Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутшӑнса (тĕпĕ: хутшӑн) more information about the word form can be found here.
Муркаш районӗнчи ватӑ юман каллех «Ҫулталӑкри йывӑҫ» наци конкурсне хутшӑнса мала тухассишӗн кӗрешет.

Старейший дуб Моргаушского района вновь участвует в национальном конкурсе «Дерево года» за возможность занять первое место.

Муркаш районӗнчи юман каллех конурса хутшӑнать // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34919.html

Пӗр-пӗринпе малалла та «анлӑ правительство» мелӗпе хутшӑнса, ҫынсен шухӑш-кӑмӑлне шута илсе ӗҫлесе тата вӗсен пултаруллӑ пуҫарулӑхӗ ҫине таянса эпир экономикӑпа социаллӑ пурнӑҫ сферине малашне те йӗркеллӗн аталантарса пырассине, территорисен экономикине инвестицисем хывма хӑтлӑ майсем йӗркелессине, кашни ҫын ырлӑхне тивӗҫтерме пултарассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.

Убежден, что продолжая взаимодействовать в формате «расширенного правительства», работая с учетом мнения людей, опираясь на их созидательную инициативу, мы и дальше будем развивать экономику и социальную сферу, создавать комфортные условия для инвестиций в экономику территорий, обеспечим благополучие каждого жителя.

Олег Николаве Раҫҫей Парламентаризмӗн кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/27/gla ... aet-s-dnem

Ҫак проекта хутшӑнса программӑн пур енӗпе те ӗҫлекенсем Раҫҫей футбол союзӗнчен занятисем ирттерме спорт инвентарӗн комплектне тӳлевсӗр тивӗҫеҫҫӗ.

Help to translate

Шкул проекта хутшӑнать // Оксана КОШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d1%88%d0%b ... %82%d1%8c/

Граждансен пухӑвӗсене хутшӑнса ӑнлантару ӗҫӗсем тӑватпӑр, агитаци хучӗсем салататпӑр.

Help to translate

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ку шкулта вӗренекенсем муниципалитетра анчах мар, республика, Раҫҫей шайӗнчи конкурссемпе фестивальсене хастар хутшӑнса ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ.

Help to translate

Уяв умӗнхи канашлу иртрӗ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

«Вӑрнар районне тӗрлетпӗр» проекта хутшӑнса тӑван тӑрӑха пусма ҫинче сӑнларӗ.

Help to translate

Ҫынсен пурнӑҫне туллирех те пуянрах тӑвасшӑн // Лариса НИКИТИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12490-cy ... -t-vassh-n

Тӗрлӗ программӑсене хутшӑнса укҫа-тенкӗ енчен пулӑшу илмелли майсем пур.

Help to translate

Ҫамрӑк педагогсем канашларӗҫ // Оксана СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12491-ca ... anashlar-c

Хутшӑнса пӑхам-ха, нимӗн те ҫухатмастӑп вӗт ара, терӗм.

Help to translate

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Театр вӑй-хӑвачӗ вӑл — актер тӳрремӗнех кураканпа хутшӑнса ӗҫленинче, спектакль вылянӑ хушӑрах актер хӑйне улӑштарма пултарнинче.

Help to translate

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Шӑпах ҫак хутшӑнса ӗҫлеме пултарнипе уйрӑлса тӑрать те ӗнтӗ театр кинопа телевиденирен.

Help to translate

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Кун ҫинчен Орлов ҫак ӗҫе ӑнсӑртран хӑй хутшӑнса кӗрсе кайсан тин пӗлнӗ…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Кӗрлет, шавлать, калаҫать, кулать, ахӑлтатать пысӑк зал, ҫамрӑксен сасси урама илтӗнет, кӑнтӑр енчен вӑркӑшса килекен ҫурхи ӑшӑ ҫилпе хутшӑнса вӑл инҫете-инҫете вӗҫет, юр айӗнчен туха пуҫланӑ уй-хир тӑрӑх аякка-аякка ыткӑнать.

Help to translate

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Малтанах эпӗ: «Хальхи вӑхӑтри арҫынсем хушшинче пӗр путлӗ ҫын та ҫук — вӗсемпе хутшӑнса чун-чӗрене ыраттармасӑр пӗчченех ӗмӗр ӗмӗрлӗп», — тесе паттӑрланнӑччӗ, анчах майӗпен шухӑш улшӑнчӗ.

Help to translate

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Фестивальте вӗрентекенсемпе вӗрентекенсем пӗр-пӗринпе тӗрлӗ енпе хутшӑнса ӗҫлерӗҫ.

Help to translate

Чӑваш ачи чӑвашах юлтӑр! // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/10/c ... shah-yultr

2022 ҫулта район шайӗнче иртекен «Ҫулталӑк учителӗ» конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑнать.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

Регион шайӗнче иртекен «Кӗскен каласа нумай пӗлтерер» синквейнсен конкурсне хутшӑнса 2-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫет.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

2018 ҫулта район шайӗнче иртекен «Ҫулталӑк учителӗ» конкурса хутшӑнса 2-мӗш вырӑн йышӑнать.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцин ӗҫ йӗркелӳ комиссийӗн ларӑвӗ иртрӗ // Вӗренӳ институчӗ. https://chrio.rchuv.ru/news/2023/04/12/p ... ssijn-larv

«Раҫҫей шывӗ» акцие хутшӑнса 6-мӗш класра вӗренекенсем Лаща юхан шывӗ хӗррине ҫӳп-ҫапран тасатнӑ.

Help to translate

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%be%d0%b ... 0%bdace-4/

— Намӑс мӗнне пӗлекен хуҫа пулнӑ-ха сан ҫапах, — терӗ хуралтисенчен пӗри, шӑчӑ пек вӑрӑмскер, калаҫӑва хутшӑнса.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ав лере, инҫетре-инҫетре, ун вӑййи те курӑнми пулать, ҫырансен тӗксӗм мӗлки те, шыв ҫийӗ те, вӑрман та хутшӑнса каяҫҫӗ.

Help to translate

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed