Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑпах ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра сывлӑх тӗлӗшӗнчен шанчӑклӑрах, хӳтлӗхре пулнӑ пек туятпӑр, пулӑшу кирлӗ пулсан йывӑр вӑхӑтра вӗсем вӗҫтерсе ҫитессе шанса тӑратпӑр.
Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r
Михха урхамахне картиш алӑкӗ урлӑ сиктерсе ыйткалакана таптатнине курсан, хӳтлӗхре пӑхса тӑракансен сехрисем хӑпрӗҫ.
VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах та чечек, хӑйӗн ешӗл папкин хупӑлчинче пытаннӑскер, ҫутӑ ҫине тухма васкаман, капӑрланнӑ, хӳтлӗхре йӑлттам сӑрӑсемпе тӗсленсе киленнӗ — хӑшӗ килӗшерех парать?
VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Амӑшӗн аллинче пӗчӗк хӗр пӗрчи хӑйне хӳтлӗхре туять.
Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000
Хӗр ӳсет хӳтлӗхре пукане пурнӑҫпе, Ыр курать ашамӗшӗн ячӗпе: Пурнӑҫ йӳҫлӗхне хальччен тутанман Йывӑр ӗҫре те пӗртте тарламан: Пир-арне тӗртеҫҫӗ ялти тӑлӑхсем.
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
— Курӑр-ха, карта ҫумӗнчи хӳтлӗхре, хӗвел питӗнче, вӗлтӗрен пуҫ ҫӗклеме ӗлкӗрнӗ! — савӑнса кӑшкӑрса ячӗ Аля.
X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ашшӗпе ача хӑйне хӳтлӗхре туять, ӑна лӑпкӑ.
Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc
Лаши ҫаран хыҫне улӑм витсе тунӑ хӳтлӗхре ыраш улӑмӗ кӑтӑртаттарса тӑнӑ.
Шулли Иванӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тен, таркӑн Янтул кунта луччӑ хӳтлӗхре пулӗ?Вот и беглому Яндулу здесь безопаснее поселиться, чем где-либо…
Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хӳтлӗхре те Янтул — лайӑх ӑна.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ҫӗр ҫумӗпе урамра ҫӳп-ҫапсем вӗҫкелеҫҫӗ, ҫынсем хушшинче, хӳтлӗхре юпа пек пӑр! ҫаврӑнса пите ҫапӑнаҫҫӗ.Ветер гонит по земле мусор, неожиданно скручивает его в вихревые столбы и кидает в лицо людям.
Салакайӑк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кин хӑйӗн ачипе пирӗн хӳтлӗхре пултӑр…
12. Килте // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Парӑр ӑна пӑхӑр пайҫа, паянтан пуҫласа никам та ан тивтӗр ку этеме, паянтан пуҫласа вӑл пирӗн хӳтлӗхре тӑрать.
Пӑлхар ҫар ҫынни пӗтни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
Ҫавӑнтах тата пӗр-пӗр хӳтлӗхре ака пуҫӗпе сӳре выртнине курма пулать.
8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Ӗнерхи сӗтеле аран-аран шыраса тупрӑм; халӗ ӑна ракаткапа ҫавӑрса ункӑланӑ, вӑл ӗнерхипе танлаштарсан палӑк ҫывӑхнерех куҫнӑ, — унӑн чечекленекен сакалти айӗнче хӳтлӗхре тейӗн.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вут шаршанӗсен тӑрринче ҫӗр-ҫӗр карттус ҫӗкленчӗ, французсен пӗтӗм засади, Германи эскадронӗ килессе кӗтсе хӳтлӗхре аякӗсене ӑшӑтса выртнӑскер, ахӑлтатсах кулса хӗр ачана ҫавӑрса ункӑларӗ.
Хушу — ҫар валли // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 81–84 с.
Сирсе янӑ терактсем, обществӑпа патшалӑха хирӗҫ тӑвакан тупса палӑртнӑ тата уҫса панӑ преступленисем, ҫӑлса хӑварнӑ пурнӑҫсем – ҫаксем пурте сирӗн ӗҫ кӑтартӑвӗсем, ҫынсем ҫавна пула хӑйсене хӳтлӗхре туяҫҫӗ тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхаҫҫӗ.
Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн Хӑрушсӑрлӑх органӗсен ӗҫченӗ кунӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/12/20/news-4000191
Чӑнах та вӑл малтанхи вӑрман мар ӗнтӗ: ӗлӗк эпир кунта пысӑк хӳтлӗхре пурӑнаттӑмӑр, халӗ вӑрман ҫаралчӗ те, уҫӑ пӗлӗт айне тӑрса юлтӑмӑр.Да он и действительно был уже не тот: как будто жили под крышей, а теперь под открытым небом.
Ҫурҫӗрелле // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ҫурӑксемпе картлашкасем ҫинчи хӳтлӗхре тӗмсемпе йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ.
1. Тусем ҫинче мӗн курма пулать // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.
Чиркӳ крыльци ҫинче, колоннӑсем хушшинче, хӳтлӗхре пытанса тӑнӑ пек, ҫынсен ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑрать, вӗсенчен тахши, шурӑ тутӑр татӑкне суллакаласа, ӑнланма ҫук, уҫӑмлӑ мар сӑмахсем каласа кӑшкӑрать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.