Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хозяйка (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Марья Алексевна, Жюли, Верочка ӑслӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрарӑмсем пулнӑ, Михаил Иваныч вӗсенчен хӑранӑ; кунта вара ӑс тӗлӗшпе ҫапӑҫу пӗр танах пулнӑ, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ енчен илсен, амӑшӗ кӑшт кӑна вӑйлӑрах ӗнтӗ, анчах ывӑлӗн ури айӗнче ҫӗр шанчӑклӑ, Михаил Иваныч ку таранччен амӑшӗнчен хӑраса пурӑннӑ, хӑраса пурӑнма хӑнӑхнӑ, анчах вӗсем иккӗшӗ те акӑ ҫакна питӗ лайӑх астунӑ: чӑннипе илсен, хозяйка вӑл хозяйка мар, хуҫа амӑшӗ ҫеҫ, хозяйка ывӑлӗ вӑл хозяйка ывӑлӗ мар, хуҫа пулса тӑрать.

Перед Марьею Алексевной, Жюли, Верочкою Михаил Иваныч пасовал, но ведь они были женщины с умом и характером; а тут по части ума бой был ровный, и если по характеру был небольшой перевес на стороне матери, то у сына была под ногами надежная почва; он до сих пор боялся матери по привычке, но они оба твердо помнили, что ведь по-настоящему-то хозяйка-то не хозяйка, а хозяинова мать, не больше, что хозяйкин сын не хозяйкин сын, а хозяин.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Вӑл Верочкӑна ашшӗпе амӑшӗ патне чӗннӗ хыҫҫӑн ҫавӑнтах хозяйка поварӗн арӑмӗ патне чупса кайрӗ те: «Сирӗн барин пирӗн барышньӑна ҫураҫнӑ», — терӗ; хозяйкӑн кӗҫӗн горничнӑйне чӗнсе илчӗҫ, эсӗ хӑвна туслӑ ҫын пек тыткаламастӑн, пире ку таранччен те нимӗн те каламан, тесе ӳпкелеме пуҫларӗҫ: кӗҫӗн горничнӑй хӑйне мӗншӗн ятланине ниепле те ӑнланаймарӗ — вӑл нихҫан та нимӗн те пытарса курман; ӑна каласа пачӗҫ — «эпӗ хам та нимӗн те илтмен», — пытарнӑ тесе ахалех ятланӑшӑн унтан каҫару ыйтрӗҫ; кӗҫӗн горничнӑй ҫӗнӗ хыпара пӗлтерме аслӑ горничнӑй патне чупрӗ, аслӑ горничнӑй «Апла эппин, эпӗ нимӗн те илтмен пулсан, вӑл ӑна амӑшӗнчен вӑрттӑн тунӑ ӗнтӗ, Анна Петровна мӗн пӗлнине эпӗ пурне те пӗлекенччӗ-ҫке», — терӗ те барыня патне пӗлтерме кайрӗ.

Как только она позвала Верочку к папеньке и маменьке, тотчас же побежала сказать жене хозяйкина повара, что «ваш барин сосватал нашу барышню»; призвали младшую горничную хозяйки, стали упрекать, что она не по-приятельски себя ведет, ничего им до сих пор не сказала; младшая горничная не могла взять в толк, за какую скрытность порицают ее, — она никогда ничего не скрывала; ей сказали — «я сама ничего не слышала», — перед нею извинились, что напрасно ее поклепали в скрытности; она побежала сообщить новость старшей горничной, старшая горничная сказала: «значит, это он сделал потихоньку от матери, коли я ничего не слыхала, уж я все то должна знать, что Анна Петровна знает», и пошла сообщить барыне.

VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Унта вӑл тупӑш илеймен; ҫурт тытса пырса вӑл тупӑш илнӗ, анчах вӑтам тупӑш ҫеҫ; тепри пулсан, чылаях илнӗ пулӗччӗ те, анчах Павел Константиныч, хӑй каларӑшле, намӑса пӗлнӗ ҫав: ун вырӑнне унпа хозяйка питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ, вара вӑл вунтӑватӑ ҫул хушшинче пӗр вунӑ пине яхӑн укҫа пухнӑ.

По должности он не имел доходов; по дому — имел, но умеренные: другой получал бы гораздо больше, а Павел Константиныч, как сам говорил, знал совесть; зато хозяйка была очень довольна им, и в четырнадцать лет управления он скопил тысяч до десяти капиталу.

I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Хозяйка ӑна, кӗрхи ҫанталӑкра ирех тухса уҫӑлса ҫӳрени ҫамрӑк хӗр сывлӑхӗшӗн сиенлӗ тесе, ятласа илнӗ.

Хозяйка побранила ее за раннюю осеннюю прогулку, вредную, по ее словам, для здоровья молодой девушки.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хайхи хӑрах куҫлӑ старик комендант пулӗ тесе, ку сӑмахпа эпӗ унӑн еннелле ҫавӑрӑнтӑм, анчах та хозяйка эпӗ малтанах калама хатӗрлесе хунӑ сӑмаха пӳлчӗ.

С этим словом обратился было к кривому старичку, принимая его за коменданта; но хозяйка перебила затверженную мною речь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed