Шырав
Шырав ĕçĕ:
Таврари эсрелсемпе кӳлӗ таврашӗнчи шыв шуйттанӗсене ватти-вӗттипех ура ҫине тӑратма шутланӑн, урине хӗстернӗ качака евӗр ихӗрет юрӑҫӑ; темле пульӑсем вшик! вшик! шӑхӑраҫҫӗ; пуртӑпа ҫапса кӗленче таврашне ватнӑн, шапӑрр, шапӑрр тӑкӑнать асар-писер кӗвӗ-ҫемӗ вӑрманҫӑ ҫине; пӗтӗмӗшле анрашу лӑпланнӑ пекки пулсанах, куритесене ярса панӑ апата сыснасем вӑрҫа-вӑрҫа ҫинӗн, тем нӑриклетни, хӑрӑлтатни, шыва путнӑн пакӑртатни илтӗнсе тӑрать, вара эсрелсемпе шуйттансене астармалли, вӗсен хӳрисене чӑнк тӑратмалли мекеклетӳ тапранса каять.
Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Йытӑсем пӗр вӗҫӗм хӳрисене пӑлтӑртаттарса хуҫи тавра чупкалатчӗҫ, аллине шӑршлатчӗҫ, хул пуҫҫинчен уртӑнса питне чӗлхипе ҫулатчӗҫ, юрататчӗҫ.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Ватӑ ҫын мӗнле васкать, пачӑшкӑ та ҫавӑн пекех хыпаланса алтаре кӗрсе кайрӗ те хӑйӗн тӗрлӗ-тӗрлӗ тумне майларӗ: стихарь ҫийӗн сулахай хулпуҫҫи урлӑ орарьне ҫакса хӳрисене пӗрне ҫурӑм ҫине, теприне мал енне меллӗн вырттарчӗ, нумай ҫул хушши усӑ курнипе кивелнӗ, анчах ылтӑн эрешне ҫухатман «поручи» текеннипе ал сыппине сӑрса ылтӑн тӗслӗ вӑрӑм кантрапа ҫирӗплетсе пӗтӗрчӗ те пуҫӗ ҫине куфья тӑхӑнса васкамасӑр кадила ӑшӗнчи тӗтӗм кӑларакан катӑксене шӑрпӑкпа чӗрте пуҫларӗ.
Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.
Ҫапах Кӑркка Сӑмси парӑнман, ҫавнашкал йӗрӗхсенчен иккӗшне судпа айӑпланӑ та, ыттисем хӑйсемех хӳрисене кирлӗ ҫӗре хӗстернӗ.
Матвей Сакмаров // А.А. Галкин. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 24 с.
Тата урама кӑларнӑ чӗчӗ пӑрушӗсем хӗвел ӑшшипе савӑнса каҫӑхсах кайнӑ та, хӳрисене тӑратса, тапхӑр-тапхӑр килпетсӗррӗн мӗкӗрсе ярса, тӗр те тӗр каллӗ-маллӗ ӗрӗхсе чупаҫҫӗ.
8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
— Тепӗр тесен, сӑмаха мӗн кукӑртса-вашхӑртса ларатӑп-ха! — терӗ те хыттӑн, тутӑр хӳрисене кӑрт-карт туртрӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Иккӗмӗш тапхӑрта выльӑхсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳреҫҫӗ, кайри урисемпе тӑпрана е ыттине чаваҫҫӗ, хӳрисене тӑратса чупаҫҫӗ, ӳслӗк ерет.
Ӗне урни // А.СИДОРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/e%d0%bd%d0% ... %bd%d0%b8/
Пӗри малта, иккӗшӗ хыҫалта, юнашарах хӳрисене вылянтарса пыраҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Чака-ка-как! — вичкӗн тимленсе, хӳрисене сиктере-сиктере пӗтӗм ҫиллипе салакайӑка тӑвӑнчӗҫ чанапа чакак та.
Ҫӑткӑн // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 214–216 с.
Куратӑп: алӑк умӗнче ҫак йытӑсем мана витӗрлесех, ытла та мӗскӗннӗн йӑлӑнса пӑхса, хӳрисене хавшак, каҫару ыйтнӑ пек пӑтраткаласа тӑраҫҫӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Икӗ овчарка, хӳрисене хӗстерсе, темиҫе утӑм каялла чакса ларчӗҫ, пӗр ула вӗшле кӑна хуҫинчен хӑрамасӑр Элекҫейӗн тусанланса пӗтнӗ аттине сӗртӗнсе илчӗ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.
Лӑст-лӑст лӑст-лӑст силлесе пыраҫҫӗ хӳрисене.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тӗрӗссипе, вӑл йытӑсене хӑмсарать ҫеҫ, ҫапмасть, лешсем те ӑна ҫыртма шутламаҫҫӗ, хӳрисене пӑлтӑртаттарса ун тавра сиккелесе ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ.
7. Икӗ элчӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӑл ӗҫмӗш патне арӑслансем васкамасӑр ута-ута аннине, хӳрисене кушак пек хуҫлатса лӑнкӑртаттара-лӑнкӑртаттара, апчхилете-апчхилете шыв лӗрккенине, шанчӑксӑр шав илтсенех ҫав тери асӑрханса пӗтӗм кӳлепипе самантрах карӑнса тӑнине курать; ҫырма хӗрринчен мӑйӑхӗнчи шыв тумламӗсене сапа-сапа каялла кайнӑ авӑкра вӗсен тикӗс мар сывлавӗ, ҫӳлтен ӳкекен чул катӑкӗсен ӳкӗмӗ евӗрскер, носорогсен хӑрӑлтатӑвӗпе те чаплаттарӑвӗпе ылмашӑнать.
VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Вӑл картин ҫинче архангел Михаил аллинчи сӑнӑ ҫинче тӑватӑ шуйттан тирӗнсе кукленкелесе тӑратчӗҫ, виҫҫӗшӗ хӳрисене тӑратса хашкасах хӑйсен ҫӗр айӗнчи вут-хӗмлӗ вырӑнӗсене, нимӗҫсем Куҫма Крючков сӑннинчен тарнинчен те каях мар, вӗҫтерсе чупса пыратчӗҫ.
VIII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Шурӑ ҫутӑ йӑлтӑртатать те шыва ҫиҫӗмле пырса ҫапать, сталактит колоннӑсене хӗлхемсен хумӗпе сирпӗтет, шыв айӗнчи чулсен хысакӗсене те уҫса кӑтартать; анчах ватӑ пулӑсем нимӗн те пулманла хӳрисене вылята-вылята ишеҫҫӗ, малтанхи пекех нимӗн те курмаҫҫӗ; мӗнле пулнӑ ҫаплипех — шыв вӗсемшӗн халӗ те хуп-хура, — шыв айӗнчи синкерлӗ асран тухми хушӑкра тахҫан-тахҫанхи, ҫул ҫӳреме пуҫланӑ малтанхи кунри пекех.
Йӑр-йӑр // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 10–14 с.
Пӗлесшӗн ӑнтӑлса, савӑнӑҫлӑ ӑнланманлӑхпа Тарт пуҫне каҫӑртнӑ та упӑте кӗтӗвне сӑнать; вӗсем хӳрисене сулкалаҫҫӗ, пуҫӗсемпе аялалла усӑнса ҫула май туратсем ҫинче силленеҫҫӗ, вӗҫен кайӑксене хӑратса, шӑхӑрса-ҫатӑртатса унталла-кунталла вирхӗнеҫҫӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Анчах шӑтӑк умне ҫитсенех, тискер кайӑк шӑрши пуррине сиссе, йытӑсем чарӑннӑ та хӳрисене хӗссе каялла чакнӑ.Но у входа в пещеру они почуяли запах зверя, остановились и, поджав хвосты отступили.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
ХIХ-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче вырӑссен астрономӗ, Мускаври университет профессорӗ Федор Александрович Бредихин (1831 — 1904) комета хӳрисене сӑнанӑ.
Кометӑсен тытӑмӗ // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Вӑл тапраннипе чӳрече патӗнчи стена ҫумӗнчен хӑмӑр тӗслӗ пысӑк йӗкехӳресем, ҫара вӑрӑм хӳрисене урай тӑрӑх сӗтӗрсе, тарса ҫухалчӗҫ.
XXXVI сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.