Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑхӑнтартрӗҫ (тĕпĕ: тӑхӑнтарт) more information about the word form can be found here.
Вӗсем асламӑшӗнне чӗрӗ ҫип ҫӑмхипе хулӑн йӗп илчӗҫ, ҫип ҫине пилеш ҫырлисене тӑхӑнтартрӗҫ те хӑйсен мӑйӗсем ҫине ҫакса ячӗҫ.

Они взяли у бабушки клубок суровых ниток и толстую иголку, нанизали на нитки ягоды и надели себе на шею.

Вӑрман парнисем // Николай Резюков. Воронкова, Любовь. Тантӑшсем шкула каяҫҫӗ; вырӑсларан Н.Резюков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 48 с.

Лӑплантармалли аран тӑхӑнтартрӗҫ.

Смирительную еле надели.

1946-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Ӑна ҫеҫенхирте тытрӗҫ, хутора илсе пырса вӗлернӗ хӗрлӗармеецӑн ҫи-пуҫне савӑнӑҫлӑн тӑхӑнтартрӗҫ, винтовкӑна мӗнле тыткаламаллине кӑтартрӗҫ, вӑрахчен хӗҫне касма вӗрентсе аппаланчӗҫ.

Его захватили в степи, привели в хутор и торжественно обрядили в снятое с убитого красноармейца обмундирование, показали, как обращаться с винтовкой, долго учили владеть шашкой.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗтӗм сотньӑна тумлантарчӗҫ, тӑхӑнтартрӗҫ, тутлӑ шӑршӑллӑ пируссем ярса пачӗҫ, ҫавах — япӑх.

Всю сотню одели, обули, пахучих папиросов прислали, а все одно — плохо…

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӗсем чаплӑ модельер Валентин Юдашкин патӗнче ятарласа гварди майор тумӗ ҫӗлеттерсе тӑхӑнтартрӗҫ.

Они одели на меня праздничную форму гвардии майора, которую изготовили у модельера Валентина Юдашкина.

Геннадий Волков: «Пурне те ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине упрама пиллетӗп» // Тантӑш. http://yaltch.cap.ru/news/2010/02/02/gen ... -am258sh27

Хӗрача пысӑклансан, ӑна пӑхаканӗ Радӑна послушница пулма хушрӗ — хӗр-манах пулмашкӑн хатӗрленме хушрӗ эппин — ӑна хӗр-манахсен хура тумтирне тӑхӑнтартрӗҫ.

Когда девочка подросла, покровительница заставила ее сделаться послушницей — то есть готовиться к пострижению в монахини — и одела в черную иноческую одежду.

XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Маргаритӑпа Федор сиссе те ӗлкӗреймерӗҫ, хӑйсене ҫавӑрса илнӗ хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсем вӗсене вӑрӑм трос ҫинче ҫакӑнса тӑракан тимӗр пиҫиххисем тӑхӑнтартрӗҫ те саккӑрмӗш класс ачисем тӳпенелле ҫӗкленме пуҫларӗҫ.

Маргарита и Федор не успели моргнуть глазом, как те люди, которые только что держали их на прицеле, подбежали к ним, пристегнули им какие-то металлические пояса с тонкими тросами, что-то загудело и дернуло, и восьмиклассники полетели в небо,

Вуннӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Мана каллех кӗрӗк тӑхӑнтартрӗҫ, пӑртакҫӑ грим сӗрчӗҫ.

Меня снова одели в тулупчик, слегка подгримировали.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Манӑн мӑя мӑйкӑч тӑхӑнтартрӗҫ.

Мне накинули на шею петлю.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк. Тапӑну // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫурӗҫ ӑна, 1797 ҫултах ҫӗлетнӗ мундирне тӑхӑнтартрӗҫ.

Вымыли его, одели в мундир, сшитый еще в 1797 году.

IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Яшран чикӗ хӳтӗлевҫи пултӑр тесе 3 хут кӗпе тӑхӑнтартрӗҫ.

Help to translate

Хравути Пуххи ентешлӗхе пухрӗ // Николай Смирнов. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вара унӑн пуҫне таса кидар тӑхӑнтартрӗҫ, ӑна тумлантарчӗҫ; Ҫӳлхуҫа Ангелӗ ура ҫинче тӑратчӗ.

И возложили чистый кидар на голову его и облекли его в одежду; Ангел же Господень стоял.

Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Ун патӗнче савӑнакан халӑх шавӗ илтӗнсе тӑчӗ, хура халӑх ҫыннисем ҫумне пушхиртен килнӗ ӗҫкӗҫӗсене хутшӑнтарчӗҫ; кусем вара вӗсен аллине сулӑсем, пуҫне илемлӗ пуҫкӑшӑль тӑхӑнтартрӗҫ.

42. И раздавался голос народа, ликовавшего у нее, и к людям из толпы народной вводимы были пьяницы из пустыни; и они возлагали на руки их запястья и на головы их красивые венки.

Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Унӑн асаилӗвӗн пӗр сыпӑкӗпе сире те паллаштарам эппин: «...Вӑрҫа эпир 1941 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайрӑмӑр. Йӗпреҫе ҫитрӗмӗр, кунта лашасем пуҫтартӑмӑр та пуйӑса лартӑмӑр. Темиҫе кун кайнӑ хыҫҫӑн Мускава ҫитрӗмӗр. Тӗп хуларан Ленинград еннелле выртакан ҫул ҫинчи ҫар ҫыннисем хатӗрлекен Боровичи хулинче чарӑнтӑмӑр. Фронт валли пухнӑ лашасене шӑпах ҫавӑнта антарса хӑвартӑмӑр. Хамӑра Ленинграда илсе кайрӗҫ. Тӑван ҫӗршывпа Финлянди чиккине хӳтӗленӗ ҫӗрте тӑтӑмӑр, финсемпе ҫапӑҫӑва кӗме те тӳр килчӗ. 900 кун пынӑ блокадӑна та чӑтса ирттерме тиврӗ. Блокада ункине татса янӑ ҫӗре те хутшӑннӑ. 1943 ҫулта Синявино текен шурлӑхлӑ вырӑнта ҫапӑҫрӑм. Кунта 5 кун ӑша пӗр татӑк апат ямасӑр пурӑнтӑмӑр. Шӑпах ҫав тытӑҫура мана йывӑр амантрӗҫ. Госпитальте ҫур ҫул сывалма тиврӗ. Самайлансан фронта тепӗр хут ӑсантӑм. Эстоние, Литвана, Новгород, Псков хулисене ирӗке кӑларассишӗн пынӑ хӗрӳ ҫапӑҫусенче пултӑм. Пирӗн ҫарсем малаллах шурӗҫ, тӑшмана хӑваласа Польша ҫӗрне кӗтӗмӗр. Ӑна ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссие фашистсен тыткӑнӗнчен хӑтарма пырса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче /пуш уйӑхӗччӗ ун чухне/ Висла шывӗ урлӑ кимӗпе каҫнӑ чухне пирӗн ҫине нимӗҫ самолечӗсем бомба тӑкма тытӑнчӗҫ. Вӑйлӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ ҫаврӑнса ӳкрӗ. 20 салтакран пӗр эпӗ кӑна чӗрӗ юлтӑм пуль. Мана салтак шинелӗ хӑтарса хӑварчӗ. Кимӗ ҫине лариччен тӳмесене вӗҫертсе янӑччӗ. Шинель шыв ҫинче ҫунат пекех сарӑлса выртрӗ, путма памасӑр анлӑ юханшыв урлӑ тӗрӗс-тӗкеллӗн ишсе каҫма пулӑшрӗ. Ҫыран хӗррине ҫитсен пӗр йывӑҫ тураттинчен ярса тытрӑм. Мана, вӑйран кайнӑскере, хамӑр салтаксем асӑрхарӗҫ, шывран тухма пулӑшрӗҫ. Витӗрех йӗпеннӗ тумтире улӑштарса тӑхӑнтартрӗҫ, ҫур черкке спирт ӗҫтерчӗҫ. Саперсен ушкӑнӗпе пӗрле тепӗр кимӗ ҫине ларса Висла урлӑ каҫрӑмӑр. Нимӗҫсене хӑваларӑмӑр. Кунта пысӑках мар завод пурччӗ /спирт завочӗ пулнӑ иккен-ха вӑл/. Ӑна фашист йыттисенчен туртса илессишӗн ир пуҫласа каҫченех ҫапӑҫрӑмӑр. Шӑпах ҫавӑнта пирӗн ҫарсен артиллерийӗ атакӑлама тытӑнчӗ. Эпир те, пехотӑрисем, тӑшман ҫине хӑюллӑн кӗрсе кайрӑмӑр. Мана кунта каллех амантрӗҫ, тепӗр 2 уйӑх госпитальте выртрӑм. Сывалсан Мурманск хулинчен эшелонпа Япони еннелле илсе кайрӗҫ, кунта Япони самурайӗсемпе тытӑҫма тиврӗ. 1945 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче нумай хут аманнӑ салтаксене киле ямалли ҫинчен калакан приказ тухрӗ».

Help to translate

Салтак шинелӗ ҫӑлса хӑварнӑ // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed