Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑхри (тĕпĕ: хуҫалӑх) more information about the word form can be found here.
«Вӗсем ҫие мӗн тӑхӑнаҫҫӗ ⎼ пурне те килти хуҫалӑхри чӗр тавартан хатӗрлеҫҫӗ: ҫи-пуҫӗ ⎼ пусапа йӗтӗнрен; ҫиелти тумтирӗпе ура тумӗ ⎼ ҫӑмран; тӗрри-эрешӗ ⎼ ҫӑмран, килти ҫипрен; пӗветмелли сӑрри ⎼ курӑкран тунӑскер… е пасарта илнӗскер…

Help to translate

Ӑремпур чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ӑна хуҫалӑхри ӗҫсене тума пулӑшаттӑм, пушӑ вӑхӑтра Атӑл леш енне кайкалаттӑм, кӗнеке вулаттӑм, кино куркалаттӑм.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хуҫалӑхри ӗҫ-хӗле йӗркелессинче унпа анлӑ усӑ курнӑ.

Help to translate

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ // Василий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/26/%d2%ab%d1%8 ... %97%d2%ab/

Виталий Алексеевич халь ҫичӗ ял пӗрлешсе пысӑкланнӑ хуҫалӑхри тӗп агрономра вӑй хурать.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Алла диплом илсен, ӑна механик пулма шанчӗҫ, унтан — хуҫалӑхри тӗп инженер.

Help to translate

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Пӗрремӗш канмалли кун Ирина хуҫалӑхри ӗҫ-пуҫа питех кӳлӗнмерӗ: кӑнтӑрлаччен пӳрт ҫумӗнчи пахчара йӑрансене кӑшт-кашт ҫум курӑкӗнчен тасатса типтерлерӗ те ҫуллахи душра ҫӑвӑнса илнӗ хыҫҫӑн хӑй должноҫӗпе ҫыхӑннӑ кӗнеке-справочнике алла тытрӗ, ӑна чылайччен тишкерсе тӗпчесе ларчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Райадминистрацин ялхуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Туктамӑш ялӗнче июлӗн 22-23-мӗшӗсенче 109 хуҫалӑхри тӗрлӗ йышши 633 пуҫ кайӑк-кӗшӗке тата вӗсен продукчӗсене пуҫтарса илнӗ, вӗсене ветеринарипе санитари йӗркисене пӑхӑнса ҫунтарса утилизациленӗ.

Help to translate

Туктамӑшри килти кайӑк-кӗшӗке тӗп тунӑ // Пирӗн пурнӑҫ. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1849- ... ke-t-p-tun

«Россия» колхозри уй-хир бригадирӗ Николай Миронов тата «Красный Октябрь» хуҫалӑхри Леонтий Акчурин механизатор вара «Социализмла Ӗҫ Геройӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

Help to translate

Пархатарлӑ кун-ҫул // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/08/29/%d0%bf%d0%b ... %83%d0%bb/

Хуҫалӑхри пур ӗҫе те харпӑрлӑх хуҫипе унӑн ҫемйи туса пымалла.

Все работы в хозяйстве должны выполнять собственник и его семья.

Пушкӑртстанри хушма хуҫалӑха мӗнле йӗркелемелле? // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... le-3374631

Хуҫалӑхри ӗҫченсем маттур, шаннӑ ӗҫе яланах вӑхӑтра пурнӑҫлама тӑрӑшаҫҫӗ.

Help to translate

Техника кӗрлет уйра — ӗҫ вӗрет хуҫалӑхра // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%82%d0%b ... %85%d1%80/

Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотине округри ҫичӗ ҫынна парса хисеп турӗҫ: «Асаново» ЯХПК тракторисчӗсене Андрей Беловпа Николай Маргиданова, ҫав хуҫалӑхри ГСМ склачӗн заведующине Анатолий Селлина, «Комсомольские овощи» агрофирмӑн тӗп бухгалтерне Наталия Грачевӑна, «Слава картофелю» агрофирма водительне Сергей Оболонкина, «Урожай» колхоз водительне Иван Шакмакова, «ТАВ» ООО цех начальникне Николай Хораськина.

Help to translate

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Вӗсенчен пӗри – хушма хуҫалӑхри тавара сутмалли пасар тӑвасси.

Help to translate

Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк пасар туса параҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=zTd1cd4N6n8

Кун пек чухне ертӳҫӗсен хуҫалӑхри усӑ куракан ҫӗр лаптӑкне чакарма юраманнине асра тытмалла тата пуҫтарса кӗртнӗ тухӑҫ муниципалитетри вӑтам кӑтартуран пӗчӗк пулмалла маррине те шута илмелле.

Help to translate

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Кил-ҫурта, хушма хуҫалӑхри выльӑх-чӗрлӗхе тата ыт. те кӗтмен инкексенчен асӑрханса страхланин усси пурах ҫав.

Help to translate

Усси пулчӗ // Альбина КУЗЬМИНА. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d1%83%d1%8 ... bb%d1%87e/

Хуҫалӑхри кашни кӑлтӑках чӗре варрине илмелле мар пуль, атте, — иккӗленерех асӑрхаттарчӗ Таранов.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кил-ҫуртри, хуҫалӑхри мӗнпур йывӑр ӗҫ ачисем ҫине тиеннӗ.

Help to translate

Унӑн пуянлӑхӗ – куҫ тулли ачисем // Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... %b5%d0%bc/

Хуҫалӑхри гусеницӑллӑ 2 трактора та, вӗсем кивелнӗ, 20 ҫул каярах туяннисем пулсан та, юсаса хатӗрленӗ.

Help to translate

Юсавлӑ техникӑпа хире тухма шанчӑклӑ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d1%8e%d1%8 ... %bb%d3%91/

Хуҫалӑхри тӗп кӗтӳ йышне тӗрӗсленӗ ӑратлӑ ҫамрӑк ӗнесемпе ӳстерсе пырасси ҫине те вӑлах тимлӗх уйӑрать.

Help to translate

Тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн // М.МАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11683 ... -clen-sh-n

Хуҫалӑхри пӗр ӗҫе те ретлӗн, хӗрхӳ сӑмах-юмахсӑр, ҫӗмӗрлешмесӗр, ҫӑтӑр-ҫатӑрсӑр тӑваймаҫҫӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Хуҫалӑхри юсав мастерскойӗнче ӗҫ шавӗ самантлӑха та лӑпланмасть.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // О.КОРОТИНА. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d0%b5%d0%b ... %81%d0%b0/

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed