Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫӑпан» тесенех пирӗн сӗме пӳрлӗ ӳт-тир шыҫҫин чун-чӗре тӗпӗнченех хыпкӑчланса туртӑнакан тӑсӑлчӑк, хаяр ыратӑвӗ ток пек килсе ҫапать, ӑс-пуҫа хура кӗркуннехи каҫпултти сӗмлӗхӗ ҫӑтса ярать, ҫан-ҫурӑм, тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе те чу! туртӑнкаласа, сӳ! ҫӳҫенсе каять, хӑшӗ-пӗрин тата пит-куҫӗ те нушаллӑн «курчӑланса», ҫатракаланса нӗрсӗрленӗ, ҫӳҫӗ те чӑшӑл ҫӗкленӗ.
Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.
Стар кулма-и унта е ырлавлӑн чӗлхипе шаклаттарма-и — ҫӑварне уҫнӑччӗ кӑна — пач кӗтмен ҫӗртен тӑсӑлчӑк, кӗре алӑсем ун урисен тӗлне пӗчӗк кӳлепепе пӗрле лаплатрӗҫ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
— Биче Сениэль? — терӗ вӑл таса та тӑсӑлчӑк, юриех сӳрӗк сасӑпа.— Биче Сениэль? — сказала она искусственно равнодушным голосом, чистым и протяжным.
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Сӑрт ҫинче ҫӳлевӗҫ сасси хавхаллӑн янӑрарӗ, лӑпланчӗ те — каллех вӑйланса хурлӑхлӑ та тӑсӑлчӑк хӑратӑва куҫрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Арӑслан сунарҫӑ енне кӑкӑрӗпе тӑнӑ, питӗ тимлӗ, хӳри тӑсӑлчӑк, ҫине-ҫинех силленет, — халь-халь сиксе ӳкеслӗх палӑрӑмӗ.
ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Анчах карӑ хыҫӗнче никам та ҫук; вӑл хупланӑ хӳтлӗх пуш-пушӑ — пултӑр е алкум евӗрскер, пӗчӗк коридор пек самаях тӑсӑлчӑк.
VII. Зимбауэни каварҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Кунашкал чухне урайне тӳме е мӗнле те пулин ытти вак япала ӳкниех «ӑҫта каяс?» ыйтӑва кӑмӑл-туйӑмӑн тӑсӑлчӑк ӗренкинчен самантрах кӑларать.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Фабрикӑн тӑсӑлчӑк стени хӗрринче — марсиансен нумай пинлӗ ушкӑнӗ; пӑтратнӑ кӑткӑ тӗмӗ евӗр хумханать, хавха.У длинной, фабричной стены волновалась, точно потревоженный муравейник, многотысячная толпа марсиан.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чӳрече леш енче вӗҫсе каякан киммӗн тӑсӑлчӑк шӑхӑрӑвӗ илтӗнсе кайрӗ.
Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Лось вырӑн ҫинчен ҫӗкленнӗ авӑкра чӳречерен йывӑҫсен тӑсӑлчӑк мӗлкисем курӑнатчӗҫ ӗнтӗ.Когда Лось поднялся с постели, — в окно были видны длинные тени от деревьев.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
- 1