Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушамата (тĕпĕ: хушамат) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑн хыҫҫӑн эпир Михайловсене тухса кайнӑ, хамӑрӑн чӑн хушамата ҫухатнӑ.

Help to translate

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ман савни жалоба парса пӗтерсенех, атте мана ик енчен иккӗ ҫутӑлтарса ячӗ те: «Халех авланатӑн! Паянах! Эп хам ӗмӗр тӑршшӗпех ҫынсем умӗнче ыр ятлӑ пулнӑ, сана та хамӑрӑн хушамата варалама памастӑп!» терӗ.

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ватти патне ерипен утса пытӑм, сывлӑх сунтӑм, хамӑн хушамата каларӑм.

Help to translate

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Е мӑн аслашшӗсемех тупма пултарса тахӑмӗсем валли хӑварнӑ-ши ҫав тер чаплӑ хушамата?» — терӗм.

Help to translate

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Унта вӑл икӗ-виҫӗ хушамата ҫемҫен-ҫемҫен чӗпӗткелесе кӑна илнӗ, Таранова вара айӑн-ҫийӗнех тустарнӑ.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевичӑн хушамачӗ Васильев ӗнтӗ, Таранов мар, ҫавӑншӑн вара тахҫан-тахҫан ял совет секретарӗнче ӗҫленӗ ҫын айӑплӑ: хайхискер чӑвашсен ӗлӗкхи йӑлине пӑсасшӑн пулман-ши — ҫурални ҫинчен хут ҫырнӑ чух сӑпкари Петӗр валли ашшӗ ятӗнчен хушамат тунӑ: «Эс Таранов хушамата чапа кӑларасса пӗлнӗ пулсан ҫамрӑк чух хамӑн хушамата мӗнле те пулин улӑштараттӑм паллах», — шӳтлесе илнӗччӗ пӗррехинче Петр Васильевич.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта ята, хушамата, е хушма ята ҫырса пӗлтермелле.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Адреспа хушамата ҫырмастӑп.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Урӑлманкин хушамата ял ҫыннисем юлашки ҫулсенче эрехе ҫеҫ «пӗртен-пӗр тус тунӑшӑн», унпа ашкӑнса, хӑш-пӗр чух эрни-эрнипе ӳсӗр-кукӑр ҫӳренӗшӗн тивӗҫтернӗ иккен.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫыру айне хам хушамата «Степанов плановик» тесе ҫырса хутӑм, алӑ пусрӑм.

Help to translate

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Ун сассинче хӗре йӗкӗлтени сисӗнчӗ, ку хушамата вӑл Аля умӗнче пӗрремӗш хут кӑна мар асӑнать пулас.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

«Хамӑн ята, хамӑн хушамата ямастӑп, каятӑп», терӗ.

Help to translate

Ырӑлӑх - вӑй тата пӗрлӗх палли // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11656-yr ... l-kh-palli

— Ҫук, хушамата та пӗлместӗн эс манне.

— Нет, ты и фамилии моей не знаешь.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хуша-хуша ӗҫсессӗн Хушамата мантарать.

Будешь снова повторять — Можешь имя потерять.

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Упрамалла ку хушамата, — терӗ Михала хӑй ӑшӗнче…

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эпӗ ҫак хӗрарӑм камне пӗлмен, анчах вӑл, манӑн хушамата илтсен, эпӗ Лисра пурӑннӑ Томас Гарвея паллани-палламанни пирки ыйтрӗ.

Я не знал, кто она, но начал догадываться, когда, услышав мою фамилию, она спросила, знаю ли я Томаса Гарвея, жившего в Лиссе.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Енчен те вӑл хаҫатсенче манӑн хушамата вуласан — ҫакӑ ӑна вӗлерме пултарать.

Если он прочтет в газетах мою фамилию, это может его убить.

XXVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Ку хушамата «Урал сасси» хаҫата вулакансем, Пушкӑртстан радионе итлекенсем, БСТ телеканала пӑхакансем лайӑх пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Пысӑк ҫӗнтерӳ // С.Филиппова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

— Ку хушамата экспертсем те уйӑрса илеймеҫҫӗ ахӑр.

 — Фамилию эту разберут, и то едва ли, эксперты.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Куччанов хушамата ҫапла ҫӑмӑллатса калаҫҫӗ пулӗ те-ха, ҫапах кунта чӑвашсем те пур-ҫке.

Help to translate

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed