Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрӑхӗнче (тĕпĕ: тӑрӑх) more information about the word form can be found here.
Хӑйсен спортри ӑсталӑхне, юрӑ-ташӑ пултарулӑхне кӑтартма кашни ял тӑрӑхӗнче, райадминистрацинче, районти тӗп больницӑра, тӗп библиотекӑпа НФЦра ӗҫлекенсем йышлӑн килнӗ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Тӑрӑм ял тӑрӑхӗнче хальхи вӑхӑтра 90 ҫултан иртнӗ тӑватӑ ватӑ пурӑнать.

На сегодняшний день в Сабанчинском сельском поселении живут 4 старожила, которым больше 90 лет.

Ӗҫ ветеранне чысланӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

2015 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 577,3 пин арҫын пурӑнать, вӗсенчен 41 проценчӗ ял тӑрӑхӗнче тӗпленнӗ.

К 1 январю 2015 года в республике проживают 577,3 тысячи мужчин, из них 41 процент обосновались в деревне.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Чӑваш меценачӗсене халалланӑ иртнӗ уйӑхри кӑларӑмра вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче-ҫирӗммӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Етӗрне тӑрӑхӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцевсем пирки кӑштах ҫырсаччӗ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Республикӑра 554 гидрохатӗр, вӑл шутра хуҫасӑрри - 3 /Етӗрне районӗнче - 1, Канаш тӑрӑхӗнче - 2/.

Help to translate

Эпир - малтисен йышĕнче, е Аван хаклав татах туртăнма хистет // Юрий СЕРГЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Хӳтлӗх кӗтекенсем вара Пӑла тӑрӑхӗнче сахал мар.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ял библиотекин библиотекарӗ А.Г.Ефремова, культура ӗҫченӗ Р.В.Смирнова ял тӑрӑхӗнче кӑҫал йӗркелеме палӑртнӑ мероприятисен планӗпе паллаштарчӗҫ.

Help to translate

Ĕçчен çын яланах хисепре // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Каҫал тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснисем пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ пулнине тӗслӗхпе ҫирӗплетеҫҫӗ.

Help to translate

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Тукай ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем сывӑ пурнӑҫ йӗркине ҫирӗп пӑхӑнаҫҫӗ, тӑтӑшах тӗрлӗ спорт, культура мероприятийӗсем йӗркелеҫҫӗ.

Жители Тугаевского сельского поселения крепко придерживаются здоровому образу жизни, регулярно организуют различные спортивные, культурные мероприятия.

Унра вăй-хал тапса тăрать // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Тутаркасси ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансене Ҫӗнӗ Тутаркассинчи участок больницин стационарӗнче выртса сипленме 6 койка-вырӑн ҫеҫ хӑварни кулянтарать.

Help to translate

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ят-сум ҫӗнсе илнӗ клубӑн пуҫламӑш утӑмӗсем ҫӑмӑлах пулман.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Елчӗк тӑрӑхӗнче ял хуҫалӑх таварне туса илекенсен 5 списокне тунӑ: ял хуҫалӑх организацийӗсем, фермер хуҫалӑхӗсем, сад, пахча, граждансен коммерциллӗ мар дача пӗрлешӗвӗсем, хушма хуҫалӑх тытса пыма, уйрӑм ҫурт-йӗр лартма ҫӗр илнӗ граждансем.

Help to translate

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫак пӗлтерӗшлӗ мероприятие мӗнле хатӗрленеҫҫӗ-ха?

Help to translate

Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Ҫавӑнпа та Сарапакасси тӑрӑхӗнче юр кайса пӗтессе кӗтмесӗрех ҫак ӗҫе кӳлӗнеҫҫӗ.

Поэтому в Сарабакасинском поселении к этой работе приступают не ожидая таяния снега.

Ял халӑхӗ савӑнать… мӑнукӗсем – мӑнаҫланаҫҫӗ // ТАТЬЯНА МАЙОРОВА. «Тӑван Ен», 2016.02.16

Чӑваш Енри Гидрометцентр ҫитес 24 сехетре Атӑлҫи тӑрӑхӗнче Ксин циклон пулассине пӗлтерет.

Гидрометцентр Чувашской Республики сообщает о циклоне Ксин в ближайшие 24 часа в Волжском регионе.

Гидрометцентр асӑрхаттарать! // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/11617.html

Тунтикун ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Комсомольски тӑрӑхӗнче пулчӗ.

Help to translate

Ырӑ улшӑнусем пулмаллах // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed