Шырав
Шырав ĕçĕ:
хутахай the word is in our database.
хутахай (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хутахай шукӑльсем чул саксем ҫине кавирсемпе циновкӑсем сарнӑ, чипер матронӑсемпе хӗрсем, пичӗсене вӗри хӗвелрен сыхласа, зонтикӗсене карса лараҫҫӗ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кивелме пуҫланӑ бобрик куртка, салтак пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, ун ҫинче питӗ меллӗ ларать; шӑтнӑ тӗлӗсене питӗ тирпейлӗ питӗрнӗ тата сапланӑ симӗс шӑлаварӗпе кунчи вӗҫӗ таранах сӑрӑ пылчӑкпа витӗннӗ аттисем те хӑйсен ӗмӗрне тахҫанах ирттернӗ пулмалла ӗнтӗ; унӑн начар тумӗ хушшинче вара кӗмӗл пек йӑлтӑркка, питӗ лайӑх каракультен ҫӗленӗ хутахай кубанкки питӗ палӑрса тӑрать; вӑл ӑна куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ.
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Яланхи пекех, салху, хутахай, ҫарти пек тирпейлӗ тумланнипе кӑштах мухтаннӑ пек, вӑл Разметнова сӑмах чӗнмесӗр алӑ пачӗ те, пуҫне сӗлтсе, урамран тухса каякан лав ҫине кӑтартрӗ:
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Страницăсем:
- 1