Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Кам та кам ҫынна курайманнипе мар, ӑнсӑртран ҫеҫ чышрӗ пулсассӑн е усал сунмасӑрах ӑна мӗнпе те пулин печӗ пулсассӑн, 23. е хӑй асӑрхамасӑрах ҫын ҫине вӗлерме пултаракан чул ӳкерсе ӑна вӗлерчӗ, хӑй вара ҫав ҫыннӑн тӑшманӗ те пулман, ӑна усал та сунман пулсассӑн, 24. ҫын вӗлерекенпе юншӑн тавӑракан хушшинчи тава халӑхӑн ҫак йӗркепе татса памалла; 25. халӑхӑн ҫын вӗлерекене юншӑн тавӑраканӑн аллинчен хӑтармалла, халӑхӑн ӑна ҫын вӗлерсессӗн тарса пынӑ хӳтлӗх хулинех ямалла, вӑл унта таса ҫу сӗрнӗ аслӑ священник виличчен пурӑнтӑр; 26. ҫын вӗлерекен хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хуларан тухсассӑн, 27. юншӑн тавӑракан ӑна хӳтлӗх хула тулашӗнче шыраса тупсассӑн, юншӑн тавӑракан ҫав ҫын вӗлерекене вӗлерсессӗн, тавӑракана юн тӑкнӑшӑн ҫылӑх пулмасть, 28. мӗншӗн тесессӗн лешӗн хӑй тарса пытаннӑ хӳтлӗх хулара аслӑ священник виличчен пурӑнмалла пулнӑ, аслӑ священник вилсессӗн ҫеҫ ҫын вӗлерекенӗн хӑйӗн ҫӗрне таврӑнмалла пулнӑ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шлем ҫине хӳтлӗхсем — мала пӗчӗк хӳтлӗх, кая ӗнсене хӳтӗлеме пысӑк хӳтлӗх тунӑ.К шлемам часто приделывали козырьки — маленький спереди и большой, для защиты затылка, сзади.
Тимӗр тумтир // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Чӑваш Республикин Ӗҫпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова, Элӗк муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Александр Терентьев, Элӗкри социаллӑ хӳтлӗх пайӗн начальникӗ Алена Семенова тата Раҫҫейри Социаллӑ фондӑн Элӗк муниципаллӑ округӗн клиент службин ертӳҫи Алексей Андреев Ҫирӗккассинче пулчӗҫ.
Хуҫасӑр йытӑсем, ҫул тӑвасси канӑҫ памасть // Эльвира КУЗЬМИНА, Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/xucasar-jyitasem, ... amast.html
Ҫакӑн пирки тӗплӗнрех ӑнлантарса пама ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх Министерствин «Социаллӑ пулӑшу кӳрекен Центр» хысна учрежденийӗн Вӑрмар районӗнчи халӑха социаллӑ хӳтлӗхпе тивӗҫтерекен уйрӑмӗн начальникӗнчен Татьяна Геннадьевна Семеновӑран ыйтрӑмӑр.
Социаллӑ контракт йывӑрлӑхран тухма май парать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9097-sotsial ... -maj-parat
Куна татӑкӑн-татӑкӑн ҫурса ваклакан, хыпӑнчӑк тӗнче ҫыннисем куҫӗсене ҫавӑрттара-ҫавӑрттара тӑраҫҫӗ, хӗр вара малтанхи пекех чӑматансем ҫинче ларать, ӑна курӑнми хӳтлӗх ҫавӑрса ункӑланӑ; ҫак хӳтлӗх харкам тивӗҫлӗх туйӑмӗнчен тухса тӑрать, кунашкал тивӗҫлӗх мӗн ҫуралнӑранпах пирӗнте тата пирӗнпе пӗрлешсех кайнӑ чухне ҫапла пулса иртет, — ҫакӑ ҫын сывлавӗ евӗрлех; ҫын хӑй ӑна асӑрхамасть те.
III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Штабс-капитан ҫапах та, пӗшкӗнкелесе те пулин, траншея тӑрӑх уткаласа пырса, тӑпра чавса тунӑ хӳтлӗхсем патне чиперех ҫитрӗ те, сапернӑй офицерпе пӗрле, пӑч тӗттӗм ҫӗртех ӗнтӗ, ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарчӗ те, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗх ҫумӗнчи шӑтӑка кӗрсе ларчӗ.
4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн ӗҫӗ-хӗлӗ, патшалӑх ҫынсене тивӗҫтерекен социаллӑ пулӑшу мелӗсем пирки районти социаллӑ хӳтлӗх пайӗн пуҫлӑхӗ Валентина Аникина каласа пачӗ.
Ҫынсемшӗн ял шӑпи ют мар // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2015.01.28
Мӗн тума кирлӗ ҫак илем, шанчӑка ҫапла туйса тӑни, мӗне кирлӗ ҫирӗп хӳтлӗх пуррине, улшӑнми хӳтлӗхе, вилӗмсӗрлӗхе ӗненнипе лӑпланни?
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл хӑй кунта килсе тӑни те хӑйнех шиклентермелле — пӗччен кӑна-ҫке кунта, урамра, ют хӳтлӗх айӗнче тӑрать… пӗр ҫирӗм утӑм ярса пуссанах вӑл мӑнастирте, инкӗш хӳтлӗхӗ айӗнче пулнӑ пулӗччӗ…
VI. Хӗрарӑм чунӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫапах та вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӳтлӗх патне ҫитрӗҫ те, пӗтӗмпех чӑрмаланса пӗтнӗскерсем тата йӗпенсе шӑнса хытнӑскерсем, парӑс карса тунӑ хӳтлӗхе пытанчӗҫ.Наконец один за другим они добрались до навеса и забились под него, озябшие, перепуганные.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Тӳлевсӗр путевкӑсемпе тӑлӑхсене (вӗрентӳ уйрӑмӗсем урлӑ), патшалӑх хӳтлӗхӗ кирлӗ ачасене (социаллӑ хӳтлӗх уйрӑмӗ) путевкӑн тулли хакне тӳлеме пултарайман организацисенче ӗҫлекен ашшӗ-амӑшӗсен ачисене (РФ ФСС Тутарстанри филиалӗ урлӑ) тивӗҫтереҫҫӗ.
Хыпарсен ярӑмӗ // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25
ТР социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ, Хусан хулин муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн Ӗҫтӑвкомӗн социаллӑ хӳтлӗх управленийӗн пуҫлӑхӗ Г.Т.Минкина каланӑ тӑрӑх, кӑҫал шӗкӗр хулара «Хусан – ырӑ ӗҫсен территорийӗ» девизпа ыр кӑмӑллӑх акцийӗсемпе мероприятисем иртеҫҫӗ.
Ачасене — пулӑшу алли // Виталий ВАСИЛЬЕВ. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18
34. Мерари ывӑлӗсенӗн ӑрӑвӗсене, ытти левитсене, ҫак хуласене панӑ: Завулон йӑхӗнчен: Иокнеампа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 35. Димнапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Нагалалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 36. [Иордан леш енче, Иерихон тӗлӗнче] Рувим йӑхӗнчен: [ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Мисор пушхирӗнчи] Бецер хулипе ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Иаацӑпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 37. Кедемофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Мефаафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: тӑватӑ хула; 38. Гад йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галаадри Рамофпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Маханаимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 39. Есевонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Иазерпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: пурӗ тӑватӑ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Гирсон ывӑлӗсене вара, левитсене, ҫак хуласене панӑ: Манассиян ҫур йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Васанри Голанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Беештерапа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: икӗ хула; 28. Иссахар йӑхӗнчен: Кишионпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Даврафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 29. Иармуфпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Ен-Ганнимпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 30. Асир йӑхӗнчен: Мишалпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Авдонпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, 31. Хелкафпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Реховпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене: тӑватӑ хула; 32. Неффалим йӑхӗнчен: ҫынвӗлерен тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хула вырӑнне Галилейӑри Кедеспа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ, тата Хамоф-Дорпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене, Карфанпа ун таврашӗнчи ҫӗрсене панӑ: виҫӗ хула.
Нав 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Иисуса ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ сире Моисей урлӑ хушнӑ пек, хӑвӑр валли хӳтлӗх пулмалли хуласем суйласа илӗр — 3. ҫынна йӑнӑшпа, ӑнсӑртран вӗлернӗ этем ҫавӑнта тарма пултартӑр; [ҫын вӗлерекене халӑх умне сута тӑратиччен] ан вӗлерччӗр тесе, [ҫав хуласем] юншӑн тавӑраканран тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хуласем пулччӑр.
Нав 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эсир паракан хуласем, хӳтлӗх хуласем, сирӗн улттӑ пулмалла: 14. виҫӗ хулине Иорданӑн ҫак енче парӑр, виҫӗ хулине Ханаан ҫӗрӗнче парӑр; вӗсем хӳтлӗх хуласем пулмалла; 15. ҫакӑ ултӑ хула Израиль ывӑлӗсемшӗн те, ютран килнӗ ҫыншӑн та, сирӗн пата пурӑнма куҫса пынӑ ҫыншӑн та тарса хӑтӑлмалли вырӑн пултӑр, ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ кашни этем унта тарса кайма пултартӑр.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 10. Израиль ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: Иордан урлӑ каҫса Ханаан ҫӗрне ҫитсессӗн, 11. хӑвӑр валли хӳтлӗх пулмалли хуласем суйласа илӗр, ҫынна ӑнсӑртран вӗлернӗ этем ҫавӑнта тарма пултартӑр; 12. ҫын вӗлерекене халӑх сучӗ умне тӑратиччен ан вӗлерччӗр тесе, ҫав хуласем [юншӑн] тавӑраканран тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗх хуласем пулӗҫ.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир яланах ҫӗршыв аталанӑвне, хӳтлӗх ӗҫне пысӑк тӳпе хывнӑ паттӑр ҫынсемпе пуян.
Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let
Малтанах вал пӑсӑк ҫанталӑкран тата «усал-тӗселрен» сыхлакан хӳтлӗх пулнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
1050 ҫулта Ментонри Сӑваплӑ Бернард ту каҫи ҫинче мӑнастир никӗсленӗ, ун ҫумӗнче хӳтлӗх вырӑн йӗркеленӗ, ӑна та, ту каҫине панӑ пекех, унӑн ятне панӑ.
Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80