Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шкулӗ вӑрманпромхоз кантурӗнчен инҫех мар, тӑрӑхла пӗр ҫуртра вырнаҫнӑ.
19 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Тинӗссен хушшинче вырнаҫнӑ тӑрӑхла утравсенче — Японире чи хаклӑ минтерсене йывӑҫран ӑсталанӑ.
Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Унӑн тирне сӗвеҫҫӗ, ӑна тӑрӑхла касса ҫураҫҫӗ те ҫурӑм шӑммине кӑларса илеҫҫӗ.С нее снимают шкуру, рассекают ее вдоль на две части и вынимают из нее позвоночный столб.
Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Хӑнасем тӑрӑхла сак ҫине ларса тухрӗҫ.
6 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.
…Вӑрахчен пуҫне усса ларчӗ халь Анатолий Семенович дача ҫумӗнчи тӑрӑхла сак ҫинче, ҫӗрте выртакан Бианка ҫине пӗкӗрӗлсех пӑхрӗ, унӑн ытла та кӗске пурнӑҫӗнчи уйрӑм самантсене аса илчӗ.
III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Художник тӑрӑхла пӳлӗм варринче, кавир витнӗ диван ҫинче, журнал вуласа ларать.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
Тӑрӑхла ҫенӗке кӗтӗмӗр.
XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Ҫурчӗ ҫурт пулма ӗлкӗреймен-ха ку, хапи кӑна теес пулать: тимӗр-бетон юпасем тата вӗсен ҫине тӑрӑхла ҫакнӑ панельсен виҫӗ речӗ.
XIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Амӑшӗпе хӗрӗ, тӑрӑхла сакӑн пӗр пуҫне кӑштах шутарса, уҫӑ алӑкран комбайн курӑнмалла ларчӗҫ.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Малти пӳлӗмре — икӗ тӑрӑхла сак, вӑрӑм та ансӑр сӗтел; шалта — жнейка ларкӑчӗсенчен тунӑ виҫӗ пукан, мӑрьесӗр тимӗр кӑмака, йывӑҫ кравать; кунта та сӗтел пур, анчах вӑл пӗчӗккӗскер кӑна, чӳрече айне, стена ҫумне, вырнаҫтарнӑскер.
II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Малти пӳрт ӑш-чиккине пӑхса ҫаврӑнма ӗлкӗртӗм-ха эпӗ — курмалли нимех те ҫук пек туйӑнчӗ: пысӑк кӑмакара, тӑрӑхла саксем, клеенка сарнӑ тӑваткал сӗтел, холодильник.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Стена ҫумне ҫакнӑ динамик умӗнче пуҫне каҫӑртса тӑракан Сулагаев мӗкӗльт каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те сехет ҫӑмаххи пек сулкаланса илсе тӑрӑхла сак ҫине нӑч ларчӗ:
10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Пилӗк чӳречеллӗ кермен пек пысӑк пӳртне те, тӑрӑхла сарайне те, ампарне те, мунчине те, лаҫне те — пурне те шурӑ кирпӗчрен купаланӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вулав залӗнче хӗрлӗ ҫитсӑпа витнӗ тӑрӑхла пысӑк сӗтел ҫинче ҫӗнӗ журналсем, хаҫат ҫыххисем выртаҫҫӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Туллирех тӑрӑхла пит ҫӑмартийӗ яп-яка, пӗркеленчӗк таврашӗ ҫук, ҫӑка хуппи тӗслӗ хӑмӑр хулӑн пуҫӗнче те кӑвак пӗрчӗсем курӑнсах каймаҫҫӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Юхан шыв хӗрринелле анакан вӑрӑм урам пуҫӗнчи ҫӳллӗ вырӑнта колхоз правленийӗн кирпӗчрен тунӑ тӑрӑхла пысӑк ҫурчӗ кермен пек саркаланса ларать.
12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ку тӗлте Юрмейкейкинсен килӗ: урама тӑрӑхла пысӑк пӳрт.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Сат варринчи сар кайӑк пек Чӗкеҫ чепчен чӗлхеллӗ; Ирхи сывлӑм тумламӗ пек Чӗкеҫ таса, илемлӗ: Кӑтра хӗриллӗ ҫырӑ ҫӳҫ, Тӑрӑхла тӗксӗм хура куҫ, Хура ҫинҫе куҫ харши, Авӑнса тӑран ҫӳхе тути, Сентел тӗсӗ пит ҫӑмарти, Яштак пӳ те тӳрӗ ура — Пӳрнӗ хӗре пурнӑҫра!
II. Чӗкеҫ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Пӑши Павӑлӗ тӑрӑхла сак ҫинче тутлӑ тӗлӗк курса выртать.
Ҫумкка ҫум ҫумлать // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 23–26 с.
Тӑрӑхла питлӗ.
Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.