Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чура the word is in our database.
чура (тĕпĕ: чура) more information about the word form can be found here.
2. Чурасем хуҫа аллинчен, хӗрарӑм чура хуҫа арӑмӗ аллинчен пӑхса тӑнӑ пек, акӑ пирӗн куҫӑмӑрсем Ҫӳлхуҫа енне, хамӑр Туррӑмӑр енне, хамӑра хӗрхеничченех пӑхаҫҫӗ.

2. Вот, как очи рабов обращены на руку господ их, как очи рабы - на руку госпожи ее, так очи наши - к Господу, Богу нашему, доколе Он помилует нас.

Пс 122 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Хӑвӑн тӑвану — еврей е еврей арӑмӗ — сана хӑйне сутсассӑн, унӑн ултӑ ҫул санӑн чуру пулмалла, ҫиччӗмӗш ҫулхине вара ӑна ху патӑнтан ирӗке кӑлар; 13. ӑна ху патӑнтан ирӗке янӑ чухне пушӑ алӑпа кӑларса ан яр, 14. мӗн кирлине ӑна хӑвӑн выльӑх кӗтӗвӗнчен, анкартинчен, юхтаркӑчран парса яр: хӑвна Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, мӗн пилленине пар; 15. ан ман, эсӗ ху [та] Египет ҫӗрӗнче чура пулса пурӑннӑ, сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӑтарнӑ, эпӗ паян ҫакна ҫавӑнпа ӳкӗтлесе калатӑп та сана.

12. Если продастся тебе брат твой, Еврей, или Евреянка, то шесть лет должен он быть рабом тебе, а в седьмой год отпусти его от себя на свободу; 13. когда же будешь отпускать его от себя на свободу, не отпусти его с пустыми руками, 14. но снабди его от стад твоих, от гумна твоего и от точила твоего: дай ему, чем благословил тебя Господь, Бог твой: 15. помни, что [и] ты был рабом в земле Египетской и избавил тебя Господь, Бог твой, потому я сегодня и заповедую тебе сие.

Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

43. Ҫак ҫын ытла та, ытла та пуйса кайнӑ, унӑн вак выльӑх та, [шултӑра выльӑх та,] хӗрарӑм чура та, ар чура та, тӗве те, ашак та темӗн чухлӗ пулнӑ.

43. И сделался этот человек весьма, весьма богатым, и было у него множество мелкого скота [и крупного скота], и рабынь, и рабов, и верблюдов, и ослов.

Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ҫӳлхуҫа Аврама каланӑ: пӗлсе тӑр: санӑн тӑхӑмусем ют ҫӗр ҫине пырса пурӑнакансем пулӗҫ, вӗсене чура тӑвӗҫ, вӗсене тӑватҫӗр ҫул хӗсӗрлесе пурӑнӗҫ, 14. анчах Эпӗ вӗсене чура туса пурӑннӑ халӑха сут тӑвӑп; ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем [кунта] пысӑк пурлӑхпа тухса килӗҫ; 15. эсӗ вара хӑвӑн аҫусем патне канӑҫлӑн ӑсанӑн, сана ыррӑн ватӑлса ҫитсессӗн пытарӗҫ; 16. кунта вӗсенӗн тӑваттӑмӗш сыпӑкӗ ҫаврӑнса килӗ, мӗншӗн тесессӗн аморрейсен йӗркесӗр ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитеймен-ха, тенӗ.

13. И сказал Господь Авраму: знай, что потомки твои будут пришельцами в земле не своей, и поработят их, и будут угнетать их четыреста лет, 14. но Я произведу суд над народом, у которого они будут в порабощении; после сего они выйдут [сюда] с большим имуществом, 15. а ты отойдешь к отцам твоим в мире и будешь погребен в старости доброй; 16. в четвертом роде возвратятся они сюда: ибо мера беззаконий Аморреев доселе еще не наполнилась.

Пулт 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

— Эпир, совет ҫыннисем, чура пулас ҫынсем мар.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Гитлер пире ҫӗнме пултараймасть, мӗншӗн тесен совет халӑхӗ, вут-ҫулӑм витӗр коммунизм ҫутине курса тӑраканскер, каллех тӗттӗм шӑтӑка чӑмма, чура пулма килӗшес ҫук, — терӗ Ваҫук.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Пире вӗсем е йытӑ вырӑнне персе пӑрахаҫҫӗ, е чура тӑваҫҫӗ.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла Архип Григорьевич нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн халӑха чура тума шутлани ҫинчен, ирсӗр тӑшман шалчи туласси ҫинчен Гитлера ылхана-ылхана каларӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйӗн пӗртен-пӗр мухтавӗпе — пурлӑхӗпе савӑннине ҫапла палӑртса, вӑл хӑйне нумай асаплантарнӑ, чура туса хунӑ япаласене хӑй те пӗлмен вӑрттӑн курайманлӑхпа курайманнине палӑртмасӑр та чӑтаймасть, тейӗн).

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хамӑртан чура юнне тумлам-тумламӑн сӑрхӑнтарса кӑларма сӗнчӗ.

Help to translate

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Аплах ан кала-ха, мана чура тени нихҫан та кирлӗ мар, — хирӗҫлерӗ Таранов.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эс маншӑн Турӑ пулӑн, эп саншӑн — чура.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑл нихҫан та урӑх ҫӗршывсене тапӑнма, ют пурлӑха тытса илме, кама та пулин чура тума ӗмӗтленмен, вӑл хӑйӗн телейне хӑй ӗҫлесе тупнӑ.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ку офицер пеккисемшӗн хӑй хуҫине хирӗҫ тӑнӑ чура выльӑхран та япӑхрах чӗрчун…

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫак офицершӑн хӑй чӑнласах та этем мар, хуҫине хирӗҫ тӑма хӑйнӑ чура ҫеҫ иккенне Асмантей асне илме те пултарайман…

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Эп чура мар!

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Уҫ ҫӑварна, ылханчӑк чура!

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ — музыкҫӑ, чура мар!

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сире чура туса хунӑ чух хӑвӑртан ыйтса тӑчӗҫ пуль?

Help to translate

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хабиба пек телейсӗр хӗр те пулин, чура е тарҫӑ та пулин ӑшӑ куҫпа пӑхӗ-ши?

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed