Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑратчӗ (тĕпĕ: тӑр) more information about the word form can be found here.
Пӗчӗк сестра вара ялан тенӗ пекех ман умра тӑратчӗ.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл илӗртмесӗрех ахаль те чун кӑсӑкланса тӑратчӗ.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Юлташӗн юлашки сӑмахӗсене илтмесӗр юлчӗ Ҫимун — хапха умӗнче Улюна тӑратчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун кӗнӗ чух Архип Григорьевич хӑрӑмланнӑ лампа тӑррине тасатса тӑратчӗ.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӗлӗкрех час-час ҫырса тӑратчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ирхи апат ҫикеленӗ Кулюкка авӑн ҫапнӑ ҫӗре тухма хатӗрленсе тӑратчӗ, виҫ-тӑватӑ хӗрарӑм килсе кӗчӗҫ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яланах хӗвелпе пӗрле тӑратчӗ те хӗвел ансан тин умри пир саппунне пӑтаран ҫакса хуратчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Лешӗ хӑмач ҫине «Добро пожаловать» тесе ҫырнине трибуна ҫумне ҫапса тӑратчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑрҫӑ пуҫламӑш кунӗсенче вӑл пит тарӑн шухӑшах кайман — хамӑр ҫӗршыв вӑйлине, тӑшмана часах ҫапса аркатасса ӗненсе тӑратчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Правлени ҫуртне тирпейлесе пурӑнакан хусах хӗрарӑм Сӑпани те, хӑй ӗҫне пӗтерсе, стена ҫумӗнчи тӗкӗр умӗнче тутӑрне юсакаласа тӑратчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи кӑсӑкли — пӳрт тӑрринче туратлӑ вӑрӑм шӑчӑ ҫинче телевизор антенни кӑнтарса тӑратчӗ, тата…

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Халиччен те Христос тӗнне йышӑнман чӑвашсем ҫав тӑрӑхра ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ тесе калани пирӗн асра тӑратчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Килте йыттисене апат парсах тӑратчӗ.

Help to translate

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Пӗр енчен, манӑн вӗсене пулӑшас та килетчӗ, тепӗр енчен, темӗн чарса тӑратчӗ.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Юнӗ вӗресе тӑратчӗ Чиканӑн.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Юрик Пигаваев вӑр-вар ачаччӗ, чупас енӗпе яланах шкулта ҫӗнтерӳҫӗсен шутӗнче тӑратчӗ.

Help to translate

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Татьяна ача чухнехи пек карусель патне пырса тӑрса уяв тумӗллӗ ҫамрӑксем ун ҫинче ярӑннине-ҫаврӑннине пӑхса тӑратчӗ.

Help to translate

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Калля пичче ун чух пахчинчи ҫурхи шыва уҫса тӑратчӗ.

Help to translate

Калля пичче култарать // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 9 с.

Суракан пилӗкне аллипе сӑтӑркаласа тӑратчӗ.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ман пата вӑл фронта пӗрмаях ҫырса тӑратчӗ.

Help to translate

33 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed