Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

халалласа (тĕпĕ: халалла) more information about the word form can be found here.
Чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ И.Я.Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа пирӗн округра чылай мероприяти йӗркелеҫҫӗ.

Help to translate

Сӑвӑсем вуларӗҫ, тӑван чӗлхене мухтарӗҫ // Валентина Боровкова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%81%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ҫак кунсенче Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн пуҫарӑвӗпе, Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа кадетсен 2-мӗш балӗ «Кӗтне» ФСКра иртрӗ.

Help to translate

Кадетсем бала пуҫтарӑнчӗҫ // Людмила Абрамова. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d0%ba%d0%b ... %97%d2%ab/

Ӑна халалласа Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче черетлӗ мероприяти иртнӗ.

Help to translate

Ҫамрӑк педагогсем канашларӗҫ // Оксана СЕМЕНОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12491-ca ... anashlar-c

Тӗнче культурин ӑслайҫи И.Я.Яковлев ҫутавҫӑ 175 ҫул ҫитнине халалласа нумай регион-хулара мероприятисем иртеҫҫӗ.

Help to translate

«Ялан янра, чӑваш чӗлхи!» // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%8f%d0%b ... %85%d0%b8/

Уяв программинче тӗнче шайне тухнӑ вӗрентекене халалласа йӗркеленӗ «Иван Яковлевич Яковлевӑн педагогикӑри еткерлӗхӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ тӗп вырӑн йышӑннӑ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Чаплӑ пулӑма халалласа вӑл ҫуралнӑ ялта — Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушкинче тата Теччӗ хулинче пысӑк мероприяти0сем иртнӗ.

Help to translate

Унӑн ӗҫӗсем вилӗмсӗр // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/04/28/%d1%83%d0%b ... 81e%d1%80/

Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ҫулсерен Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырас йӑла ҫирӗпленнӗ темелле.

Help to translate

«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ - 2023» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60973

Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Аслӑ Патриархӑмӑр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа ҫӳллӗ шайра ирттерме Хушу кӑларнӑччӗ.

Help to translate

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Конференцире Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗ Иван Яковлева халалласа документсен электронлӑ пуххине кӑларнӑ.

Help to translate

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлне, Граждан вӑрҫин паттӑрне — Василий Иванович Чапаева халалласа республикӑра 55-мӗш хут ирӗклӗ майпа кӗрешессипе Раҫҫей шайӗнчи турнир иртрӗ.

В честь славного сына чувашского народа, героя Гражданской войны — Василия Ивановича Чапаева в республике прошел 55-й всероссийский турнир по вольной борьбе.

Чапаева халалласа // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=5D_mtJACqBo

— Пӗлетӗн-и, хайхи Ҫтаппан хӑй вилес умӗн мана пилӗк пин халалласа хӑварнӑ.

Help to translate

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Айхи Николай Мартынова халалласа ҫырнӑ «Вирьял тусӑмсене» сӑввине 1953 ҫулхи июль уйӑхӗнче ҫырнине шута илсен, шӑпах ҫав вӑхӑталла пулнӑ ӗнтӗ вӑл Ҫухра ялӗнче.

Help to translate

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Пуш уйӑхӗнче Шупашкарти художество училищине йӗркелесе янӑ Ф.С.Быкова халалласа ирттернӗ Пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ.

Help to translate

Пултарулӑх конкурсӗнче ҫӗнтернӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/04/07/%d0%bf%d1%8 ... 80%d0%bde/

Космонавтсен кунне халалласа ирттернӗ мероприятине Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, Чӑваш Ен Правительствин пайташӗсем, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем, хула ҫыннисем чылайӑн пухӑннӑ, вӗсем Юрий Гагаринпа Андриян Николаев космонавт летчиксен палӑкӗсем умне чӗрӗ чечексем хунӑ.

Help to translate

«Космоса пӗрремӗш хут вӗҫни – пирӗн технологи суверенитетне сӑнарлать», – палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/12/kosm ... ogi-suvere

Ҫук, эпир сире аслаттейсем халалласа хӑварнӑ тӗне тӗп тума памӑпӑр.

Help to translate

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫӗртме уйӑхӗн 22-24-мӗш кунӗсенче Чӑваш Енре Республика кунне халалласа йӗркелекен мероприятисене плана кӗртсе хӑварнӑ.

Help to translate

Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуйне» Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен Федераци агенстви пулӑшу парать // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/04/04/pete ... eken-feder

— «Савни парни: ашшӗ мана халалласа Ҫураҫнӑ чух хучӗ ӑна ҫӑкӑр ҫине.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Анчах пӗр-ик куркаранах: — «Ҫитет» — тесе тав тӑвать, Халалласа Урхана Куркине вӑл тавӑрать, Именерех, васкарах Калаҫмашкӑн тытӑнать:

Help to translate

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мартӑн 25-мӗшӗнче ентеше, Комсомольски ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Украина ҫӗрӗнче паттӑрла пуҫне хунӑ, «Хӑюлӑхшӑн» орден кавалерне Геннадий Павлова халалласа ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе турнир иртнӗ.

Help to translate

Паттӑра асра тытса – турнир // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%bf%d0%b ... %b8%d1%80/

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Мускавра Ачасене хӳтӗлемелли куна халалласа ирттерекен мероприятине ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакан ҫемьесенче ҫитӗнекен ачасене, йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене, 50-шне уява йыхравланине хыпарланӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed