Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

цырульник (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Шырарӗҫ-шырарӗҫ, хайхи, ун сӑнарли ҫук сотньӑра; мана сотник Баркин, хайхи, ҫапла калать: «Кай, тет, цырульник патне, пӗр самантра сухалупа уссисене сӑрласа янӑ пултӑр», тет.

Искать-поискатъ, стал быть, нету такой масти в сотнях; мне сотник Баркин, стал быть, и говорит: «Иди в цырульню, чтоб вмиг подрисовали бороду и вусы».

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек ухмахланассишӗн манӑнне пӗрре цырульник, мӗн тӑвасси пур, сухала сӑрласа ячӗ.

Мне, стал быть, раз цырульник бороду красил из-за этих самых глупостев.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кучер те, дворник те, цырульник те, лакей те, ятлаҫнине хӳтӗлекенӗ те — пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ.

Он сам, и дворник, и цирюльник, и лакей, и защитник системы ругательства, все захохотали.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑна кунти цырульник Степан Парамонов эмеллесе тӑчӗ.

Лечил его здешний цирюльник Степан Парамонов.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мана полкри цырульник эмеллесе тӑчӗ, мӗншӗн тесен крепӑҫре урӑх лекарь ҫук; ку лекарь, тавах турра, хӑйне ӑслӑ вырӑнне хурса тем те пӗр хӑтланса пӗтермерӗ.

Меня лечил полковой цирюльник, ибо в крепости другого лекаря не было, и, слава богу, не умничал.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed