Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӗркаҫах уҫӑ хӑварнӑ кантӑк витӗр садран ирхи уҫӑ сывлӑш сӑрхӑнса кӗрет.В окно, которое оставалось открытым на ночь, вливалась из сада свежесть раннего утра.
I // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Шалти пусмасем тӑрӑх хӑпарнӑ чухне аванах пыраттӑмӑрччӗ, анчах пӗр ҫӗр аллӑ картлашка хӑпарсан, манӑн пит-куҫа уҫӑ сывлӑш пырса ҫапрӗ: эпир ҫӳлти уҫӑ площадкӑна тухрӑмӑр: кунтан пуҫласа пусма картлашкисем пӗлӗтеллех хӑпарнӑ пек туйӑнать.
VIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Уҫӑ сывлӑшра Андрей ҫирӗпленчӗ, хӗрелсе кайрӗ, уҫӑ сӑн-сӑпатланчӗ.
2 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн хытах мар тухакан уҫӑ сасси тӗкӗр пек ҫутӑ кӳлӗ ҫийӗн янӑраса кайрӗ; инҫетри вӑрманта кашни сӑмахах хирӗҫ илтӗнсе тӑчӗ; унта та такам уҫӑ мар сасӑпа вӑрттӑн, анчах ҫӗр ҫинчи ҫын сасси пек мар сасӑпа юрланӑн туйӑнать.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Лещинский панӑ кӗнекене вуласа йӑпаннӑ вӑхӑтра уҫӑ вырӑнпа вӑрман хушшинчи чулсем урлӑ такам каҫса пынине Тоня сисмерӗ, килекен ҫыннӑн ури айӗнчен чул сирпӗнсе кӗнеке ҫине пырса ӳксен тин, вӑл шартах сиксе, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те уҫӑ вырӑнта Павка Корчагин тӑнине курчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫийӗнче Аришка кӗпе вӗҫҫӗн ларать, кӑкӑрӗсем уҫӑ унӑн, нимӗҫ кулкаласа ӑна кӑтӑклать: «пике» вара хӑйӗн уҫӑ ҫурӑмӗ ҫинче выртакан ҫӑра ҫӳҫне лапӑстаттарса ахӑлтатать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пӗрисем — ытларах ҫамрӑксем тата янравлӑ та уҫӑ сасӑллӑ вӑтам ҫула ҫитнисем — йӗри-тавра ҫавӑрӑнса тӑчӗҫ, юрра ӗнерекен уҫӑ та ҫинҫе сасӑпа юрӑ пуҫласа ячӗҫ: «Моло-о-дой дувочек, ой да на яр похылывся»; хор юлашки нота ҫине куҫсан, юрӑ кӗввине тӑсса юрлакансен сассисем шӑрчӑксен музыкине ҫеҫ мар, инҫетре трактор кӗрленине те хупласа, пӗтӗм айлӑма янраса кайрӗ.
VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫӑлтӑрсемпе ҫуталса выртакан ҫеҫенхир, шыв хӗрринчен килекен уҫӑ сывлӑш, лаша ури такӑртатни, кӗпе ӑшнех кӗрсе ҫӳҫентерекен уҫӑ ҫил, — ҫаксем пурте хӑнӑхнӑ тата чӗрене килӗшӳллӗ япаласем пулнипе Артамашов часах савӑнса кайрӗ, вара, лашине уттипе ярса, хуллен кӑна юрлама пуҫларӗ: «Ҫырмиех те тӑрӑх, тарӑн ҫырма тӑрӑх…»
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫапла вара кардиодиспансерта Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑксем уҫах тесе калама юрать.
Уҫӑ алӑксен кунӗнче алӑк уҫах-и? // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/23929.html
Салтаксемпе халӑх хушшинче темиҫе чалӑш сарлакӑш уҫӑ вырӑн пулса тӑнӑ, ку уҫӑ вырӑнта пӗтӗм талкӑшпех этем кӗлеткисем выртнӑ.Между ею и солдатами образовалось несколько сажен земли, сплошь покрытой телами.
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Эпӗ икӗ уҫӑ юраттарма хӑтланса пӑхрӑм, епле те пулин хуллентерех хӑтланасшӑн хам, анчах уҫҫисем ҫав тери шӑкӑртаттарма пуҫларӗҫ, эпӗ хӑранипе аран ҫеҫ сывласа тӑтӑм.
28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
1. Муниципалитетсем хушшинчи тӑтӑш турттармалли маршрутсем тӑрӑх тӑтӑш турттарас ӗҫе йӗркелесе тӑман хаксемпе пурнӑҫлама ирӗк илмелли уҫӑ конкурса (малалла – уҫӑ конкурс) Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫӗн полномочиллӗ органӗ Федераци саккунӗпе палӑртнӑ йӗркепе туса ирттерет.
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче автомобиль транспорчӗпе пассажирсем турттарассине йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
1. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: шалти картиш хапхи, тухӑҫ енне тухакан хапха, ултӑ ӗҫ кунӗ хушши хупӑ пулмалла, шӑматкун вара уҫӑ пулмалла, вӑл ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун та уҫӑ пулмалла.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Айккинчи пӳлӗмсен алӑкӗсем уҫӑ вырӑна илсе тухаҫҫӗ: пӗр алӑкӗ — ҫурҫӗр енне, тепӗри — кӑнтӑр енне; ҫав уҫӑ вырӑнӑн сарлакӑшӗ — пилӗк чике.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӗнтӗ халӑх кайса турат тултса тултарчӗ те, кашнийӗ хӑй ҫурчӗ тӑрринче, хӑйӗн картишӗнче, Турӑ Ҫурчӗн картишӗсенче, Шыв хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта, Ефрем хапхи умӗнчи уҫӑ вырӑнта хӳшӗ тӑва-тӑва лартрӗ.
Неем 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унӑн ҫӳллӗ те пӗкрӗк евӗрлӗ кӑшкарне вӗтӗ кӗмӗл укҫапа витнӗ, уҫӑ тӳпин хӗррине шӑрҫа чӗнтӗр тӗррипе тата тӳмесемпе илемлетнӗ.
Ют ҫӗршыв музейӗсенчи чӑваш тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хальхи вӑхӑтра художник-модельерсем умӗнче ҫул уҫӑ.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Хушпу тӳпине уҫӑ хӑварнӑ, ун хӗррине хӗрлӗ тӗслӗ вӗт шӑрҫаран тирнӗ ансат тӗрӗ йӑрӑмне ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ.
Анатри чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ӑна уҫӑ тӑрӑллӑ калпак пек хайланӑ та ҫурӑм хыҫ пайне ⎼ хӳрине ⎼ хушнӑ.
Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.