Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку та ҫитмерӗ-ха Пуриса — «качтакине» вӑл каллех сӑмса витӗр латсӑр сӑмахсемпе тӑварларӗ, унтан, сулланкаласа пӗшкӗнсе, ал сӗмӗпе хыпалакаласа тупса ҫӗр ҫинчен пакетне илчӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Гурий атте хӑйӗн шӗвек сухалне вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн хыпалакаласа кӗвӗҫет: «Маначчӗ унӑн сухалӗ», — тесе шухӑшлать хӑй ӑшӗнче.
8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Вӑл тенкел ҫине ларчӗ, туйисене кӑмака ҫумне тӑратрӗ, унтан хӗвӗнчен хыпалакаласа пӗр вараланса пӗтнӗ ҫыру туртса кӑларчӗ.Он сел на стул, поставил к печке костыль и, порывшись за пазухой, достал оттуда замасленное письмо.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
— Вара… — Рим патрицийӗ хӑюсӑртарах, аллисемпе тога аркисене хыпалакаласа, ҫӗрелле пӑхса каларӗ.
XV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗр ямшӑкӗ — хӗллехи ҫӗлӗк, сӑхман тӑхӑннӑ курпун старик кӳме туртине аллипе хыпалакаласа пӑхать, кӳлме хатӗрленӗ кӳме ҫине тарӑн шухӑшлӑн тинкерет; тепри — яштака ҫамрӑк каччӑ, хӗрлӗ хӑмач кӗштеклӗ кӗпепе, сарӑ кӑтра ҫӳҫне хыҫкаланӑ чух пӗрре пӗр хӑлхи ҫине, тепре тепӗр хӑлхи ҫине анса ларакан хура кӑчкӑ ҫӑм шлепки тӑхӑннӑскер — хӑйӗн сӑхманне ларкӑч ҫине хучӗ, унтах тилхепине пӑрахрӗ те, лаптаклатса явнӑ чӑпӑрккипе ҫапкаласа, пӗрре хӑйӗн атти ҫине, тепре ҫӑмӑл урапана тикӗтлекен лавҫӑсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫывӑрмастӑп-ши тесе, аллисемпе хыпалакаласа пӑхрӗ: ҫук, ҫывӑрмасть.Он начал щупать рукою, чтобы узнать: не спит ли он? кажется, не спит.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
- 1