Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑхсенче (тĕпĕ: хуҫалӑх) more information about the word form can be found here.
Ҫак тапхӑрта мӗнпур тытӑмри хуҫалӑхсенче 2714 тонна аш-пӑш туса илнӗ.

За этот период в хозяйствах всех структур было произведено 2714 тонн мяса.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Мӗнпур тытӑмри хуҫалӑхсенче 20179 тонна сӗт туса илнӗ, ҫав шутра ял хуҫалӑх предприятийӗсенче – 9304 тонна.

В хозяйствах всех структур произведено 20179 тонн молока, в том числе на сельхозпредприятиях — 9304 тонны.

Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24

Ҫынсем хуҫалӑхсенче, уй-хирте хими хутӑшӗпе виҫесӗр усӑ курнипе кӑмӑлсӑр пулнине палӑртаҫҫӗ.

Help to translate

Пыл хуртне мӗн пулчӗ-ши? // Надежда КУДРЯШОВА, Юрий МИХАЙЛОВ. Хресчен сасси, 2019.07.17, 26(2765)№

«Хастар», «Мир» хуҫалӑхсенче те ырӑ улшӑнусем пур.

Help to translate

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Хуҫалӑхсенче ӳсен-тӑран удобренийӗпе хӳтӗлев хатӗрӗсене ҫителӗклӗ туянса хунӑ.

Help to translate

Сар хӗвелӗ ӑшӑтрӗ, хире тухма васкатрӗ // А.ВАСЮКОВА. Пирӗн пурнӑҫ, 2019.04.26

Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсен экономикине ура ҫине тӑратас тесех пулӗ иртнӗ ҫулсенче районти хуҫалӑхсенче 51 гектар ҫинче хӑмла плантацийӗсем йӗркеленӗччӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Хӑш-пӗр хуҫалӑхсенче ҫак ҫӗрсен лаптӑкӗсем ҫӗршер гектарччӗ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинче ӗҫлеме мантӑмӑр // П. Воробьев. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2010,10,27

Кӑнтӑртан илсе килнӗ пахчаҫимӗҫпе улма-ҫырласӑр пуҫне кунта — тӗп хуларан ҫывӑхри дачӑсемпе килти хуҫалӑхсенче ҫитӗнтерни.

Help to translate

Хамӑрӑн тавара туянӑр! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.20

Хуҫалӑхсенче механизаторсем, фермӑра ӗҫлекенсем, специалистсем ҫитмеҫҫӗ.

Help to translate

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Комсомольски районӗнчи «Асаново» /7939 кг\, Шупашкар районӗнчи «Ольдеевская» /7839\, Элӗк районӗнчи «Новый путь» /7760\, Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» /7567\ тата Елчӗк тӑрӑхӗнчи «Победа» /7095\ хуҫалӑхсенче кашни ӗнерен илнӗ сӑвӑм виҫи 7000 ытла килогрампа танлашнӑ.

Help to translate

Сӗт юр-варӗ сывлӑхшӑн усӑллӑ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 38(2625)№, 2016.09.29

Мӗншӗн тесен мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче агротехникӑпа, минерал удобренийӗсемпе наука вӗрентӗвне тӗпе хурса усӑ курчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗтӗм ӗҫе механизацилерӗҫ.

Help to translate

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

2001 ҫулта республикӑри мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче 573,8 пин тонна ҫӗрулми пухса кӗртнӗ.

Help to translate

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Мӗнпур харпӑрлӑхлӑ хуҫалӑхсенче тӑрӑшса ҫитӗнтернине пухса кӗртессишӗн хӗрӳ ӗҫ пырать.

Help to translate

Ҫӗрулмине хирте хӑварас марччӗ! // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Акӑ, иртнӗ кунсенче район администрацийӗн пуҫлӑхӗпе Алексей Самаркинпа ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин, тӗп агрономӗ Шамиль Зейнутдинов «Луч», «Урожай», «Победа», «Труд», «Пайгас», «Слава» тата «Искра» хуҫалӑхсенче пулнӑ.

Например, недавно глава администрации района Алексей Самаркин, начальник отдела сельского хозяйства и экологии Илдус Миннетуллин, главный агроном Шамиль Зейнутдинов побывали в хозяйствах «Луч», «Урожай», «Победа», «Труд», «Пайгас», «Слава» и «Искра».

Вырма вӑй илсе пырать // Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ. «Каҫал Ен», 2016.07.29

Районти хуҫалӑхсенче вырма ӗҫӗсем пуҫланчӗҫ.

Help to translate

Кӗр тырри выраҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.29

Спорт мероприятийӗсене ирттерме районти чылай хуҫалӑхсенче тата предприятисенче инструктор-методистсем пур.

Help to translate

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Хальхи вӑхӑтра «Прогресс», «Победа», «Рассвет», «Комбайн», «Яманчурино», «Клевер», «Колос» хуҫалӑхсенче, «Нива» агрофирмӑра тата ыттисенче ӗҫҫи хӗрсе пырать.

Help to translate

Яваплӑ тапхӑр пуҫланчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 28(2615)№, 2016.07.21

Районти хуҫалӑхсенче те выльӑх апачӗ хатӗрлессипе хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ.

В хозяйствах района идет страда по заготовке кормов.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов 2016 ҫулта хуҫалӑхсенче 590 пин т утӑ, 170 пин т сенаж, 200 пин т силос хатӗрлеме палӑртнине пӗлтернӗ.

Министр сельского хозяйства Сергей Артамонов сообщил, что в 2016 году в хозяйствах запланировано заготовить 590 тыс. т. сена, 170 тыс. т. сенажа, 200 тыс. т. силоса.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев правительство членӗсемпе, муниципаллӑ районсен тата хула округӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттерекен канашлура республикӑри хуҫалӑхсенче выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗҫ епле пынине сӳтсе явнӑ.

Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев на заседании с членами правительства, начальниками муниципальных районов и городских округов обсудил ход работ по заготовке животноводческих кормов в хозяйствах республики.

Пахалӑхлӑ продукци илес тесен …выльӑх апачӗ вӑхӑтра хатӗрлеме ан ӳркен // Деомид Васильев. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed