Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чапа (тĕпĕ: чап) more information about the word form can be found here.
Вулӑсрисемпе Шупашкартисен умӗнче чапа тухса, хӑй те ҫӳле хӑпарасшӑн.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Ыттисем ӗлкӗриччен хам та ҫав мыскарана хамӑр ялтах, вулӑсра нихӑшӗнчен малтан туса кӑтартатӑп. Ун чухне эпӗ те таврара чапа тухӑп», — ҫак шухӑшсемпе тӗлӗрсе кайрӗ вӑл ҫав каҫхине.

Help to translate

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мӗнлерех йышӑнӗ-ха вӗсене Хусанпа Чӗмпӗр таранах чапа тухнӑ вӑрӑсен пуҫлӑхӗ?

Help to translate

Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫавӑн чухне Петӗр ҫав питӗ вӑйлӑ, шиксӗр чӑваш Хусан сабантуйӗнче халиччен чапа тухнӑ мӗнпур тутарсене ҫӗнтерсе паттӑра тухнине курнӑччӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Иван, хӗрсене куҫ хӗскелесе, чапа тухнӑ урахамаха малалла ҫавӑтса кайрӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хурӑнташ-тӑвансем тӗл пулса пӗр-пӗрне сывлӑх сунаҫҫӗ, пӗрле пуҫтарӑнса сулхӑна кайса лараҫҫӗ те уяв пуҫланиччен сӑмаха шӑкӑл-шӑкӑл шӗкӗлчеҫҫӗ, паян хӑшӗ мӗнпе чапа тухма пултарни ҫинчен тӗшмӗртсе калаҫаҫҫӗ.

Help to translate

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Петӗршӗн кама та пулин тӗлӗнтерсе, чапа тухса пултӑр.

Help to translate

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Халь куратӑп ӗнтӗ, ху чапа тухас тесе эс ют ҫынна ҫеҫ мар, хӑвӑн тӑван аҫуна та чиксе пӑрахма пултаратӑн, — терӗ Кӗркке.

Help to translate

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сана кӳрентерме мар, чапа кӑларчӗ паян ҫӗнӗ хан.

Help to translate

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пирӗн пата ыттисем, Хусана илнӗ чух унпа пӗрле чапа тухнисем, килеҫҫӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑрӑн чапа ӗмӗрлӗхе пӗтерес марччӗ, вырӑссен мӑшкӑлӗ пулас марччӗ.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ун умӗнче ҫапӑҫура чапа тухнӑ воеводӑсемпе боярсен ачисем, патша хыҫӗнче Владимир Воротынскипе Шигалей пычӗҫ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чапа тухасшӑн? — тулхӑрса илчӗ тутар княҫӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хамӑн пӗтӗм вӑя Хусан патшалӑхне чапа кӑларса ӑна тӑшмансенчен хӳтӗлес ӗҫе хутӑм.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чапа тухрӗҫ Твиккапа Квикка.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Мӗн тетӗр, чапа тухрӗҫ Твиккапа Квикка.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Ҫавӑнпа вӑл пӗррехинче утара пырсан: «Ҫак Твиккапа Квиккана вӑрмана лайӑх сыхланӑшӑн хаҫат ҫине пичетлеттерсех чапа кӑларатӑп-ха», — терӗ.

Help to translate

Твиккапа Квикка чапа тухрӗҫ // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 67–74 с.

Кӑсӑя ҫу вӑрлама юратнипе «чапа» тухнӑ кайӑк.

Help to translate

Пӗчӗк паттӑрсем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 13–14 с.

Сана вӗрентрӗм-вӗрентрӗм те, вӑйлӑ тыр-пул туса илсе, чапа кӑлартӑм…

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Мӗнле-ха, эс, районӗпех чапа тухнӑ бригадир ун пек хӑтланатӑн?

Help to translate

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed