Шырав
Шырав ĕçĕ:
чакаканскер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Эпӗ хам, Гельсингфорсран ҫуран каялла чакаканскер, Терриоки патӗнче перкелешсе илнӗ чух аманнӑскер, юлашки поездпа чикӗ урлӑ каҫса Совет республикине тухнӑскер, Совет ҫӗршывӗшӗн Царицын патӗнче, Курган патӗнче ҫапӑҫрӑм, Медвежье сӑрчӗ хыҫӗнче финсен 6-мӗш полкӗнче тӑтӑм тата курсантсен отрячӗпе пӗрле, пӑлханакан Кронштадтпа Финлянди хушшинчи ҫыхӑнӑва татрӑм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Февралӗн 22-мӗшӗнче ирхине капитан Чернов отрячӗ, Сиверс хӗснипе тата тылран Гниловски станица казакӗсем ҫунтарса тӑнипе каялла чакаканскер, Ростова ҫитсе кӗрет.
XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ыран ноябрӗн 30-мӗшӗ тенӗ каҫ, нимӗҫсен фашистла ҫарӗсем наступлени пуҫланнӑранпа икӗ эрне иртсен, Бородин дивизийӗ, Волоколамск шоссипе Истраран чакаканскер, хӑй йышӑнса тӑракан пысӑк заводсемлӗ илемлӗ ятпа Снегири текен поселока тӑшман аллине хӑварчӗ.
X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Страницăсем:
- 1