашана мӗнле йӗнерленине хыпашласа пӑхрӗ, кӗҫҫе урлӑ янӑ хырӑмсалӑхне епле туртса ҫыхнине, ура пускӑчисен чӗнӗсене ҫыхӑнтаракан пӑяв вӗҫне ҫитичченех пушанса кайнине курчӗ» вара ку хӑна инҫетрен килнине тата ҫак кун вӑрӑм ҫул тунине чухласа илчӗ.

А сам, ощупав седловку, уже успел определить по тому, как была затянута чересподушечная подпруга, как до отказу свободно распущена соединяющая стременные ремни скошевка, что гость приехал издалека и за этот день сделал немалый пробег.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Никам та хай мӗнле туйнине чухласа илеймест, никам та ун ҫинчен сӑмахпа каласа пама пултараймасть, анчах пурте хӑйсене темле хӑнӑхман япала, чуна ҫӳҫентерекен япала пуснине туяҫҫӗ.

Никто не сознает своего ощущения, никто не может выразить его словами, но все тягостно чувствуют нечто непривычное, тревожное.

«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.

Ҫынсем, каҫхи тӗттӗмре хуллен-хулленех курӑнми пулса, куҫран ҫухалса пӗтнӗ, килӗсенелле саланнӑ, хӑйсем халиччен курман шиклӗхпе таврӑннӑ; хӑрамалла пат пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ вӗсене; хӑйсен пурнӑҫӗнчи драмӑна, хӑйсен пурнӑҫӗ вӑл — чурасен ним правӑсӑр, ухмахла пурнӑҫӗ иккенне кӑшт чухласа илнӗ пек пулнӑ… унтан тата хӑйсене мӗн усӑллӑ пек, мӗн аван пек пулать, ҫавӑнпа пуринпе те майлашса пурӑнма хатӗр пулнӑ…

Люди таяли в сумраке вечера, расходились по домам и несли с собой незнакомую им тревогу, пугающее ощущение одиночества, полупроснувшееся сознание драмы своей жизни, бесправной, бессмысленной жизни рабов… И готовность немедленно приспособиться ко всему, что будет выгодно, удобно…

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Ҫав вӗлерӳсем ырра пӗлтерменнине туйса, чухласа илнӗ; ҫав темиҫе ҫӗр ют ҫынна вӗлернипе амантнинчен те пысӑкрах ӗҫ хӑйсене тата хӑвӑртрах пырса тивекен ҫав тери хӑрушӑ япала килсе тухасса сиссе илнӗ пек пулнӑ вӗсем.

Чувствовали и догадывались, что за этими убийствами есть ещё что-то важное, более глубокое и трагическое для них, чем сотни убитых и раненых людей, чужих им.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Сассисенче халь те акӑ тӗрӗс сӑмах ҫӗнтерсе илессине айванла ӗненни сисӗннӗ, ун пек усаллӑн хӑтланни ниме кирлӗ маррине, вӑл ӑссӑрла япала иккенне кӑтартса парас килнӗ, тата пит пысӑк йӑнӑш тунине чухласа илтерме тӑрӑшни палӑрнӑ.

В голосах всё ещё звучала наивная вера в победу правдивого слова, желание доказать бессмыслие и безумие жестокости, внушить сознание тягостной ошибки.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Тӑна кӗтӗмӗр те йӑлтах чухласа илтӗмӗр.

Очухались мы и разобрались в делах-то.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Эпир Зобар мӗн тӑвассине чухласа та илеймерӗмӗр, ҫӗр ҫинче Радда вырта та парать, унӑн кӑкрине Зобарӑн кукӑр ҫӗҫҫи аври таранах кӗрсе кайнӑ.

Мы и догадаться еще не успели, что хочет делать Зобар, а уж Радда лежала на земле, и в груди у нее по рукоять торчал кривой нож Зобара.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Хыҫалта темскер шалтлатса пыни илтӗнет, вара вӑл, каялла ҫаврӑнса пӑхмасть пулин те, вилнӗ карчӑкӑн пуҫӗ ҫуна ҫумне ҫапӑнса пынине чухласа илет.

Сзади слышится какой-то стук, и он, хоть не оглядывается, но знает, что это стучит голова покойницы о сани.

Хуйхӑ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 46–55 стр.

Клеопа хӑй ытлашширех калаҫнине чухласа илчӗ, текех чӗнмерӗ вӑл, михӗсем йӑтма пуҫларӗ, арман хуҫи ҫаплах ятлаҫать.

Клиопа спохватился, умолк и стал таскать мешки, мельник же продолжал браниться.

Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed