Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫӑлнӑ (тĕпĕ: хуҫӑл) more information about the word form can be found here.
Таптаса пӗтернӗ ҫӗр, хуҫӑлнӑ йывӑҫ тӗмӗсем, хутаҫран тухса ӳкнӗ карандаш, аяккалла илсе ывӑтнӑ пушӑ, туртса пӗтереймен сигарета — ҫаксем пурте ача ҫав тери вӑйлӑн хирӗҫ тӑнине кӑтартнӑ.

Потоптанная земля, сломанные кусты, выпавший из торбы карандаш и отброшенный в сторону кнут, недокуренная сигаретка – всё говорило, что мальчик отчаянно сопротивлялся.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хуҫӑлнӑ темиҫе хурӑн тата таптанӑ йывӑҫ тӗмӗсем кунта нумай та пулмасть танк е хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑ иртсе кайнине палӑртнӑ, искусственнӑй тата ҫунӑк ҫӑвӑн сирӗлсе пӗтеймен шӑрши ҫав танк е хӑй тӗллӗн ҫӳрекен тупӑ — нимӗҫсен пулнине пӗлтернӗ.

Несколько сломанных осин и помятый кустарник не оставляли сомнения в том, что недавно здесь прошёл танк или самоходное орудие, а слабый, не успевший выветриться, особый, чужой запах искусственного бензина и горячего масла показывал, что этот танк или самоходное орудие были немецкими.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫав тӗлелле шкул ачисем каллех пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ: хӑйӗн хуйхине пытармалла, хуҫӑлнӑ кӑмӑлне лӑплантармалла тата хӑйӗн ҫине кӑнтӑрла хыҫҫӑнхи вӑрӑм та кичем уроксен йывӑрлӑхне тиентермелле пулчӗ.

а в это время в школу уже начали собираться другие дети; ей пришлось затаить свое горе, унять свое страдающее сердце и нести крест весь этот долгий, скучный, тяжелый день.

7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Астӑвӑр, хуҫӑлнӑ йывӑҫсем чир-чӗре лайӑх сарӑлма май параҫҫӗ.

Help to translate

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

Кӑҫал, тӗслӗхрен, пахчасенче хуҫӑлнӑ, ҫурӑлнӑ йывӑҫсене чылай асӑрхатӑп.

Help to translate

Улма пахчи тимлӗх кӗтет // Эльвира Иванова. «Хыпар», 2015.04.30, 76-77№

– Эх, Эльза, пурнӑҫра ахаль те хуҫӑлнӑ ҫынсене тӗрме пушшех авать.

— Эх, Эльза, нас всех жизнь ломала, а в тюрьме доламывает.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Вырӑн-вырӑнпа хуҫӑлнӑ картасене ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен тытса ҫавӑрмаллине асӑнчӗ вӑл.

Он упомянул о том, что до 9-го мая нужно починить местами сломанную ограду.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

6. Ҫиккере — вӑйран сулӑннӑ ҫынна, эрехе — чунӗ хуҫӑлнӑ ҫынна парӑр; 7. ӗҫтӗр те — ҫитмен пурӑнӑҫне манса кайтӑр, хӑйӗн асапне урӑх ан аса илтӗр.

6. Дайте сикеру погибающему и вино огорченному душею; 7. пусть он выпьет и забудет бедность свою и не вспомнит больше о своем страдании.

Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Шанчӑксӑр [ҫынна] йывӑр кунра шанни — хуҫӑлнӑ шӑла, уксах урана шанниех.

19. Что сломанный зуб и расслабленная нога, то надежда на ненадежного [человека] в день бедствия.

Ытар 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Ӑна амӑшӗн варӗ те манса кайтӑр; хурт-кӑпшанкӑ ҫисе килентӗр ӑна; унӑн ячӗ те ан юлтӑр; йӗркесӗр ҫын йывӑҫ хуҫӑлнӑ пек хуҫӑлса антӑр, 21. вӑл ача-пӑча курман арӑма та хӗсӗрлет, тӑлӑх арӑма та усал кӑтартать.

20. Пусть забудет его утроба матери; пусть лакомится им червь; пусть не остается о нем память; как дерево, пусть сломится беззаконник, 21. который угнетает бездетную, не рождавшую, и вдове не делает добра.

Иов 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Ҫакна илтсессӗн Саррӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, вӑл хӑйне вӗлерес патнех ҫитнӗ, анчах ҫапла шухӑшласа илнӗ: эпӗ аттемӗн пӗртен-пӗр ачи, эпӗ ҫапла тӑвас пулсан, аттене намӑс пулӗ, ватӑскере хуйхӑртса ҫӗре кӗртӗп, тенӗ.

10. Услышав это, она весьма опечалилась, так что решилась было лишить себя жизни, но подумала: я одна у отца моего; если сделаю это, бесчестие ему будет, и я сведу старость его с печалью в преисподнюю.

Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Ун патне ӗнтӗ хӗн-хур тӳсекенсем, парӑмшӑн асапланакансем, чун-чӗри хуҫӑлнӑ ҫынсем пуҫтарӑннӑ, вӑл вӗсенӗн пуҫлӑхӗ пулса тӑнӑ; унпа пӗрле тӑватҫӗре яхӑн ҫын пулнӑ.

2. И собрались к нему все притесненные и все должники и все огорченные душею, и сделался он начальником над ними; и было с ним около четырехсот человек.

1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed