Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлать (тĕпĕ: тӑсӑл) more information about the word form can be found here.
Дон казакӗсен пӗр пайӗ пуҫланӑ восстани ӗнтӗ темиҫе эрнене тӑсӑлать.

Восстание части донского казачества тянется уже ряд недель.

LVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Аялта, Чирӑн тепӗр енче, Каргински станица вырнаҫнӑ, ун хыҫӗнче, ҫемҫен авӑнкаласа, вырӑнӗ-вырӑнӗпе тип ҫырмасемпе варсем таткаланӑ ҫеҫенхир кӑнтӑралла тӑсӑлать.

Внизу, по ту сторону Чира, лежала Каргинская, за ней на много верст мягким сувалком уходила на юг степь, кое-где перерезанная поперек балками и логами.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пур ҫӗрте те ҫил урлӑ-пирлӗ ҫулласа пӗтернӗ ҫара шурӑ тӳремлӗх тӑсӑлать.

Кругом, наперекрест, прилизанная ветрами, белая голая равнина.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗри-тавралла ултавлӑн та нарасталлӑн юр кӑвакарса выртать, ыйхӑ килтерекен шурӑ хӗл тӑсӑлать.

А кругом предательски и невинно голубеет снег, дремотная и белая лежит зима…

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӗри-тавралла, — куҫпа виҫме пулнӑ таран, — вӗҫӗ-хӗррисӗр ешӗл инҫет, чӗтренсе юхакан ӑрша, кӑнтӑрлахи шӑрӑхпа тӑлланнӑ авалхи ҫеҫенхир тӑсӑлать тата пӗлӗт хӗрринче юмахри пек ытарлӑ та утса-чупса ҫитме ҫук сарлака кӑкӑрлӑ тӗссӗр кӑвак тӗмеске палӑрать.

А кругом — насколько хватал глаз — зеленый необъятный простор, дрожащие струи марева, полуденным зноем скованная древняя степь и на горизонте недосягаем и сказочен — сизый грудастый курган.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каргински станицинчен кӑнтӑрарахра тӑршшӗпе ҫирӗм сакӑр, урлӑшӗпе ултӑ ҫухрӑм лаптӑкӑш мӗн авалтанах сухаламан пӑрлак ҫеҫенхир тӑсӑлать.

К югу от станицы Каргинской, на двадцать восемь верст в длину и шесть в ширину, разлеглась целинная, извеку не паханная заповедная степь.

II // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Калаҫу тата ҫур сехет патне тӑсӑлать.

Разговоры длились еще в течение получаса.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кӑшт сылтӑмарахра, хир еннелле сӑмсаланса тухакан вӑрман хыҫӗнче, этем ури халиччен утса курман ҫулсем ҫинчен аса илтерсе, снарядсем алтса пӗтернӗ шоссе тӑсӑлать.

Правее, за выпятившимся лесным мысом, тянулось разбитое снарядами шоссе, напоминая о не исхоженных еще путях.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шыв хӗррипе курӑк пусса илнӗ ансӑр тӑкӑрлӑк тӑсӑлать, сӗвек те чуллӑ ҫыран патӗнче татӑлать.

К берегу тянется узенькая, поросшая бурьяном улочка, она обрывается у некрутого спуска, ведущего на отлогий и каменистый берег.

XXVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манӑн пуҫӑм ҫемҫен сулкаланать, ҫӳлте ҫутӑ-кӑвак пӗлӗт ҫӳхе пурҫӑн пек тӑсӑлать, таҫта пӗлӗт айӗнче — чӗтресе тӑракан тӑри.» Ҫук, эпӗ темле урӑхла юрататӑп ҫак тӗнчене, аслӑ уй-хире, тусанлӑ ҫула, вӑкӑрсем ерипен утса пынине…

Надо мной голубое-голубое облачко растянулось так, как кисея в полете, и где-то в поднебесье — дрожащая точечка жаворонка… Нет, я как-то по-особенному люблю этот простор полей, пыльную дорогу, медленную поступь быков…

XXII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Пятигорска ҫитичченех Сергее урӑх ним те курӑнмарӗ, ҫак тӑвӑн пысӑк кӳлепи анчах курӑнса тӑчӗ, ун ҫинче тӗл-тӗл тӗттӗм-симӗс вӑрман тӑсӑлать, тӗл-тӗл ҫӑра вӗтлӗх кӑтраланать, е хӗвел ҫинче ҫерем йӑлтӑртатса выртать, е ту хушшинчи тарӑн варсем хуралаҫҫӗ, е ту сӑмсахӗсем хӗрелеҫҫӗ, — вӗсем ҫине ӑмӑрткайӑксем йӑва тунӑ…

Так Сергей уже до самого Пятигорска ничего не видел, кроме нее, на Бештау расстилался лес малахитового оттенка, тянулись курчавые заросли, блестели на солнце травянистые поляны, темнели прорези ущелий или краснели скалы с орлиными гнездами…

XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ӑна хӑтлӑх кӗртмелли ӗҫсен программи пилӗк ҫулах (!) тӑсӑлать.

Help to translate

Ҫӗпрелӗнче халӗ ҫӗлен урине хуҫмасть // Сувар. http://suvargazeta.ru/index.php/news/pir ... ne-hucmast

Сӑрт ярӑмӗ ҫывӑхри вӑрмана ҫитичченех мӑкӑрӑлса тӑсӑлать, малта ҫинҫе ҫулсемпе касӑлса выртакан тырпул хирӗсем шупкан курӑнаҫҫӗ, унтан каллех ешӗл ҫутӑ клевер лаптӑкӗсем.

Взгорье горбилось до ближнего леса, дальше белесились хлеба, перерезанные дорогой, и опять зеленые глянцевые ломти клевера.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗвеланӑҫ еннелле — урам, вӑл площадь витӗр тухса, улӑхалла тӑсӑлать.

На запад — улица, пронизывающая площадь, бегущая к займищу.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чылая тӑсӑлать, сарлакӑшӗ — пин те тӑватҫӗр метр.

Далеко тянется, ширина — тысяча четыреста метров.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

«Победа» хытӑрах та хытӑрах чупнипе ярӑнса пырать, унпа юнашар, ҫул хӗррине ҫитиччен, машинӑн курпун мӗлки тӑсӑлать.

«Победа», набирая скорость, покачивалась, а рядом с ней, протянувшись до кювета, мчалась горбатая тень.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пурнӑҫ вара ӗлӗкхиллех тӑсӑлать.

И жизнь идет по-старому.

XX // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Олейник отделенийӗ вырнаҫнӑ вӑтаҫӗрти блиндаж пӑтӗнчен тылалла тарӑн алтса тунӑ кукӑр-макӑр ҫул тӑсӑлать.

От центрального блиндажа взвода, где разместилось отделение Олейника, извилистый ход сообщения уходил в тыл.

XX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫав тери ударлӑ «1-мӗш №-лӗ объект» тесе, партизансем каменоломньӑн чи аякри секторӗсенчен пӗринче касса шӑтарнӑ ҫӗнӗ ансӑр штольнӑна ят панӑ, унта тахҫанах чул кӑларман, пӑрахӑҫа тухнӑ горизонт темиҫе километра тӑсӑлать.

«Объектом № 1», чрезвычайным и сверхударным, партизаны величали новую узкую штольню, которую прорезали теперь в одном из самых отдаленных секторов каменоломен, где тянулся на километры заброшенный, давно не разрабатываемый горизонт.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Лампочкӑран шӗвӗртнӗ кӑранташ вӗҫӗ пек, шӗвӗр те пӗчӗк ҫулӑм пайӑрки курӑнчӗ; вӑл пӗрре тӑсӑлать, тепре кӗскелет те таврана кӑшт ҫеҫ ҫутатать: тикӗс мар тоннеле, лутра чул маччана…

Из лампочки высунулся, как карандаш из вставочки, остренький штифтик пламени, который становился то длиннее, то короче, и освещал вокруг небольшое пространство: неровности тоннеля, низкий потолок из камня.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed