Шырав
Шырав ĕçĕ:
4. Пурте, — ватти те, вӗтти те, — тухса кайсан, ҫывӑрмалли пӳлӗмре Иудифь пӗр хӑй ҫеҫ тӑрса юлсан, вӑл Олоферн вырӑнӗ патне пынӑ та хӑй ӑшӗнче пӗтӗм чун-чӗринчен тилмӗрсе каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, пур вӑй-хӑватӑн Турри! ман аллӑм Иерусалима ҫӗклемешкӗн тӑвакан ӗҫ ҫине пӑхсамччӗ ҫак сехетре, 5. мӗншӗн тесессӗн халӗ Санӑн еткерне хӳтӗлеме, хам шутласа хунине пурӑнӑҫлама, пире хирӗҫ тӑнӑ тӑшмансене пӗтермелли вӑхӑт ҫитрӗ, тенӗ.
Иудифь 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Вара ӑна Озияпа пуҫлӑхсем каланӑ: канӑҫлӑ кай, сан умӑнта — пирӗн тӑшмансене тавӑракан Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр! тенӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эсир ҫак каҫ ҫӗрле хула хапхи патне тухса тӑрӑр, эпӗ унта хамӑн хӗрарӑм тарҫӑмпа пырӑп, эсир хулана тӑшмансене пама пулнӑ кунччен Ҫӳлхуҫа Израиле манӑн аллӑмпа пулӑшма ҫитӗ.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Лешӗсем ҫитнӗ, вара Иудифь вӗсене каланӑ: Ветилуя халӑхӗн пуҫлӑхӗсем, итлӗр-ха мана! сирӗн сӑмахӑр, паян халӑх умӗнче каланӑ сӑмахӑр, тӗрӗс мар, Турӑпа хӑвӑр хушшӑрта тупа туса, ҫак кунсенче пире Ҫӳлхуҫа пулӑшмасан, хулана хамӑрӑн тӑшмансене паратпӑр тени тӗрӗс мар.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ту тӑрринчи хула ҫыннисем вӗсене курсан, вӑрҫӑ кӑралӗпе авӑрланса, хула айккине ту тӑррине тухса тӑнӑ, чулрав тытнӑ ҫынсем кашнийӗ хӑйӗн ҫул-сукмакне сыхланӑ, тӑшмансене чулпа пенӗ.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вара Давидпа унӑн ҫыннисем Ваал-Перацим патне кайнӑ та унта филистимсене аркатса тӑкнӑ; ҫавӑн чухне Давид каланӑ: Турӑ манӑн тӑшмансене хамӑн аллӑмпах, пӗвене татса кайнӑ шыв пек, ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Давид вӗсене хирӗҫ тухнӑ та ҫапла каланӑ: эсир ман патӑма ырӑ кӑмӑлпа, мана пулӑшас тесе килтӗр пулсассӑн, манӑн сирӗнпе пӗр чӗре пултӑр; эхер те эсир мана аллӑм айӑплӑ мар ҫӗртенех ултавлӑ майпа тӑшмансене сутас шухӑшлӑ пулсассӑн, ҫакна аттемӗрсен Турри курса татса патӑр, тенӗ.
1 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Эпӗ хамӑн тӑшмансене хӑвалатӑп, вӗсене аркататӑп, вӗсене пӗтермесӗр каялла таврӑнмастӑп; 39. вӗсене ҫӗмӗретӗп, аркататӑп, вӗсем тӑраймаҫҫӗ, манӑн ура айне ӳкеҫҫӗ.
2 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Израиль ҫыннисем ӗнтӗ ҫав кун халтан кайса ҫитнӗ; анчах Саул [пӗр шухӑшламасӑр] халӑха тупаласа ҫапла каланӑ: кам та кам каҫчен, эпӗ хамӑн тӑшмансене тавӑриччен, ҫӑкӑр тутанса пӑхать, ҫавӑн патне ылхан ҫитет, тенӗ.
1 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Тӑшмансене хӑваласа вӗсем ӗшенсе [тата выҫса] ҫитнӗ пулнӑ.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Калӑттӑм Эпӗ: «сапаласа ярӑп вӗсене, ҫынсем хушшинчен ячӗсене те пӗтерӗп»; 27. тӑшмансене тарӑхтармашкӑн халлӗхе апла тумарӑм, вӗсен тӑшманӗсем: «пирӗн аллӑмӑр ҫӳлте, ҫакна Ҫӳлхуҫа мар, эпир турӑмӑр» тесе ан мухтанайччӑр.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.