Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тивӗҫлӗн хатӗрленсе тӑмалла! — терӗ комендант, куҫлӑхне хывса, хутне хуҫлатса.— Принять надлежащие меры! — сказал комендант, снимая очки и складывая бумагу.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗрисем, кӑмака ҫумӗнче, урисене хуҫлатса ларнӑ та картла ҫаптараҫҫӗ, теприсем чӳрече карнизӗсене, вӑрӑмскерсене, хӑпартса, ҫавӑнтах ҫунакан кӑмакана пӑрахаҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫывраҫҫӗ, хӑшӗсем мӗнле май килет, ҫавӑн пек кӗтесе купаласа хунӑ кивӗ чӳрече хашакӗсемпе кивӗ матери тӑрӑхӗсенчен пӳрт тӑваҫҫӗ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл час-часах сӑвӑласа калаҫатчӗ, туроксем пек урисене хуҫлатса вут умне ларатчӗ те сӑвӑсене мӑкӑртатса калатчӗ е юрлатчӗ.Он часто говорил стихами, даже пел их или бормотал, подняв брови и сидя по—турецки перед огнем.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пайтахчен ним те чӗнмерӗмӗр эпир; унӑн ҫав тери хуйхӑллӑ пысӑк куҫӗсем манӑн куҫра темӗскер шанчӑк шыранӑ пек пӑхрӗҫ: шуралса кайнӑ тутисем ӑшшӑн куланҫи пулчӗҫ; чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хунӑ ҫепӗҫ аллисем те ҫав тери ырхан та витӗрех курӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Мери аллисене чӗрҫи ҫине хуҫлатса хунӑ та хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче ларать; ҫӑра ҫӳҫне вӑл чӗнтӗрпе ҫавӑрнӑ чепчик ӑшне пуҫтарса чикнӗ; шурӑ хул пуҫҫийӗсене хӗрлӗ тутӑрпа витнӗ, урисене перссен тӗрлесе тунӑ туфли ӑшне чикнӗ.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унтан вӑл аллине хӑйӗн ҫуллахи френчӗн кӗсйине чикрӗ те, журналтан касса кӑларса тирпейлӗн хуҫлатса хунӑ заметкӑна туртса кӑларчӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗртен купаласа тунӑ хӳмен тӗмескийӗ ҫинче, пӗчӗк тупӑ патӗнче, урисене хӑй айне хуҫлатса ларнӑ хуралҫӑ курӑнать.На валу подле маленькой пушки сидел караульный, поджав под себя ноги.
XIX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
— Ҫапла анчах, — терӗ исправник, хута хуҫлатса.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫук тетӗн-и? — Вара вӑл хӑйӗн кинӗ аллисене кӑкӑрӗ ҫине хуҫлатса тытса салхуллӑн тӑнине асӑрхарӗ те, ун ҫине кӑшкӑрса тӑкрӗ: — Пуҫтарса ил урайӗнчен ҫимӗҫе, ула-курак!
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Урисене хай айнелле хуҫлатса пуҫне усрӗ те пысӑк та ҫаврака куҫӗсемпе тунсӑхлӑн пӑхса ларчӗ.Подобрав ноги, уткнула подбородок в колени и тоскливо глядела большими круглыми грустными глазами.
16 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Халӗ ҫеҫ ҫуралнӑ ачана тыткаланӑ пек асӑрханса, Алексее ҫунашка ҫине вырттарчӗ те тилхепепе ҫыхкаларӗ, унтан кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те кивӗ аҫамне хывса Алексейӗн пуҫӗ айне хуҫлатса хучӗ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексея лӑпкӑ пек пулчӗ, вӑл комбинезон ҫухине вӗҫертрӗ те гимнастёрка кӗсйинчен темиҫе кивӗ ҫыру кӑларчӗ, вӗсене пурне те пӗр алӑпа тӑрӑшса, саспаллисене шӑрҫалатса ҫырнӑ; ҫырусемпе пӗрлех чечек тӗрӗллӗ платье тӑхӑннӑ ҫинҫешке хӗрӗн сӑнӳкерчӗкӗ тухрӗ; хӗр, урисене хуҫлатса, курӑк ҫинче ларать.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
(Хаҫатне аяккине ывӑтать, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хуҫлатса хурса кӗтме пуҫлать.)(Газету бросает в сторону, руки складывает на груди и так сидит в ожидании.)
Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Джо курткине хуҫлатса лартнӑ тӗлтен булавка туртса кӑларчӗ те арестленӗ сӑвӑса вӗрентес тӗлӗшпе хӑйӗн юлташне пулашмӑ пуҫларӗ.Джо вынул булавку из лацкана курточки и тоже помог муштровать пленного.
7-мӗш сыпӑк. Сӑвӑса чуптарса ҫӳрени тата аманнӑ чӗре // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑл тумланса ҫитсен, аппӑше ӑна юсакалама пуҫларӗ, унӑн пиншак тӳмисене пурне те тӳмелесе лартрӗ, хулпуҫҫи патнех ҫитекен кӗпе ҫухине хуҫлатса хучӗ.
4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Темиҫе пӑтлӑ штангӑна хулпуҫҫи ҫине хурса урана хуҫлатса ларма, ҫурӑм ҫине выртса снаряда ҫӗклеме тата кукленсе алӑпа йӑтма ҫӑмӑл марри куҫкӗрет.
Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Алӑран сӑхнӑ пулсан ӑна хуҫлатса ҫыхмалла.
Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№
Алӑсене чавсара хуҫлатса лапписене хулпуҫҫисем ҫине хумалла — сывласа илмелле; каялла усмалла та лӑстӑр-лӑстӑр силлемелле — сывласа кӑлармалла.
Юн пусӑмӗ ӳсет пулсан // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№