Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑш the word is in our database.
хутӑш (тĕпĕ: хутӑш) more information about the word form can be found here.
Ула Тимӗре пӗр касӑ ӑшӑ тинӗс хумӗ ҫупӑрласа, лӑпкаса илчӗ тейӗн, чӗринче халиччен тӳссе курман сӑпайлӑ шикпе хутӑш катари-катари тӗтреллӗ телей, янкӑрланса, йӑлтӑр-ялтӑр, йӑл-ял ҫиҫе-ҫиҫе, ҫиччӗмӗш тӳпенеллех, ҫӑтмах тӗнчинеллех «салют» тунӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хальхинче унӑн Полинӑпа пурӑнса ирттернӗ ҫичӗ тинӗс, ҫичӗ ту леш енчи сакӑлталлӑ-тумхахлӑ, хурашурлӑ, вачаккипе тутли хутӑш пурнӑҫа ҫак касса уҫӑлми вӑрман пек катаран-катаран пуҫласа, пуҫтарса, анчах кукри-макрине сиктерсе, «алласа хӑварса» унӑн тӗп тапхӑрӗсене — «юпаллӑ ҫулӗсене» — те пулин, йӗркепелен уҫӑмлӑх парса, аса тавӑрас килчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑк хыр делянки те, хутӑш вӑрман та йӑсӑрланса-пӑсӑрланса тӑракан тӗтре витӗр ватӑ чӑрӑш вулли ҫинчи кӑвакарса мӑкланнӑ кӗсен-хупӑ тӗслӗн сӗмленекенскерсем, чӗмсӗррӗн сӗнксе, ӗнтӗркесе лараҫҫӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак ӗнтӗ ҫак йӗр-ҫул хӑйне пуҫелӗклӗ, сарлака, пылчӑкпа хутӑш хӑйӑрлӑ, машина-трактор таврашӗ вӗҫ-вӗҫех ҫӳрекен лашман ҫулне (ҫук, Ула Тимӗр вӑрмана ку ҫулпа кӗменччӗ) пырса тӑрӑнчӗ те вӗҫленчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ах, куҫ-пуҫ ҫутипе каҫ килекен пилӗкри автобуса ӗлкӗресчӗ», — шалтан пӑрчӑклана-пӑрчӑклана илет арҫын утнӑ май, унтан, тутлипе йӳҫҫи, ӑшшипе сулхӑнни хутӑш туйӑмпа тулса тӑвӑлса, юлашки ҫулсенче ҫирӗпленнӗ йӑлапа ӑссӑн леш тӗнчене ичелсӗр ӑсаннӑ арӑмӗпе сӑмахлама пуҫлать:

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Йӑлӑмри кӗрхи самаях чалланнӑ, сарра кайнӑ шӑкӑр хутӑш вӑрман «ҫырӑвне вула-вула», вӑхӑтне кура чал тивнӗ, чӗрӗлӗхӗ хавшанӑ упасаррине, аслати, ие, кӑчӑр, супӑнь, пыл, тикӗт, чапӑр, кӑвак, вӑрман кӗпҫи, ытти вуншар та ҫӗршер хӑрӑннӑ курӑк-марӑка вӑшӑлтаттаркаласа сиркелесе, ҫумӑрпа шӳсе йывӑрланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвасак шӑршиллӗ кӗрхи ҫулҫӑсемпе чӑштӑртаткаласа, патӑрка патак-шатак таврашне шӑт та шат, ҫӑт та ҫат, парт-парт хуҫкаласа, ҫурӑмӗ ҫинчи тӑктӑках кӑмпа тултарнӑ рюкзакне малалла чикӗнсе, кутекленсе, питӗрленсе йӑтса, Шупашкарпа «Ҫурҫӗр» поселока ҫыхӑнтаракан асфальт-бетон сарнӑ мӑн ҫул еннелле пӗр йӑпшакрах, ҫӑтӑ пӳ-силлӗ арҫын каптӑртаттарса утать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак вӑхӑтра леш касра пурӑнакан Ванюк чупса ҫитрӗ, юрпа-юнпа хутӑш вараланса пӗтнӗ хӗрачана ҫӗклесе тӑратрӗ.

Help to translate

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсем пӳрте тӗпӗртетсе, вырӑсла та, чӑвашла та хутӑш калаҫса кӗчӗҫ.

Help to translate

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Каврӑҫсене юманпа хутӑш лартнӑ, анчах вӗсем юманӗсенчен чылай ҫӳллӗ ҫитӗннӗ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Алӑк уҫӑлчӗ те, сӑмсана темӗнле духипе хутӑш эрӗм утӑ шӑрши кӳ-ӳ пырса ҫапрӗ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Манӑн ӑшра темӗнле хӑрушла кӗвӗҫӳпе хутӑш курайманлӑх кӑварӗ тӗлкӗшме пуҫларӗ.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Суту-илӳ ӗҫӗпе революци ӗҫне хутӑш туса пыни хресчен ӗҫӗ валли вӑхӑт хӑвармасть пулмалла.

Help to translate

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Ҫутӑ уяв ячӗпе вӑрнарсем патне ҫавӑн пекех Чӑваш ен Патшалӑх Канашӗн депутатӗнчен – Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗнчен Владимир Свешниковран, Вӑрнар хула поселенийӗн пуҫлӑхӗнчен Алексей Владимировран, Вӑрнар чиркӗвӗн настоятелӗнчен Александр Панзин протоиерейран саламсем вӗҫрӗҫ.

Help to translate

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Химиксене ҫавӑн пекех Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников, район ертӳлӗхӗ Владимир Яковлев тата Андрей Тихонов та саламларӗҫ.

Help to translate

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ республика экономикине те сумлӑ тӳпе хывать.

Help to translate

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Химик кунӗ ячӗпе Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ хӑйӗн тусӗсене каллех пысӑк уява пуҫтарчӗ.

Help to translate

Кӑтартуллӑ вӑй хурсан уявра савӑнма та аван // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10765-k- ... ma-ta-avan

Хутӑш эстафетӑра тата ГТО-ра вӗсем 2-мӗш пулнӑ.

Help to translate

Вӑрнарсем те хастар хутшӑнчӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10983-v- ... utsh-nch-c

Тӳпере пӗтӗм ял ҫийӗн тӗтӗмпе хутӑш хӗрлӗ кӑвак вут чӗлхисем явӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Футбол тусӗсене тӑхтавра Чӑваш ен спорт министрӗ Василий Петров, Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗн директорӗ Владимир Свешников, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Тихонов саламларӗҫ.

Help to translate

Ӑнӑҫлӑ пуҫларӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11110-n- ... l-puclar-c

Иртнӗ ҫул ку конкурса пирӗн районтан та иккӗн – район администрацийӗн информатизаци секторӗн тӗп специалист-эксперчӗ Елена Анисимова тата «Август» Фирмӑн «Вӑрнарти хутӑш препаратсен завочӗ» филиалӗн общественноҫпе ҫыхӑнса ӗҫлекен специалисчӗ Людмила Иванова – хутшӑннӑччӗ, финала тухнӑччӗ.

Help to translate

Ӑсталӑха ӳстерет, ӗҫре пулӑшать // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11358-st ... e-pul-shat

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed