Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухласа (тĕпĕ: чухла) more information about the word form can be found here.
Пӗлнӗ-тӗк, тен, вӑйпут вӑрӑ пек вӑрттӑн тухса тарнине чухласа илнӗ пулӗччӗҫ…

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эх, Савантер, Савантер, хӑҫантанпа манпала юнашар пурнатӑн — мӗн ҫисен мӗн ӗҫмеллине чухласа пӗтереймерӗн.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу тӳрех чухласа илчӗ: кусем Ахпӑлатпа Ачакасси пупӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Кашкӑрсем! — чухласа илчӗ пӗр арҫын ача.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрене ҫурӑкӗсенчи вӑрӑм сухаллӑ таракансем: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» тесе, хӗвел ҫути ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ, хӑшпӗрисем тарма хӑтланчӗҫ, анчах, хӑрушлӑх ҫуккине ӑнланса, ылтӑн туя-хӗвел ури вӗсене инкеке ҫитермессине чухласа, каллех шӑтӑк тӗпне хӗсӗнчӗҫ те лӑпланчӗҫ.

Help to translate

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пылак тутӑ пыр тӗпне Йӗклентерсе каять те, Хӑйне пӑсса панине Вӑл чухласа илет те!

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тӗне кӗнин уссине калаҫма та кирлӗ мар, Чухласа пуплеме хӑҫан сана вӗрентем?

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӗтел ҫине пыл-сӑра кӑкшӑмпа, Ӑна ӗҫес пулать кӗт чухласа

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тискеррӗн кӑшкӑрнине пула, кам сасси иккенне тӳрех чухласа илме те пулмарӗ.

Help to translate

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Кирук сиксе тӑрса ларать, куҫӗсем алчӑраса кайнӑ, хӑй ӑҫтине те тӳрех чухласа илеймест.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ку вырӑс салтакӗ пулнине Кирук тӳрех чухласа илчӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

«Ара, манӑн тӑвар пур-иҫ!» — аса илчӗ Ула Тимӗр, вара сулахай аллипе иккӗмӗш кӑмпана тирнӗ ҫӗҫҫине тытса сылтӑммипе рюкзакӑн пӗр кӗсйинчен спичка курупки кӑларчӗ, ещӗкне пӳрнепе тӗксе уҫрӗ, унтан пӗр чӗптӗм тӑвар чӗпӗтсе илчӗ, вара пӑртак сӑпрамланнӑ тӑвара кӑмпа ҫине чухласа кӗрпеллӗ юр пек «ҫутарчӗ».

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫакӑ мӗне пӗлтернине тӳрех чухласа илнӗ Марук ун хыҫҫӑн тапса сикрӗ.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Пурте Ефим Егорович паҫӑр ӑҫта кайса ҫухалнине чухласа илчӗҫ.

Help to translate

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Халь эпӗ каланисем тӗрӗс тухсан, утрав кам ирӗкӗнче пуласса хӑвӑрах чухласа илӗр.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Патнерех ҫывхарсан мӗнне чухласа илчӗ те, сивве шӑннине манса, ӑшӗнче хаваслӑн кулса ячӗ.

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е ху кам килӗнчине чухласа илеймерӗн-и?

Help to translate

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Наҫтик упӑшки ҫине пӑхса, кил хушшинче темле инкек сиксе тухнине чухласа илчӗ те: — Сантӑр, мӗн пулнӑ сана? — терӗ ҫуйланса.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах шарламасӑр ларни аван маррине чухласа: — Ҫанталӑк татах сивӗтет пулмалла… Ҫӑлтӑрсем куҫне ытла та чарса пӑрахнӑ, — терӗ.

Help to translate

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мавра, кил хуҫисем хӗрне хӗрхеннине сиссен, Лукарье хушнисене пурнӑҫлас вӑхӑтне чухласа, хуйхӑллӑ сассипе малалла каларӗ:

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed