Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫӑлнипе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Бебешин купца ҫакна кура кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, хӑйӗн чунне ҫӑласшӑн турӑ умне ҫурта ҫутса лартмашкӑн Митькӑна пӗр тенкӗ укҫа пырса тыттарнӑ.

Купец Бебешин умилился и дал Митьке целковый, чтобы тот поставил свечку за спасение своей души.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл арӑмне, тискер кайӑк пек ахӑрса, ятласа тӑкнӑ, юлашкинчен кантӑрапа вӗтсе илнӗ, пуҫӗнчи сурпанне сӳсе пӑрахнӑ; унтан, ваттисен йӑлипе, сурпана ҫурмаран ҫурнӑ: ҫуррине арӑмӗ ҫинелле ывӑтнӑ, ҫуррине хӑй илнӗ те — тухса кайнӑ; анчах пуҫиллех пӑрахса кайнӑ чух вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, йӗрсе янӑ.

Он зарычал на жену, как зверь, отколотил се напоследках веревкой, сорвал у нее с головы сурбан, соблюдая дедовский обычай, разодрал его надвое: половину бросил жене, другую часть взял с собою и ушел; но, когда уходил, растрогался и заплакал.

I // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Вӑл, канӑҫа пӗлмесӗр, икӗ эрне хушши ответ кӗтнӗ, унтан, ҫыру килсен, часрах вуласа тухнӑ та, пӗрре — савӑннипе, тепре — кӑмӑле хуҫӑлнипе, ӑс-пуҫӗ минтриччен уласа янӑ.

Две недели она с трепетом ждала ответа и когда, получив, прочитала его, то разревелась до истерики от радости и разочарования.

XI // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе кухарка макӑрса ячӗ, ӗҫрен кӑларма ыйта пуҫларӗ.

Огорченная кухарка даже расплакалась и стала требовать расчета.

Упа ҫури // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 30–35 с.

— Ну, — тенӗ Кольхаун та хӑй сӑмахӗсен ним усси те пулманнине кура кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, — халӗ ӗнтӗ эсӗ ӑнланма кирлӗ пек туйӑнать…

— Ну, — подхватил Кольхаун, расстроенный тем, что его слова не произвели никакого впечатления, — мне кажется, теперь ты уже должна понять…

LХХХV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Улпут кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе йӗрсе янӑ, унтан чӑтаймасӑр килне чупса кайнӑ.

Барин затрясся, заплакал и убежал в дом.

Урнӑ йытӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

«Шӑмӑ хуҫӑлнипе нерв тытӑмӗ пӑсӑлни пӗр пек пӗлтерӗшлӗ»,— тесе ҫырать медицина наукисен кандидачӗ X.

«Перелом кости нисколько не серьезнее, чем травмированная нервная система», — пишет кандидат медицинских наук X.

Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Йӗтес шӑмми хуҫӑлнипе хулпуҫҫинчи сурансӑр пуҫне унӑн урӑх суран та ҫук.

На ней было незаметно никаких иных ран, кроме перебитой ключицы и раны в плече.

VII. Хӗрхенмелле мар! // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе пусӑрӑннӑ амӑшӗ чӗнмерӗ, кӳреннипе чунӗ ыратнӑҫем ыратрӗ унӑн.

Она не отвечала, подавленная тягостным разочарованием; обида росла, угнетая душу.

XXV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

— Кӳренсе кӑмӑл хуҫӑлнипе ухмаха та тухма пулать!

— Можно с ума сойти от обиды и огорчения!

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Алӑкран хӗлхем пӗрӗхет: мачча кашти хуҫӑлнипе ҫенӗк ишӗлсе анчӗ.

В дверь густо сыпались искры: в сенях надломилась балка и с треском рухнула на пол.

Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Туратсем хуҫӑлнипе шатӑртатнӑ сасӑ ҫеҫ илтӗнчӗ.

Только сучья по лесу затрещали.

Каҫхи вӑрман вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 102–106 с.

Кӑмӑлӗсем хуҫӑлнипе вӗсем хӑрушлӑха та манчӗҫ.

Володя и Толя были так растроганы, что забыли уже о всякой опасности.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

«Чахотка» сӑмаха илтсен, Хуа Да-ма сасартӑках сӑнран улшӑнчӗ, вара кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, ирӗксӗртен кулам пекки туса, пӳлӗмрен тухрӗ.

При слове «чахотка» старуха сразу изменилась в лице, она натянуто улыбнулась и, расстроенная, поспешно ушла.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ун ҫумӗнче пӗр ҫӗклеме яхӑн утӑ сапаланса выртать, хуҫӑлнипе тухса ӳкнӗ ҫуна шӑлӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ.

Сбоку лежал ворох рассыпанного сена, валялись обломанные копылья.

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed