Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнчӗ (тĕпĕ: тӑхӑн) more information about the word form can be found here.
— Ҫулла кам шӑнать? — тавӑрчӗ хӗр, ҫапах та алсине тӑхӑнчӗ.

Help to translate

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Элекҫи карттусне силлесе тӑхӑнчӗ те, йӗвенне йӑтса, шӑхӑрмасӑрах килнелле утрӗ.

Help to translate

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Кӑшт лӑплансан, вӑл сӑра курки ҫине виҫӗ-тӑватӑ икерчӗ хучӗ, сӑхманне тӑхӑнчӗ.

Help to translate

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Атте, ҫакна илтсен, кӗске сӑхманне тата ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те хӑвӑрт тухса кайрӗ, вара киле тӗттӗм пулсан тин каялла ҫитрӗ.

Help to translate

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тухтӑр сӑран алса тӑхӑнчӗ те тилхепене турткаларӗ.

Help to translate

Манехва // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Вара кӗпи-йӗмне хыпаланса тӑхӑнчӗ, урине сырчӗ те каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр килнелле васкарӗ.

Обулся и, не оглядываясь, ушел той же дорогой, что и пришел.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Янтул кӗрӗкне тӑхӑнчӗ.

…Яндул оделся, поблагодарил хозяина:

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӗлӗкне тӳрлетсе тӑхӑнчӗ.

Поправил шапку на голове.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Михайлов тупса панӑ кивӗ ҫӗлӗке тӑхӑнчӗ те вӑл урамалла ярса пусрӗ.

Натянув шапку, какую ему отыскал Михайлов, Яндул направился к выходу.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Савтепи кайсан Ивук хыҫалти алӑкран хӑмла картине тухрӗ, кӳлӗ хӗррине пырса карттусне юсаса тӑхӑнчӗ.

Савдеби ушла, а Ивук, радостно возбужденный, кинулся через заднюю калитку в хмельник, дошел огородом до озера, остановился, лихо насадил на голову картуз.

Хӗр кӑмӑлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тутаркасри кок-сагыз бригадин членӗ, туллирех кӑна шӑмшаклӑ, тап-таса пит-куҫлӑ Фатима пуху хыҫҫӑнах калушне тӑхӑнчӗ те ҫынсем умӗнчех ташша ячӗ.

Help to translate

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Чи малтан сухалӗпе ҫӳҫне кӗскетсе касса якатрӗ, мунча кӗрсе таса кӗпе-йӗм тӑхӑнчӗ, урине пӗҫ тӗп таран хура ҫӑматӑ тӑхӑнса ячӗ, вара, ҫур литр эрех чиксе, тӑвалла утрӗ.

Help to translate

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михала килтисем тухса кайсанах ҫири тумтирне хывса ӗҫ тумтирӗ тӑхӑнчӗ, унтан апат ҫиме лариччен малтан каллех кӑмкан патне пычӗ.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл тек тавлашса тӑма та шутламарӗ, ҫӗлӗкне пусса тӑхӑнчӗ те алӑк патнелле таплаттарчӗ.

Help to translate

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ вӑр-вар кӗрӗк тӑхӑнчӗ те кӑкшӑм йӑтса кӳршелле чупрӗ.

Help to translate

8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аслашшӗ пулӑшнипе Аспар хура тумтире аран тӑхӑнчӗ те тӗлӗнсе кайрӗ.

Help to translate

Ҫӗрлехи хӑна // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Вара унчченех хатӗрлесе хунӑ япалисене хупӑлчаллӑ карҫинккине чикрӗ те пальтине тӑхӑнчӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Хусана ҫитсен Павӑл пиччӗшӗ патне каяс умӗн Зина сулахай аллине упӑшкин аппӑшӗ парнеленӗ сулла тӑхӑнчӗ, сылтӑм алӑри ятсӑр пӳрнине куҫлӑ ҫӗрӗпе илемлетрӗ.

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каҫпулттипе Эльгеев, парикмахерскинчен тасалса килнӗскер, кӑвак диагональ костюмне тӑхӑнчӗ те малти пӳрт алӑкне хуллен шаккарӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ятламас васкамасӑр сӑхманне тӑхӑнчӗ те хӑйӗн умӗнче хӗр пек вӑтанчӑклӑн тӑракан Ухтепие икӗ аллипе пилӗкрен ыталаса илчӗ.

Help to translate

22. Алран вӗҫерӗннӗ ҫӑрттан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed