Шырав
Шырав ĕçĕ:
Обломовшӑн халат калама ҫук чаплӑ: вӑл ҫемҫе, кӑпӑшка: ӳте сӗртӗнни сисӗнмест; вӑл, итлекен чура пек, ӳтӗн кашни пӗчӗк хусканӑвнех пӑхӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Киле илсе ҫитерем те эпӗ ӑна, турӑ ангелне, пӗтӗм вӑя хурса аҫу-аннӳ умӗнче сирӗншӗн чура пек тӑрӑшӑп; кун пек хӗршӗн хулӑм та кирлӗ мар, тесе калӑп, — терӗ вӑл.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Мана тыткӑна илеҫҫӗ, вӗлерме пӑхаҫҫӗ, анчах эп хама паттӑр тытатӑп, тарса хӑтӑлатӑп, унтан хамӑн юлташсене, тантӑш хӗрсене хамӑра чура тума тӑрӑшакан вӑрӑ-хураха хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗклетӗп.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Кирек-мӗнле ту та, — эпӗ чура, манӑн барин пурлӑхӗшӗн ответ тытмалла, — терӗ Савельич!— Как изволишь, — отвечал Савельич, — а я человек подневольный и за барское добро должен отвечать.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ҫаксем ҫинчен пӗлтерсе, хама чура вырӑнӗнче тытса, пуҫ таятӑп.
Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Килте, — тенӗ ӑна чура.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
— Ҫук, — тенӗ ӑна чура, — Григорий Иванович ирех кайрӗ, — тенӗ.— Никак нет, — отвечал слуга, — Григорий Иванович с утра изволил выехать.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Авдотья Самсоновна патӗнче хӑнасем пур», — тесе кӑшкӑрса юлнӑ ун хыҫӗнчен хӗрарӑм чура.— закричала вслед ему служанка, — у Авдотьи Самсоновны гости».
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
«Кунта, анчах сана вӑл мӗн тума кирлӗ?» — тесе ыйтнӑ унтан ҫамрӑк хӗрарӑм чура.«Здесь, — отвечала молодая служанка, — зачем тебе ее надобно?»
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Вӑл пурин ҫинчен те, пурин ҫинчен те асӑнчӗ: ҫак чиркӳ ҫинчен, унӑн пӗчӗк ачисем ҫинчен, хулари ытти чиркӳсем ҫинчен, хула ҫинчен, пӗчӗк округ ҫинчен, пӗтӗм штат ҫинчен, штатри чиновниксем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чиркӳсем ҫинчен, конгресс ҫинчен, президент ҫинчен, министрсем ҫинчен, тинӗс ҫинче хаяр ҫил-тӑвӑлсем курса ҫӳрекен мӗскӗн ҫынсем ҫинчен, Европӑри монархистсен тата Хӗвелтухӑҫӗнчи деспотсен пусмӑрӗ айӗнче йынӑшса пурӑнакан темиҫе миллион чура ҫинчен, евангелири чӑнлӑх ҫутипе ҫутта тухнӑ ҫынсем ҫинчен, курмашкӑн куҫӗсем ҫук, илтмешкӗн хӑлхисем ҫук ҫынсем ҫинчен, инҫетри тинӗс утравӗсем ҫинчи тӗне кӗмен ҫынсем ҫинчен, — ҫакна пурне те вара пачӑшкӑ акӑ ҫапла хытӑ кӗлтуса вӗҫлерӗ:
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
17. Ҫавӑн чухне хапха хураллакан хӗрарӑм чура Петра калать: эсӗ те ҫак Ҫыннӑн вӗренекенӗ мар-и? тет.17. Тут раба придверница говорит Петру: и ты не из учеников ли Этого Человека?
Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ сире «чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар» тесе каланӑ сӑмаха астуса тӑрӑр.20. Помните слово, которое Я сказал вам: раб не больше господина своего.
Ин 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Чӑн-чӑнах калатӑп сире: чура хӑй хуҫинчен аслӑ мар, янӑ ҫын та хӑйне яраканнинчен аслӑ мар.
Ин 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Хуҫа килӗнче чура ӗмӗрех пурӑнаймасть, ывӑлӗ ӗмӗрех пурӑнать.
Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӗр ҫинчи патшасем те, аслӑ улпутсем те, пуянсем те, пинпӳсем те, вӑйлисем те, пур тӗрлӗ чура та, ирӗкри пур тӗрлӗ ҫын та — пурте ҫӗр шӑтӑкӗсене, ту хушӑкӗсене пытанчӗҫ, 16. ӗнтӗ тусене, чул хысаксене тархасларӗҫ: пирӗн ҫине ӳкӗр, пире аслӑ пукан ҫинче Ларакан сӑнӗнчен, Путек ҫиллинчен пытарӑр: 17. Унӑн ҫиллин аслӑ кунӗ килчӗ, ӑна кам чӑтса тӑрайӗ? терӗҫ.
Ӳлӗм 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Кунта ӗнтӗ эллин та, иудей те, ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те, варвар та, скиф та, чура та, ирӗкли те ҫук, пӗр Христос анчах, Христос Вӑл — пуринче те.
Кол 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл пур тӗлӗшпе те Турӑпа тан пулнӑ, ҫавӑнпа Хӑй Турӑпа тан пулнине вӑрласа тунӑ ӗҫ вырӑнне хуман; 7. чура пек пулса, этем евӗрлӗ пулса, пӑхма та этем пекех курӑнса, Хӑйне Хӑй кӗҫӗне хӑварнӑ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эппин, ҫирӗп тӑрӑр, хӑвӑра каллех чура тума ан парӑр.
Гал 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла ӗнтӗ, тӑванӑмсем, эпир — чура ывӑлӗсем мар, ирӗклӗ арӑм ывӑлӗсем.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакӑнта ытарлӑн калани пур: ҫав арӑмсем икӗ халала пӗлтереҫҫӗ, пӗр халалне Синай тӑвӗ ҫинче панӑ, вӑл чура пулма ҫуратать, ку — Агарь ӗнтӗ: 25. Агарь Аравири Синай тӑвне пӗлтерет тата вӑл хальхи Иерусалимпа пӗре килет, мӗншӗн тесессӗн Иерусалим ачи-пӑчи-мӗнӗпех чуралӑхра пурӑнать; 26. ҫӳлти Иерусалим вара ирӗклӗ: вӑл пире пурсӑмӑра та анне пулать.
Гал 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.