Шырав
Шырав ĕçĕ:
11. Ирод хӑйӗн салтакӗсемпе Ӑна хурласа, мӑшкӑлласа пӗтернӗ те, ҫутӑ тумтир тӑхӑнтартса, каялла Пилат патне янӑ.
Лк 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иисусран ҫапла мӑшкӑлласа тӑрансан, Ун ҫийӗнчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑй тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Мк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Мӑшкӑлласа тӑрансан Ун ҫинчен хӗрхӗлтӗм тумтире хывса илнӗ те, Хӑйӗн тумтирне тӑхӑнтартса, Ӑна пӑталама илсе кайнӑ.
Мф 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Вӗсем хушшинче пуринчен те ҫӳллӗрех ҫамрӑк пурччӗ, вӑл кашнинех пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартса ҫӳретчӗ; эпӗ ҫакна курса тӗлӗнсе тӑтӑм.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсене патша ҫуралнӑ кун кашни уйӑхрах пусахласа-ирӗксӗрлесе йӗрӗхсене чӳк кӳнӗ ҫӗре иле-иле кайнӑ, Дионис уявӗнче вара иудейсене, плющ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартса, Дионис ячӗпелен савӑнӑҫлӑн утакан халӑхпа пӗрле пыма хистенӗ.
2 Мак 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Элекҫӗсем вара, ӑна ҫапла тум тӑхӑнтартса хисепленине курсассӑн, пурте тарса пӗтнӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эрехпе супакансем хушшинче, аш-какайпа иртӗхекенсем хушшинче ан пул: 21. ӗҫкӗҫӗпе ҫӑтӑх ҫын ҫука тӑрса юлаҫҫӗ, сӳрӗклӗх сана ҫӗтӗк тум тӑхӑнтартса ярӗ.
Ытар 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. «Лаша пек, ӑссӑр ашак пек ан пулӑр: хӑвна итлеттерес тесессӗн вӗсене йӗвен тӑхӑнтартса ҫӑварлӑхлас пулать».
Пс 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Аман вара тумтирпе урхамах илнӗ те Мардохее ҫав тума тӑхӑнтартса, урхамах ҫине лартса хула варрине илсе тухнӑ, ун умӗнчен: патша чыслама шут тытнӑ ҫынна акӑ епле хисеплеҫҫӗ! тесе кӑшкӑрса пынӑ.
Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вара парне вырӑнӗ ҫинчи кӗле тасатса, ӑна хӗрхӗлтӗм виткӗчпе витсе хурӗҫ; 14. парне вырӑнӗ умӗнче кӗлӗ тунӑ чухне тыткалакан мӗнпур хатӗр-хӗтӗре — кӑмрӑк ӑскӑчӗсене, юплешкисене, калакӗсене тата чашӑкӗсене, парне вырӑнӗн мӗнпур савӑтне — парне вырӑнӗ ҫине хурӗҫ те, ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе, каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тапӑрӑн ҫула тапранса тухмалла пулсассӑн, Ааронпа унӑн ывӑлӗсем кӗрӗҫ те, хупӑрласа тӑракан чаршава илсе, унпа Турӑ ирӗкне пӗлтерекен саккун арчине витӗҫ; 6. унтан ун ҫине кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивитти витӗҫ, ҫиелтен пӗтӗмӗшпе сенкер ҫӑмран тунӑ вителӗк витӗҫ, вара каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 7. Турӑ умне хумалли ҫӑкӑрсен сӗтелне те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗчпе витӗҫ, ун ҫине чарисене, тирӗкӗсене, чашӑкӗсене, ӑсса ямалли куркисене лартӗҫ; ун ҫинче яланхи ҫӑкӑрӗ те пулмалла; 8. вӗсем ҫине йӑмӑх хӗрлӗ виткӗч витӗҫ, ӑна ҫиелтен тата кӑвак тӗслӗ сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса хурӗҫ; 9. унтан сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч илӗҫ те ҫутаткӑҫа, унӑн лампадисене, хӗскӗчӗсене, ӑскӑчӗсене тата ун таврашӗнче тыткалакан йывӑҫ ҫӑвӗ ямалли мӗнпур савӑтне витсе хурӗҫ; 10. унтан вара ӑна, унӑн мӗнпур хатӗр-хӗтӗрне кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витӗҫ те ҫӗклевӗҫ ҫине лартса хурӗҫ; 11. ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ ҫине те сенкер ҫӑмран тунӑ виткӗч витӗҫ, унтан ӑна кӑвак сӑрантан тунӑ ҫивиттипе витсе хурӗҫ те каштисене тӑхӑнтартса ярӗҫ.
Йыш 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Каштисене ситтим йывӑҫӗнчен тунӑ, вӗсене пӑхӑр сӑрнӑ; 7. парне вырӑнне ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн айккинчи ункӑсене каштасем тӑхӑнтартса хунӑ; ӑна шалта хӑвӑл хӑварса хӑмаран тунӑ.
Тух 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Унтан ситтим йывӑҫӗнчен каштасем тунӑ: кӗлӗ чатӑрӗн пӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, 32. кӗлӗ чатӑрӗн тепӗр енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта, кӗлӗ чатӑрӗн хыҫал енчи пӑрӑсӗсем валли пилӗк кашта тунӑ; 33. унтан витӗр ямалли кашта тунӑ, вӑл пӑрӑссем витӗр пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиех тухнӑ; 34. пӑрӑссене ылтӑн сӑрнӑ, каштисене тӑхӑнтартса хумалли ункӑсене те ылтӑнран тунӑ, каштисене те ылтӑн сӑрнӑ.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Аароншӑн тунӑ сӑваплӑ тумтир ун хыҫҫӑн кайран унӑн ывӑлӗсене тивӗҫӗ; вӗсене ҫав тумтире тӑхӑнтартса, ҫу сӗрсе, священник тивлетне парӗҫ; 30. Аарон ывӑлӗсенчен пӗри, унӑн вырӑнне пулас [аслӑ] священник — сӑваплӑ пӳлӗмре кӗлӗ тумашкӑн пуху чатӑрне кӗрес ҫын — ҫав тумтире ҫичӗ кун хушши тӑхӑнса ҫӳремелле.
Тух 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.