Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Вӗсем темӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ тӳсеҫҫӗ пулин те, темӗн тӗрлӗ савӑнса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем ытла та чухӑн пулин те, уҫӑ кӑмӑллӑскерсем, питӗ нумай пулӑшаҫҫӗ: 3. вӗсем вӑй ҫитнӗ таран та, вӑйӗнчен ытлашши те пулӑшма хавас — эпӗ ҫакна хам куртӑм.
2 Кор 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эй Коринф ҫыннисем, эпир сирӗнпе уҫҫӑн калаҫатпӑр, сирӗншӗн чӗремӗр те яриех уҫӑ тӑрать.11. Уста наши отверсты к вам, Коринфяне, сердце наше расширено.
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эпир пурсӑмӑр та, Ҫӳлхуҫа мухтавне уҫӑ питпе тӗкӗр ҫинчи пек курса тӑрса, хамӑр та улшӑнатпӑр, Унӑн сӑнарӗ евӗр пулса пыратпӑр.18. Мы же все открытым лицем, как в зеркале, взирая на славу Господню, преображаемся в тот же образ
2 Кор 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫырура та каланӑ: «тӳрӗ ҫын ҫук, пӗр ҫын та ҫук; 11. пӗр тӑнлӑ ҫын та ҫук, никам та Турра шырамасть. 12. Пурте ҫултан аташнӑ, пурте юрӑхсӑра тухнӑ; ырӑ тӑвакан ҫук, пӗр ҫын та ҫук. 13. Вӗсенӗн карланки — уҫӑ тупӑк; чӗлхипе улталаҫҫӗ; чӗлхи айӗнче — аспид наркӑмӑшӗ; 14. ҫӑварӗнче — пӗр ылханасси те хӑртасси. 15. Вӗсенӗн урисем юн юхтарма васкаҫҫӗ; 16. вӗсен ҫулӗ ҫинче — ҫарату та вилӗм; 17. канӑҫлӑх мӗнне пӗлмеҫҫӗ вӗсем. 18. Вӗсем Турӑран хӑрамаҫҫӗ» тенӗ.
Рим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗн камӑн та пулин ӑсӗ ҫитеймест пулсассӑн, вӑл пурне те уҫӑ кӑмӑлпа, пӗр ӳпкевсӗр паракан Турӑран ыйттӑр — вара илӗ.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ӗнтӗ Клавда теекен пӗр утрава ҫитсе перӗнсен, карап ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ кимме аран-аран ҫӑлса хӑвартӑмӑр; 17. ӑна туртса хӑпартсан карапа хулӑн вӗренсемпе хытарса ҫыхрӑмӑр; ӑшӑх ҫӗре ларасран хӑраса парӑса антартӑмӑр та вара ҫил еккипе уҫӑ тинӗсре ҫӳрерӗмӗр.
Ап ӗҫс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Верия ҫыннисем Фессалоника ҫыннисенчен уҫӑ кӑмӑллӑрах пулнӑ: ку чӑнах ҫапла-ши тесе, Ҫырури сӑмахсене куллен тишкерсе пӑхса вӗсем Турӑ сӑмахне пӗтӗм кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Ап ӗҫс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Тӗрме хуралҫи вӑраннӑ та, тӗрме алӑкӗсем уҫӑ тӑнине курса, хупнӑ ҫынсем тарса пӗтнӗ пулӗ тесе, хӗҫне туртса кӑларса хӑйне хӑй вӗлересшӗн пулнӑ.
Ап ӗҫс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ: илме мар, пама кӑмӑллать, 66. тата нумай ырӑлӑхлӑ: халӗ пурӑнакансемшӗн те, пурӑннисемшӗн те, пурӑнассисемшӗн те Хӑйӗн ырӑлӑхне ӳстерсех пырать — 67. Вӑл Хӑйӗн ырӑлӑхне ӳстерсе пыман пулсассӑн, тӗнче ҫӗр ҫинче пурӑнакансемпе пӗрле текех пурӑнайман пулӗччӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсене Схедия ятлӑ вырӑна илсе ҫитерсессӗн, патша каланипе, тинӗс ҫулҫӳревӗ те вӗҫленнӗ; патша иудейсене хула умне, лашасене ӑмӑртса чуптарма уйӑрнӑ уҫӑ ҫӗре, тӑратма хушнӑ; ҫакӑ анлӑ ҫавра вырӑнта иудейсене пурин умӗнче те — хулана килекенсем умӗнче те, каялла ҫӗршыв варринелле каякансем умӗнче те — тӗслӗхшӗн мӑшкӑл кӑтартма питӗ меллӗ пулнӑ; ҫапла вӗсене ҫарпа та ҫыхӑнма паман, пӗр-пӗр кӗтес те пулин паман.
3 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Маккавей вара хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле, Ҫӳлхуҫа ертсе пынипе, каллех Турӑ Ҫурчӗпе хулана йышӑннӑ, 2. ют халӑх ҫыннисем уҫӑ вырӑна туса лартнӑ чӳк парни вырӑнӗсемпе йӗрӗх ҫурчӗсене аркатса тӑкнӑ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Халӑхӑмӑр, ҫав ҫынсене чыслӑн йышӑнса, вӗсенӗн сӑмахне Спарта халӑхӗ асра тыттӑр тесе уҫӑ кӗнекисене ҫырса хума кӑмӑл турӗ. Ҫавна эпир аслӑ священник Симон валли ҫырса илтӗмӗр» тенӗ.
1 Мак 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Урамсем тӑрӑх ҫар ураписем ыткӑнаҫҫӗ, хулари уҫӑ лаптӑксенче кӗмсӗртетеҫҫӗ, вӗсем вут ҫути пек ялтӑртатаҫҫӗ, ҫиҫӗм пек ялкӑшаҫҫӗ.4. По улицам несутся колесницы, гремят на площадях; блеск от них, как от огня; сверкают, как молния.
Наум 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Даниил, ҫавнашкал хушу тухнине пӗлсессӗн те, пӗрех килне кайнӑ; унта ҫӳлти пӳлӗмӗн Иерусалим енчи чӳречисем уҫӑ тӑнӑ; вӑл унта унчченхи пекех кунне виҫӗ хутчен кӗлтунӑ, чӗркуҫленсе ларса хӑй Туррине аслӑласа мухтанӑ.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Аслӑ пуҫлӑх хапхан тулашӗнчи пӑлтӑрӗнчен кӗрет те хапха юпи патне тӑрать; священниксем унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине тата унӑн тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парнине кӳрӗҫ; аслӑ пуҫлӑх вара хапха урати патӗнче Турра пуҫҫапӗ те каялла тухӗ, хапха каҫчен уҫӑ тӑрӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫак лаптӑкран пур енчен те пилӗкҫӗр шалча чухлӗ тӑваткал ҫӗр Турӑ Ҫурчӗ валли пулать, унӑн тавра аллӑ чике сарлакӑш уҫӑ вырӑн пулмалла.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Уҫӑ лаптӑкпа унти хуралтӑ умӗнче те пӳлӗмсем пур, вӗсем шалти картишӗн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ.10. В ширину стены двора к востоку перед площадью и перед зданием были комнаты.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл мана ҫурҫӗр ҫулӗпе шалти картиш патне илсе тухрӗ те уҫӑ лаптӑка хирӗҫ тата ҫурҫӗр енчи хуралтӑна хирӗҫ вырӑнаҫнӑ пӳлӗмсем патне илсе пычӗ, 2. ҫав вырӑн ҫурҫӗр алӑкӗсем патӗнче тӑршшӗпе ҫӗр чике, сарлакӑшӗпе аллӑ чике.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тулашне тухакан айккинчи пӳлӗмсен стени пилӗк чике сарлакӑш, Турӑ Ҫурчӗн айккинчи пӳлӗмӗсен ҫумӗнче уҫӑ вырӑн пур.
Иез 41 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.