Шырав
Шырав ĕçĕ:
хутаҫҫин (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Наумов аманман аллипе кӗсйинчен табак кӑларса хӑй пекех хӑрах алӑллӑ Киносьян пулӑшнипе хутаҫҫин ҫыххине салтрӗ, икӗ пирус чӗркерӗ.
Пӗр тӑвансем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 219–229 с.
Хӗрарӑмсем олив ҫимӗҫӗсем евӗрлӗ «мпафу» вӑррисенчен тутлӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарнӑ, — унран туземецсем юратакан духи туса кӑлараҫҫӗ; фут ҫурӑ чухлӗ пысӑк йӗкесене хӑвӑрт ҫавӑрса, мамӑк арланӑ; йывӑҫ хуппине тукмакпа ҫапса ҫӳхетсе пусма хатӗрленӗ; апата юракан курӑксене акса тунӑ: маниокӑна — унран «касаву» текен ҫӑнӑх авӑртаҫҫӗ, — ҫирӗм футлӑ йывӑҫ ҫинче ӳсекен «мозитзано» ятлӑ хутаҫлӑ нимӗҫ пӑрҫине — ун хутаҫҫин тӑршшӗ вунпилӗк дюйм; апат-ҫимӗҫ пӗҫерме юрӑхлӑ ҫу пӑчӑртаса кӑлармалли арахиса, темиҫе ҫул ӳсекен ҫутӑ кӑвак пӑрҫана — ӑна «чилобе» теҫҫӗ, ун чечекӗсем тӑварсӑр пӗҫернӗ соргӑна кӑшт урӑх тутӑ параҫҫӗ.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
— Тӗрӗс, Гек, тӗрӗс, пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине шӑтӑк ӑшне алтса чикнӗ чухне: «Тӑпра ӑшне пул, пӑрҫа хутаҫҫи, шӗпӗн, пӑчлан, урӑх мана ан асаплантарнӑ пултӑр», — тесе каласан, тата лайӑхрах, хӑватлӑрах пулнӑ пулӗччӗ.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав юнпа вара пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине сӗретӗн, унтан вара пӗчӗк шӑтӑк чаватӑн та ҫав ҫуррине тӑпра ӑшне пытаратӑн… пӗлӗт ҫинче уйӑх пулман чухне, ҫур ҫӗр тӗлнелле ҫитсен, хӗреслӗ ҫул ҫинче пытаратӑн… тепӗр ҫуррине ҫунтарса яратӑн.
6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Страницăсем:
- 1