Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр листи тепӗрне ҫӑтса яма хатӗр тӑраканскерсене епле пӗр купа ҫине хумалла пулать-ха?Как же можно сваливать их в одну кучу, когда одна листовка другую сожрать готова?
IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Ку сасӑсем Джойспа Гэнтера, хӗвелтухӑҫ еннерех тӑраканскерсене, асӑрхаманни ҫинчен ҫирӗплетсе пачӗҫ пулин те, эпир часрах васкама йышӑнтӑмӑр.
XVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ашшӗпе Маякина, — ун ҫинчен куҫ илмесӗр тӑраканскерсене, — Фоман ҫак ларайман характерӗ чылаях шиклентернӗ.
III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Тисса ҫывӑхнерех ӗҫлекен венгерсем совет ҫӗршывӗнчи колхозниксене, тамба ҫинче тӑраканскерсене, паҫӑрах асӑрхарӗҫ.Венгры, которые работали ближе к Тиссе, давно заметили советских колхозников, стоявших на дамбе.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Иртсе пынӑ чух вӑл тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем купаласа тунӑ брустверсене, траншейӑсемпе тупӑсене курчӗ, хӑй ҫулӗ ҫинче выртакан осколкӑсемпе бомбӑсем ҫине пыра-пыра такӑнчӗ, — ҫаксене вӑл пурне те, тупӑсенчен персе тӑнипе пӗр вӗҫӗмсӗр ҫуталса тӑраканскерсене, пӗрре кӑна мар курнӑ, лайӑх пӗлет.
16 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эпӗ шурӑ алӑк ҫине пӑхрӑм та пурне те — Николай Антоныча, карчӑка, Катьӑна, — Марья Васильевна выртакан носилка тавра тӑраканскерсене, асӑрхаса юлтӑм пулас.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
35. Ҫапах та, унччен хӑйсем патне тӳперен пӗрре ҫеҫ мар пулӑшу аннине асра тытса, вӗсем, ачисене кӑкӑртан уйӑрса, пурте пӗр шухӑшлӑн ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ, 36. вара пур тӗрлӗ пуҫлӑха та тытса тӑракан Пуҫлӑха чунтан-вартан тархасланӑ, хӑйсене, ӗнтӗ тамӑк хапхи умӗнчех тӑраканскерсене, хӗрхенме, пулӑшу пама йӑлӑннӑ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Хамӑр тусӑмӑрсене, Иудея халӑхне, пирӗн умӑрта хӑйсен тивӗҫне тӗрӗс туса тӑраканскерсене, пирӗнпе ырӑ кӑмӑллӑ пурӑннӑшӑн эпир ырӑ тума шухӑшларӑмӑр.
1 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1