Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вут-ҫулӑма сӳнтерсен 53 ҫулти кил хуҫин виллине тупнӑ.
Пушар тухнӑ ҫуртра арҫын виллине тупнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37346.html
Унӑн ашшӗ юрист пулнӑ, темиҫе компанире директор вырӑнне йышӑннӑ, амӑшӗ вара заводсен хуҫин хӗрӗ пулнӑ.Его отец был юристом и директором нескольких компаний, а мать была дочерью владельца заводов.
Джон Голсуорси // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%81%D0%B8
— Крупп мул хуҫин хурҫине мухтатчӗ ылханлӑ Гитлер, — терӗ Виталий каласан-каласан, — хамӑр ӑстасем шӑратнӑ хурҫӑ тӗнчере чи ҫирӗппи пулчӗ, юлташсем!
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Сирӗн яла кашни ҫулах ярмӑркка курма пыратпӑр, — лаша хуҫин кӑмӑлне ҫавӑрас-шӑн каларӗ Макҫӑм.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Йӑлана пӑхӑнса кил хуҫин тетӗшӗ пӗр черккепе пире черетлесе эрех сӗнме пуҫларӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Пӳлӗм хуҫин куҫӗсем пӗрре те шиклентермерӗҫ хӗре.
I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.
Кӗсрен кайри урисем лачакана путнӑ, хуҫин сулахай урине йӗнер ӗсенкипе хирӗнтерсе лартнӑ.
20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Кил хуҫин икӗ ал лаппи пысӑкӑш тӗкӗре, тирпейлӗн кӑмака аякне шӑлса хунӑскере, килте тӗртнӗ алшӑллипе хупланӑ — Тур ан хуштӑр!
Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫывӑх ҫыннӑрсен пулӑшӑвӗпе ӑнланӑвӗ те чунри ҫуната ҫӗклетӗр, тарават та ӑш пиллӗ кил хуҫин ыр кӑмӑллӑх вучахне татах та хӗмлентерсе тӑтӑр.
Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/
Вероника Долматова баянпа (вӑл кӳршӗ хӗрӗ пулнӑ, унӑн асламӑшӗ Пелагия Николаевна та Мӑкӑр ялӗнчен Чулкӑмакана качча пынӑ), Вероника Иванова хут купӑспа («Туслӑх ушкӑн ертӳҫи), Валентина Федорова чӑваш юрри-кӗввине кил хуҫин мӑшӑр куҫӗсенче ҫутӑ ҫӑлтӑр шевли выличчен шӑрантарчӗҫ. Мария Ефимовӑпа хӑнасем хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ кӑмӑл-туйӑмӑн иксӗлми хумӗсем ҫинче «ярӑнчӗҫ».
Тӑванлӑха яланах упрасчӗ // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%82a%d0 ... 81%d1%87e/
Ҫулӑма сӳнтернӗ вӑхӑтра пушарнӑйсем кил хуҫин 22 ҫулти ывӑлӗн виллине тупнӑ.После того, как огонь был погашен, пожарные нашли труп 22-летнего сына хозяина дома.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пушарта 22-ри каччӑ вилнӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35652.html
Каярах, ҫӗр ӗҫӗ лайӑхрах аталанса пынӑҫемӗн, ҫынсем Шыв хуҫин вӑйне малтанхи пекех вӑйлӑ ӗненме пӑрахса пынӑ, пурӑна киле кунашкал тӗнчекурӑм хавшаса та хавшаса пынӑ, манӑҫа туха пуҫланӑ.
Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.
Ҫапла шухӑшласа, вӑл йытӑ хуҫин пахчи тӗлне ҫитрӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Йытӑ хуҫин сачӗ ҫыран тайлӑмӗнче.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Эпӗ курах кайрӑм: кил хуҫин сылтӑм аллинче пуҫ пӳрнипе шӗвӗр пӳрни ҫеҫ, сулахай аллин пӳрнисем ҫыхланса, авӑнса ларнӑ, типсе пӗчӗкленнӗ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Кил хуҫин мана кӗнекесенчен ытла сӗтел-пуканне кӑтартас килет.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Вӑкӑр пусма килнӗ кӳрши, кил хуҫин мӑшӑрӗ Ҫӗпӗр язвине ҫаклатнӑ.
Ҫӗпӗр язвипе малалла кӗрешеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60454
Малтан ҫимелли хатӗрлерӗ: купӑста яшки пӗҫерчӗ, кил хуҫин магазинтан туяннӑ котлет пуррине пӗлсен ҫӗрулми шаритлерӗ, мӗншӗн тесен котлетӑн ҫӗрулмисӗр ним тути те ҫук имӗш.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Урхамахӗ вара, хуҫин ҫирӗп аллине туйса, тӳрех пӗр вырӑнта тапӑртатма тытӑнчӗ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кил хуҫин кинӗ ача ҫуратма кайнӑ.
Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.