Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутччен (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак опытсене эпӗ темиҫе хутччен те тӑва-тӑва пӑхрӑм.

Эти опыты я проделывал несколько раз.

Хрюшка-парашютист // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Юлашкинчен, пӗтӗмпех вӑйсӑрланса кайнӑскер, Джеральд курӑк ҫине анса выртнӑ та, ассӑн сывласа илсе, темиҫе хутччен чӗтренсе илнӗ хыҫҫӑн шӑпах пулнӑ.

Наконец, совершенно изнеможенный, Джеральд опустился на траву и после судорожных движений, сопровождавшихся глубокими вздохами, совершенно затих.

LIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Операци тӑвакан сӗтел ҫинче паращитовиднӑй парсене касса кӑларнӑ чухне, мӑя ланцетсемпе чакаланӑ кушӑра, вилӗм ӑна хӑйӗн хура ҫуначӗсемпе виҫӗ хутччен пырса перӗнчӗ.

В часы, проведенные на операционных столах, когда ланцеты кромсали шею, удаляя паращитовидную железу, трижды задевала его своим черным крылом смерть.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Маюк ҫак йывӑрлӑхсене тахҫанах хӑнӑхнӑ, паян, ак, ҫак инҫӗше вӗҫнӗ пек чупса тухрӗ, стройпа утассинче те вӑл пусӑмсене пичетленӗн утрӗ, турник ҫинче те вунӑ хутччен ҫӑмӑллӑнах туртӑнчӗ.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Миҫе хутччен харкашу тухнӑ тепӗр ача ҫуратас пирки сӑмах хускатсан?

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗр хутччен вӑл: «Тӑвансем!» тесе кӑшкӑрса та пӑхрӗ, анчах ӑна пӗр полицайӗ ҫурӑмран тӑрӑнтарсан, аран-аран чӗркуҫҫи ҫинче тытӑнса юлчӗ.

Один раз он успел крикнуть: «Товарищи!», но тут же получил удар кулаком в спину и едва удержался на коленях.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed