Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыпаласа (тĕпĕ: хыпала) more information about the word form can be found here.
Хыпаласа пӑхмасӑрах туять вӑл хӑрах питҫӑмартийӗ хӑпарту пек мӑкӑрӑлса тӑнине.

Help to translate

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Эсӗ, Алмазов, вут сарайӗнче шыраса тупнӑ ҫимӗҫне хыпаласа ан лар.

Help to translate

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Шӑнкӑрчпа пӳртрен тухнӑ кушак йӗр ҫине чалт сиксе ӳкет, мунча патне чупса пырать, унтан кӗлет енне вирхӗнет, вара, малти урипе шӑши кӗнӗ пӗчӗк шӑтӑка чиксе те хыпаласа: «Мяук», — тет кӗскен.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ҫемен, кӑмака умӗнчи чӳлмекӗ ҫинчен манса кайса, кӗсйинчен чӗлӗмне туртса кӑларчӗ, сӑранланса ҫуталса кайнӑ мамӑк шӑлаварӗн тепӗр кӗсйинче хыпаласа енчӗк шырарӗ.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун тӗпленӗ ҫӑматтине кӑмака ҫинчен илсе тӑхӑнчӗ те кӗсйинчи чӗлӗмне хыпаласа пӑхрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑка хыпаласа пӑхатӑп: Ваҫук валли инкӗшӗ парса янӑ кучченеҫсем ҫук!

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн пулнине тӳрех тавҫӑрса илеймесӗр, ҫумӗнчи пӑшалне хыпаласа пӑхрӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унталла-кунталла шукаласа, ҫӗре хыпаласа ҫӳрерӗ вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйне ҫавӑтнӑ ҫыннӑн гимнастеркине, пиҫиххине, тӳмисене хыпаласа пӑхсан тин савӑнӑҫ ҫиҫсе илчӗ унӑн тӗксӗмленнӗ питӗнче: — Хӑтӑлтӑмӑр иккен, тусӑмсем, хӑтӑлтӑмӑр! Тавах сире мана пӑрахманшӑн, — темччен калаҫса пычӗ Иван, ункӑран ҫӑлӑнса тухнӑ пулӗ тесе шутларӗ ӗнтӗ вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Вилнӗ-шим эпӗ?» — пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ Иванӑн, хӑйне хӑй хыпаласа пӑхрӗ вӑл.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫавӑнпа та вӑл хӑй тунӑ шӑтӑкран кутӑн чакрӗ те, пушанчӗ, пӗҫ хушшине хыпаласа пӑхрӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кирилл тӗттӗмре пӑшала хыпаласа тупиччен пӑлтӑрта лампочка ҫутӑлса кайрӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пиншак хыҫӗнчи тӳрӗ патак пек япалана аллипе хыпаласа аннӑ май йывӑҫ приклада асӑрхарӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫавсене аллисемпе хыпаласа майӗпен чӑлан алӑкӗ патне ҫывхарса пычӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пӳлӗмри сӳнтеркӗче аллипе хыпаласа пусрӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ара, мӑкӑлтарӑн пуль, — терӗ карчӑк, унтан хӗрӗн чавсине хыпаласа пӑхрӗ:

Help to translate

6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, ӗҫ кипкипех выртнӑскер, салтӑнса ӳкнӗ тутрине тӳшек ҫинче хыпаласа тупрӗ, хуллен ура ҫине тӑчӗ ее урайӗнче выртакан амӑшӗпе вуниккӗри йӑмӑкӗ урлӑ каҫса, ҫенӗке тухрӗ; алӑ сӗмӗпе витре шырарӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл панулмирен темӗнле майпа хӑй аллинех тӑрса юлнӑ йӑпӑлкка вӑрра хыпаласа ларчӗ, ӑна вӑл икӗ пӳрне вӗҫӗпе хӗстерсе тытрӗ те — пусрӗ, панулми вӑрри, сиксе тухса кайса, хӗре питӗнчен тиврӗ.

Help to translate

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анчах выртсан-выртсан тӑрса ларчӗ, шӑрпӑкпа пирус хыпаласа тупрӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

— Эпӗ хыпаласа пӑхрӑм, ман шутпа, унта патронсем, — тетӗп.

Help to translate

Граждан вӑрҫи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed