Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавнашкал хӗрачасем, Исидор Петрович, пулас упӑшкисене куҫ хӳрипе те курман-ха.
Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Сасартӑк хӑранипе ӑсран тайӑлнӑ Сапсайкин, ҫӗртре выртакан пӑру кӳлепинчен такӑнса, упаленсе тухать; тӑрса, лаша купарчи умӗнчех сӑхха ярать: «Исуҫи-Хрисуҫи! Ан пӑрах, Исуҫи-Хрисуҫи, пулӑшах!..»; лаша, хӑйӗн купарчине Исуҫи вырӑнне хурса мӑшкӑлланӑшӑн тарӑхнӑ пек, Сапсайкина хӳрипе чаш! тутарать питрен.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Тинех витене кайма тӳрӗ килнӗшӗн хӗпӗртенӗ Утаман хӳрипе хӑйне чашт тутарать хавассӑн, пуҫне уха-уха, ача хыҫҫӑн утать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ку вырӑнти чӑвашсен хушпӑвӗ пуҫа ҫӑтӑ тытакан калпак пек пулнӑ, хӑйӗн капмар хӳрипе палӑрса тӑнӑ.
Сарӑ ту чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Лӑпкӑн юхакан шыв кукринче кӑна пысӑк ҫӑрттан, хӳрипе ҫапса, ункӑн-ункӑн хумсем салатрӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Будильник ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илтӗм: стрелкисем ҫур ҫӗр иртни икӗ сехет иккенне хыпарлаҫҫӗ.
Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.
Яшка антаракан хӗрарӑм пысӑкрах турилкке илчӗ те мана пиҫнӗ сысна хӳрипе икӗ хӑлхине хурса пачӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Хӗрарӑмсем сӗтел варрине кастрюль лартса ман енне ҫаврӑнчӗҫ те: — Георги, сирӗн йӑлупа пиҫнӗ сысна хӳрипе ик хӑлхине кама памалла? — теҫҫӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Хуҫа хӗрарӑмӗ мӗнле яшка ҫиме кӑмӑлланине ыйтсан эпӗ: — Эсир пӗлетре, пирӗн патра ҫакӑн пек йӑлайӗрке ирттернӗ чухне хӑнасене сысна хӳрипе хӑлхинчен пӗҫернӗ яшка ҫитереҫҫӗ. Эсир мана ӗненӗр: университетра вӗреннӗ чухне ҫак темӑсене лайӑх пӗлеттӗм, ҫавӑнпа калатӑп, — тетӗп.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Вӑл ҫичӗ ҫухрӑм каялла чакса, вут-хӗм кӑларса сан ҫинелле ыткӑнӗ, хӑватлӑ хӳрипе ҫапса кӑкӑр таран ҫӗр айне кӗртсе лартӗ.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Анчах та арманӑн хӳрипе — пурнӑҫпа этем хуҫа-ҫке.
Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ӑна Ӑраман куҫ хӳрипе те курман, арӑмӗн сӑнӗ те куҫ умне тӳрех тухса тӑмасть.
Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.
Ун ҫине куҫ хӳрипе те пулин пӑха-пӑха илет.
Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
— Ӑна, ҫапса хурсан, вуласа пӑхӑпӑр-ха, — тутӑр хӳрипе ҫӑварне хупӑрларӗ Тунькка.
XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Куҫ хӳрипе те.
XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
«Пӗтӗмпех хам ҫумра сигарет мӑкӑрлантарса тӑракан Дениса пула» — куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ ун ҫине Кирилл.
3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Ҫав вӑхӑтрах хӑй хыҫӗнче ларакан Тоня ҫине те куҫ хӳрипе пӑхкаласа илет.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Денис ун ҫине кураймасӑр пӑхнине куҫ хӳрипе курсах тӑчӗ Кирилл.
2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html
Кушӑхнӑ ҫулпа пӗр пушӑ урапа халтӑртаттарса, хӑй хыҫҫӑн тӑсӑлакан тусан хӳрипе пӑрҫа ани тӑрӑх сӗтӗрсе иртрӗ.
9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
Ҫакна куҫ хӳрипе курса ларнӑ Славикӑн пӳрнисем вӗҫленмен такт ҫинчех такӑнчӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.