Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа та янкӑр ҫиҫкӗнӗвӗн хавхаланчӑк тӗркӗшӗвне лексе йӗри-тавра мӗн пулса иртнине сӑнама пикентӗм; васкамасӑр утатӑп, никамран та нимӗн те ыйтмастӑп; яланхи пекех темелле-тӗр: хӑйсен чеченлӗхӗпе тата хӑйне евӗрлӗхӗпе тӗлӗнтерсе ҫӗклентерекен чечексен ячӗсем мана нихӑҫан та кӑсӑклантармаҫҫӗ.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Вӑл кӗрсе тӑрсан король кӑштах тӗлӗннӗн, хевтесӗррӗн туйӑнчӗ, анчах… самаях хавхаланчӑк.Он застал его удивленным, слабым… однако король выглядел веселее.
XIV. Н' Комбе король // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Эпӗ хӑрушла хӗрӳ, хавхаланчӑк, анчах кӗҫех ӑс-тӑнӑмпа ӑнланулӑх таврӑнчӗҫ.
XII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Сӑнсемпе куҫсем ирӗклӗ мар, анчах хавхаланчӑк ҫынсен ҫӗкленӳллӗ ӑмсанӑвӗпе ҫуталаҫҫӗ-ялкӑшаҫҫӗ.Лица и глаза светились возвышенной завистью людей подневольных, но увлеченных.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.
Ҫак ӗҫ-пуҫра унӑн хавхаланчӑк кӑмӑл-туйӑмӗ ҫак ҫыннӑн ирӗклӗхӗпе пурнӑҫне пӗтермеллипех пӗтерӗччӗ; вӑл ахаль те хӑй ӑнлансах — тарса килнӗ ҫын, мӗншӗн тесен пурнӑҫ ӑна алӑри хӗҫ-пӑшалпа йӗрлет.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Повар халӗ Кишлота хисеплет, тарҫӑ савӑнӑҫпа ҫиҫет; Кишлот мӑн кӑмӑллӑ, анчах хавхаланчӑк.Повар уважал Кишлота, слуга сиял; Кишлот был небрежен, но возбужден.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Афанасьев ҫурӑмӗнчен ҫирӗп чӗн хӑюпа Бельги фирмин штуцерне ҫакса янӑ — вӑл пӑта ҫапса ҫирӗплетнӗн сулланмасть; Благодатский вара винтовкине малалла кӑнтарнӑ, кӗлетки халь-халь персе яма хатӗр евӗр, — вӑл ҫут ҫанталӑка юратать, хавхаланчӑк сунарҫӑ; Мордкин, никама та шанман ҫын, шомпол пӑшалне хул айӗпе сӗтӗрсе пырать, тӗмсене ҫине-ҫинех лекнӗрен кӗпҫи ума кансӗрлет; тӑваттӑшӗнчен юлашкин питӗнче ҫур сӑмах каласанах аптӑраса ӳкекен ҫын сӑнӗ яланлӑхах йӗрленсе юлнӑ тейӗн — хайхискер хӑйӗн пӑшалне пачах та канӑҫ памасть: пӗрре пеме хатӗрленет, тепре ҫӗрелле усать, унтан хул пуҫҫи ҫине хурать, хӑйӑвӗнчен йӑтса сӗтӗрет, сулахай аллинчен сылтӑммине куҫарать те каллех ылмаштарать; вӑл — Гадаутов — чи хыҫалта, шӑхӑра-шахӑра кӗвӗ ӗнӗрлет, чӗлӗмне ҫине-ҫинех паклаттарать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.
Вара вӗсем иккӗшӗ те — вӑй-хал тапса тӑракан, вӑй-питти ҫынсем, пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн «шеремет-эсремет» тесе чӗнекенскерсем — тӗмескерен хӑпрӗҫ; таврана кӗҫех йӑнӑш кӗвӗллӗ, анчах хавхаланчӑк юрӑ янӑраса саланчӗ:
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Ҫакӑ ӑна йӑлтах картран кӑларчӗ: чикесӗр ачашлӑхпа ниҫта кайса кӗрейми хавхаланчӑк самантсем вӗҫӗ-хӗррисӗр хурлӑхлӑ кунсемпе улшӑнма пуҫларӗҫ.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Шӑпах ҫав самантра ҫунса тӑракан хавхаланчӑк питлӗ, тунсӑх куҫлӑ амӑшӗ клавише хӑвӑрт-хӑвӑрт пусать те пӗр вӗҫӗмсӗр янӑраса тӑракан ҫинҫе сасӑ кӑларать.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Унӑн сӑн-пичӗ, кӗлетки-ҫурӑмӗ, утти, аллисен, пичӗ-куҫӗн калаҫнӑ чухнехи хавхаланчӑк хусканӑвӗпе хурӑмӗ, куҫ харшисен сарлака ҫунаттисем, — ҫаксем пурте, уйрӑмшарӑн сыпӑнса, Бунчук куҫӗ умне Анна сӑнарне туллин те чӗррӗн иле-иле тухрӗҫ.
XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каллех янӑраҫҫӗ поэтӑн хавхаланчӑк сӑмахӗсем.
2 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Асӑннӑ программӑна хывнӑ питӗ нумай укҫа-тенкӗ, хавхаланчӑк прогнозсене пӑхмасӑр, инҫетри ялсенче производство ӗҫне аталантарма катализатор евӗр витӗм кӳреймерӗ, ҫавӑнпа та поселени бюджечӗсем налукран кӗрекен шантарнӑ йышлӑ нухрата илеймерӗҫ.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
- 1