Шырав
Шырав ĕçĕ:
Путене ҫунаттисем тӗслӗ калпак тӑхӑнтарнӑ пӗчӗк пуҫӗ минтер ҫинче йывӑррӑн выртать: куҫӗсене вӑл ҫывӑракан ҫын пек мар вӑйсӑррӑн хупнӑ: хӑрпахсӑр тӑрса юлнӑ ватӑ куҫсем шыҫса ҫыпҫӑннӑ пек туйӑнаҫҫӗ.
XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Кайӑкла Игоррот хӑйӗн сӑмсине тӑхӑнтарнӑ ҫӗнӗ ункӑпа мухтаннӑ пекех мухтанатчӗ.
Сысна ҫури йӑли // В. Абакаев. О. Генри. Сысна ҫӳри йӑли // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 118-126 с.
Форш-тевен ҫине, сӑмса вӗҫне ҫыпӑҫтарнӑ пек, канатран ҫыхса тунӑ хулӑн минтер тӑхӑнтарнӑ пӗчӗк буксирлӑ катер, «Красин» борчӗ ҫумне минтерӗпе тӗкӗнчӗ те, карапа ансӑр бухтӑран кӑларас тесе, тӗртме пуҫларӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Хӗрӗн ӳт-пӗвӗ вӑлта хулли пек ирӗккӗн те хитре авкаланать; хӗр кӗрен кӗпе вӗҫҫӗн кӑна; кӗпи кӑкӑрӗ ҫинче тата йӑрӑс пӗҫҫисене ҫыпӑҫса тӑп тытса тӑрать; пӗвӗ тӳрленсе тӑрсанах, вара тачӑ лексе тӑракан кӗпи айӗнче сывланӑ май, хӑпарса тӑракан кӑкӑрӗ уҫҫӑн те илемлӗн, хӗрлӗ чувекки тӑхӑнтарнӑ тӑп-тӑп кӑна пӗчӗк ури формине улӑштармасӑрах ҫӗр ҫине пыра-пыра пусать; ҫаннисене тавӑрса лартнӑ вӑйлӑ аллисем, мускулӗсене хытарса, ҫиленнӗ тейӗн ҫав, кӗреҫепе сулкалашаҫҫӗ; тарӑн та хура куҫӗсем хушӑран Оленин ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ.
XXIV // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ятсӑр пӳрнине тӑхӑнтарнӑ ахаль кӑна кӗмӗл ҫӗррине именчӗклӗн ҫавӑркаласа, хӗр пакӑлтатса кайрӗ:В смущении поворачивая простенькое серебряное колечко на безымянном пальце, она пролепетала:
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Урине вӗсем унӑнне ҫамрӑк качака тирӗнчен ӑсталанӑ хӗрлӗ сандали тӑхӑнтарнӑ, тӗттӗмрех вут тӗслӗ кӑтрисене типӗтнӗ те шултра хура ӗнчӗ ҫипсемпе ҫивӗтлесе янӑ, аллисене чӑнкӑртатса тӑракан сулӑсемпе хитрелетсе эрешленӗ.
VII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
— Акӑ турӑ мӑнкунччен усрасан, чуптӑвӑпӑр, — терӗ Агафья Матвеевна тӗлӗнмесӗр, именмесӗр, шикленмесӗр, хӑмӑт тӑхӑнтарнӑ чухнехи лаша пек, пӗр хускалмасӑр тӳрӗ тӑрса.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ашшӗ ӑна хӑрах аллипе ҫухаран ярса тытнӑ, хапхаран ҫавӑтса тухнӑ, пуҫне картуз тӑхӑнтарнӑ та ураран ӳкмеллех хыҫалтан тапнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӑна ҫуса тасатнӑ, аялти кӗпе-йӗмӗпе ҫиелти тумне улӑштарса тӑхӑнтарнӑ, Андрюша каллех ҫур талӑк тап-таса, хӑйне йӗркеллӗ тытакан ача пек ҫӳренӗ; каҫа хирӗҫ вара, тепӗр чухне ире хирӗҫ те, ӑна, каллех вараланса, ҫуркаланса пӗтнӗскере, палласа илмелле марскере, кам та пулин сӗтӗрсе ҫитернӗ, е хресченсем утӑ лавӗ ҫине хурса килнӗ, е вӑл тепӗр чухне пулӑҫӑсемпе пӗрле кимӗре, тетел ҫинче ҫывӑрса килнӗ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ытти пӳлӗмсенчи сӗтел-пукана чехолсем тӑхӑнтарнӑ, чӳрече каррисене карса хунӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сулахай аллин сарса янӑ пуҫ пӳрни ҫине палитра тӑхӑнтарнӑ, вӑл картининчен те илемлӗрех — тӑрӑхла ҫаврака хӑма, ун ҫинче пӗтӗм краскасем — тинӗсӗн тӗрлӗ тӗсӗсем, пӗлӗт, тӑм, сирень, курӑк, шурӑ пӗлӗт тӗсӗсем юмахри пек илемлӗ сапаланса выртаҫҫӗ…
XLV. Ҫиле май // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Пӗрин коробки ҫинче лакпа сӗрнӗ, хура куҫлӑ цыган хӗрӗ, унӑн хӗрлӗ тутисем мӑкӑрланакан папирос хыпнӑ, хура ҫӳҫӗсем ҫине роза чечекӗ тӑхӑнтарнӑ, «Цыганка» мӗнпурӗ те пилӗк коробкӑшӑн ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен цыган хӗрӗсен сӑнне пилӗк таран ҫеҫ ӳкернӗ.
XXII. Ҫывӑхри армансем // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Нимӗҫ хӑмӑчӗсем тӑхӑнтарнӑ лашасем тӑрӑх, кучер тӑрӑх, фургонӑн «Пӑр завочӗ» тесе ҫырнӑ шурӑ стени тӑрӑх ҫӳлтен аялалла ула-чӑла мӗлке шӑвать.
XII. «Лаша тейӗн тата!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӗсен ҫӗнӗ хунавӗсем хутаҫланса, калпак тӑхӑнтарнӑ пек, кӑнтса тӑраҫҫӗ.Их новые побеги торчали острыми стручками, как бы завернутыми в сафьяновые чехольчики.
X. Килте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Машина ҫутӑ хӑлчӑка пӗлӗт пек вӗрсе кӑларать Хӑлчӑк, ҫӑмӑллӑн вӗҫсе саланса, йӗри-таврана, пахчари ҫумкурӑксем ҫине, типе пуҫланӑ помидор аврисем ҫине тата кайӑксене хӑратма туса лартнӑ, дворянсен хӗрлӗ кӑшӑллӑ ҫӗтӗк картузне тӑхӑнтарнӑ мӗлке ҫине — чӗнтӗр пек анса ларса хуплать.
IV. Шӑвармалли вырӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Башньӑсем ҫинчи рубин ҫӑлтӑрсем ҫине, кӑнтӑрла ан ҫиҫсе тӑччӑр тесе, михӗсем тӑхӑнтарнӑ.На звезды кремлевских башен были надеты защитные чехлы, чтобы они не блестели днем.
8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Катя мана хӑйӗн ашшӗ ҫинчен каласа панӑ чухне, эпӗ унӑн ашшӗн сӑнне тахҫанхи карточка ҫинче, погонлӑ китель, шурӑ чехол тӑхӑнтарнӑ картузпа ларнине курнӑ самантсенче, унӑн кӗнекисене вуланӑ вӑхӑтра, ҫакӑ вӑл тахҫан ӗлӗк, эпӗ Энскран тухса кайиччен темиҫе ҫул маларах пулса иртнӗ пек туйӑнатчӗ маншӑн.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ пӗчӗкҫӗ-ха, ҫӳҫӗме кастарнӑ манне, шалпар шӑлавар тӑхӑнтарнӑ хама.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Башкирец алӑк урати урлӑ аран-аран каҫрӗ (унӑн урисене колодка тӑхӑнтарнӑ пулнӑ), вӑрӑм ҫӗлӗкне хывса, алӑк патне тӑчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Калӑп тӑхӑнтарнӑ атӑ тасатса тӑракан ҫар ҫынни лакей ӑна: улпут ҫывӑрать, вун пӗр сехете ҫитиччен никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936