Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ҫынсем хушшинче тавӑҫ тухсассӑн, вӗсене сута илсе пырса сут туччӑр, тӳррине тӳрре кӑларччӑр, айӑплине айӑпа хӑварччӑр; 2. айӑплине хӗнемелле пулсассӑн, тӳре ӑна айӑпне кура миҫе хутчен ҫапнине шутласа тӑма хӑй умӗнче вырттарса хӗнеме хуштӑр; 3. ӑна хӗрӗх хутчен ҫапма юрать, унтан ытла мар: нумай хӗненипе тӑвану сан куҫу умӗнче сӑнсӑрланса ан пӗттӗр.
Аст 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫӗр ҫинчи ҫӗр ӳстернӗ пур вӑрлӑхӑн та, пур йывӑҫ ҫимӗҫӗн те вуннӑмӗш пайӗ Ҫӳлхуҫана тивӗҫлӗ: вӑл Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали; 31. кам та пулин хӑйӗн вуннӑмӗш пайне тӳлесе илес тесессӗн, вӑл унӑн хакӗ ҫумне ҫавӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та пулин хӑй ҫӗрӗнчи хирне Ҫӳлхуҫана халалласа парсассӑн, санӑн ӑна акнӑ тыррине кура хак хумалла: пӗр хомер акнӑ урпашӑн аллӑ сикль кӗмӗл памалла; 17. кам хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗнчен пуҫласа халалласа парать, унӑн хакӗ эсӗ хунӑ пек пулмалла; 18. кам та пулин хӑйӗн хирне юбилей ҫулӗ хыҫҫӑн халалласа парсассӑн, священник, тепӗр юбилей миҫе ҫултан ҫитессине шутласа, тӳлемелли кӗмӗле ҫав ҫулсен шутне кура эсӗ хунӑ хакран чакармалла; 19. хирне халалласа панӑ ҫын хӑй хирне каялла тӳлесе илесшӗн пулсассӑн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, ҫӗрӗ вара ӑна юлӗ; 20. вӑл хирне каялла тӳлесе илеймесессӗн, хирне урӑх ҫынна сутса ярсассӑн, вара каялла тӳлесе илме юрамасть: 21. юбилей ҫулӗ ҫав хир унӑн аллинчен каять те, тупаланӑ ҫӗр пек, Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали пулать; вӑл священник аллине куҫать.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Кам та пулин хӑй ҫуртне Ҫӳлхуҫанӑн сӑваплӑ япали тума халаллать пулсассӑн, ҫак ҫурта священник хак хутӑр: аван-и вӑл, начар-и — священник ӑна мӗнле хак хурӗ, ҫаплах пулӗ; 15. ҫуртне Турра халалласа панӑ ҫын ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ кӗмӗл хакӗ ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр, вара ҫурчӗ унӑнах пулӗ.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӑл Ҫӳлхуҫана парне пама юраман таса мар выльӑх пулсассӑн, ӑна священник патне илсе пырас пулать, 12. священник ӑна хак хурӗ: аван-и вӑл, начар-и — священник епле хак хурӗ, ҫапла пулӗ; 13. кам та пулин ӑна каялла тӳлесе илес тесессӗн, вӑл эсӗ хунӑ хак ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр.
Лев 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 15. кам та пулин йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, Ҫӳлхуҫана халаллани тӗлӗшӗнчен йӑнӑшпа ҫылӑх тусассӑн, Ҫӳлхуҫана вӑл хӑй ҫылӑхӗшӗн сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр така кӳтӗр, ӳкӗнӗҫ парни пама, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, таса сикль виҫипе кӗмӗл сикль кӳтӗр; 16. ҫав сӑваплӑ япалашӑн тавӑрса патӑр — вӑл ун тӗлӗшӗнчен ҫылӑх тунӑ; ун ҫумне тата унӑн хакӗн пиллӗкмӗш пайне хуштӑр та священника патӑр, священник ӑна ӳкӗнӗҫ парни пама кӳнӗ такапа тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Фараон ҫӗре пӑхса тӑракан ҫынсем суйласа лартма хуштӑр, ытлӑ-ҫитлӗ ҫулсенче — ҫичӗ ҫул хушши — Египет ҫӗрӗнчи [пӗтӗм ҫимӗҫӗн] пиллӗкӗмӗш пайне пуҫтарса пыма хуштӑр; 35. вӗсем ҫитес ӑнӑҫлӑ ҫулсенче пур тӗрлӗ тырӑ-пулӑ пухчӑр, ӑна фараон аллине парса, кайран ҫимешкӗн хуласенче упраса усраччӑр; 36. ҫӗр выҫлӑхпа ан пӗттӗр тесессӗн, ҫак тырӑ-пулӑ Египет ҫӗрӗ ҫинче пулас ҫичӗ выҫлӑх ҫул валли сыхлӑха пултӑр, тенӗ.
Пулт 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.