Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кашни ҫыннӑн пурнӑҫӗнче пуласлӑх алӑкне уҫакан педагог пур.В жизни каждого человека есть педагог, открывший дверь в будущее.
Пуласлӑх алӑкне уҫать // Камила ФАЗУЛЛИНА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... at-3482451
Ҫакӑ сирӗнтен кашнийӗнех паллӑ ҫын, пысӑк ӑстаҫӑ тата чӑн-чӑн патриот пулса тӑма ҫул уҫакан тӗлӗнмелле май пуррине ҫирӗплетет.
Олег Николаев Пӗлӳ кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/09/01/gla ... et-s-dnem-
Кӗнекене уҫакан калав — «Хӗрлӗ ҫӑлтӑр».
Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.
Вӗсем хапха алӑкӗнчен чылай хушӑ шаккарӗҫ, анчах вӗсене уҫакан пулмарӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Унашкал мероприятисене халиччен ирттермен пирки ачасемшӗн ҫеҫ мар, журналистсемшӗн те вӑл хӑйнеевӗрлӗ ҫул уҫакан опыт пулчӗ.
Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche
Хапхана уҫакан пулмарӗ.
Икӗ ҫӑра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Чӳречисенчен те, крыльца алӑкӗнчен те вӑрахчен шаккарӗҫ — тухса уҫакан пулмарӗ.
Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Ҫакнашкал чуна уҫакан калаҫусем, пӗр-пӗринпе тӑтӑш хутшӑнни ӗнтӗ ҫемьери ӑнӑҫлӑх никӗсӗ пулса тӑрать те.
Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc
Ҫынсен куҫне уҫакан.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Чуна уҫакан ырӑ вӑхӑт-ҫке вӑл, ҫуркунне.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Эс шӑл йӗрсе ан тӑр-ха, чӑнах та, кӑшт чуна уҫакан кӗвӗ кала.
10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Алӑка уҫакан пулмарӗ.
6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Алӑк уҫакан Нетти сасси илтӗнчӗ те — тепӗр самантран Моргиана умне вӑтӑр ҫулсенчи самаях хитре, чӗрӗ сӑнлӑ, йӑрӑс пӳллӗ те лӑпкӑ, ҫӳллӗ хӗрарӑм кӗрсе тӑчӗ.
XV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Анчах та, ӑна кӑштах пӗлнӗ май, ҫав кӑтартусем вырӑнлӑ та витӗмлӗ пуласси мана иккӗлентермест; ҫакна эпир урамран курнипе — хӗрарӑмӑн чӳречене ирхи сад пахчинелле уҫакан аллисен хусканӑвӗсемпе — танлаштарма юрать-тӗр.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Авӑсса уҫакан шыв ҫав тери йывӑр, хускалми пекех, кӗсменсем тырӑ купинче путаҫҫӗ тейӗн!Отгребаемая вода казалась тяжелой и неподвижной, как если бы весла погружались в зерно.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.
Упа тытакан тени вӑл, хамӑр чӗлхепе, сейф уҫакан тенине пӗлтерет.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унта хура ялавлӑ, ҫӗҫӗпе хӑлаҫланакан хӑрушӑ командӑллӑ хурах-карапсем те; шыв сенкерлӗхӗнче виле тӗслӗ кӑвак ҫутӑпа ҫиҫсе йӑлтӑртатакан мӗлке-карапсем те; ҫар карапӗсем те — салтаксемпе, тупӑсемпе, музыкӑпа; вулкансене, ӳсен-тӑранпа чӗр чунсене пӑхса ҫӳрекен тӗпчев экспедицийӗсем те; сивлев вӑрттӑнлӑхлӑ, пӑлхавлӑ карапсем те; ҫӗнӗ ҫӗр уҫакан карапсемпе мыскара шыраса ҫӳрекен карапсем те пур.
II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Хӑйсен кун-ҫулӗнче пӗлӳ ҫурчӗн алӑкне пуҫласа уҫакан пултаруллӑ та ҫирӗп тӗллевлӗ пин-пин арҫын ачапа хӗрачашӑн вара пушшех те.
Михаил Игнатьев Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/09/01/news-3922265
Тимлӗн итлесе кашни сенатор мӗнпе чирленине палӑртнӑ хыҫҫӑн, тӑваттӑмӗш кунӗнче врачсем заседани пулмалли зала пыраҫҫӗ, заседани пуҫланиччен вӗсем кашни сенатора, вӗсем мӗнле чирсемпе чирленине шута илсе, лӑплантаракан, вар-хырӑма тасатакан, тӗрлӗ апатсене ҫӗрме пулӑшакан, ҫан-ҫурӑма ҫӑмӑллатакан, пуҫ мимине уҫакан, ватсене сыватакан, хавхалантаракан, хӑлхана ҫивӗчлетекен эмелсем параҫҫӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Унӑн страницисем уҫакан шӗвӗр пӳрни пӗтӗмпех ывӑнса ҫитрӗ.У него даже устал указательный палец, которым он переворачивал страницы.
V сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.