Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑваш Енри «Острая Роза» пальто, ҫиелтен тӑхӑнмалли ытти тумтире ҫӗлет.
Чӑваш ҫӗвӗҫӗсем Мускаври курава хутшӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35881.html
Юлашки залра кантӑк шкапра ҫулла тӑхӑнмалли летчик тумӗ ҫакӑнса тӑрать.
В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
Сунара кайнӑ чух тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ…
В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.
«Биш бүләк» этномастерскойӗнче Пушкӑртстанри культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, халӑх мастерӗн - Людмила Романован чӑваш хӗрарӑмӗсен пуҫне тӑхӑнмалли тумӗсен куравӗ ӗҫлет.
Йӑх-тымарсем патне таврӑнни // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... ni-3389027
Вӑл кашни фестиваль кунӗ валли тӗрлӗ тӑхӑнмалли илсе килнӗ.
Узбекистанри ухӑҫӑ пушкӑрт ӑратӗнчи лашасен ырӑ кӑмӑлне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... tn-3387192
Ачасем чӑвашсен пуҫ тӑхӑнмалли хатӗрсене кӑсӑкланса пӑхнӑ, вӗсене пуринчен те ытларах чӑваш тумӗ тӑхӑнтартнӑ пукансем интереслентернӗ.
«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354
Ахаль куҫлӑх, хӗвелте тӑхӑнмалли хура куҫлӑх.
1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.
Ӗҫре тӑхӑнмалли ҫи-пуҫ, выртса тӑмалли япаласем илсе общежитие вырнаҫнӑ хыҫҫӑн эпир те алла кӗреҫе тытрӑмӑр.
Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.
Ӑстасен коллекцийӗнче 15 ҫула яхӑн пуҫтарӑннӑ илемлӗ тӗрӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, вун-вун ытла эреш шутланать.
Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/
Вӑл тӑхӑнмалли япаласене пуҫтарса чӑматана чикрӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Тӑхӑнмалли те япӑхчӗ, ура шӑнатчӗ, йӗпе-сапара йӗпенетчӗ, сивӗре шӑнса ларатчӗ.
Пурӑнатпӑр-ха, тӑван, пурӑнатпӑр... // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... uranatpar/
Хӑмӑртарах кивӗ, хӗлле тӑхӑнмалли тӑршӑннӑ пиншакне, чавси сӗркеленсе ҫӗтӗлнӗскере, пӗр тӳмепе ҫеҫ тӳмеленӗ, юрӑхсӑра тухнӑ шалпар тӗксӗм шӑлаварпа, саланнӑ тӗссӗр пушмакпа.
Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.
Унӑн пурнӑҫри пӗртен-пӗр ӗмӗчӗ те халӗ — хӗлле тӑхӑнмалли пиншак туянасси — ҫав ҫӑмартапах ҫыхӑннӑ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Ула Тимӗр, аллинче пуш сетка тытса (хӗлле тӑхӑнмалли ҫи-пуҫне аппӑшӗпе ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнчех киле ӑсатнӑччӗ), Шупашкарӑн сӗвекрех пӗр урамӗн хӑма ҫапса майланӑ тротуарӗпе хӑйне перӗнсе-сӗртӗнсе иртекен ҫынсен хушшипе «симӗс пасаралла» мӑкӑлтатрӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Укҫа та яланах кӗсье тулли унӑн, тӑхӑнмалли те темӗн те пур.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Вара хӗр аптранипе тумтир улӑштарса тӑхӑнмалли пӳлӗме кӗчӗ, шкаф хыҫӗнчи тенкел ҫине таянчӗ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Симӑпа Тамара иккӗмӗш сменӑна килнӗ рабочисене ӗҫ вырӑнне парса хӑварчӗҫ те тум улӑштарса тӑхӑнмалли пӳлӗме чупрӗҫ, душ айӗнче ҫӑвӑнса тасалчӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Симакова тек тытӑнса тӑмарӗ, вӑрт ҫаврӑнчӗ те иккӗмӗш хуталла, ҫи-пуҫсене улӑштарса тӑхӑнмалли пӳлӗмелле, чупса кайрӗ.
3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
— Мана уявсенче тӑхӑнмалли хура костюмпа лакпа сӑрланӑ пушмак тата туя килсе пар-ха.— Дай мне черный парадный костюм, лакированные туфли и трость.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Залӗ те йӑлтӑртатакан бал залӗ мар, тумтир хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, вӑлах вестибюль; чӳречисене хура хутпа карнӑ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.