Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрайми (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Гангренӑна пула вӗриленсе кайнипе эпӗ тӑтӑшах тӑрайми пулаттӑм.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Виҫӗ кун, ҫапса пӑрахнӑн, тӑрайми выртнӑ, укол та, эмел те пулӑшайман.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Чӑтса тӑрайми кӳренӳрен куҫҫӳлӗсем капланса юхрӗҫ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Анчах ним тумасӑр, лӑпкӑ пурнӑҫпа пурӑнни вӑл — пӗр-пӗр самантра вырӑн ҫинчен пачах та тӑрайми пулассине пӗлтерет.

Help to translate

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Астӑватӑн-и, Караҫӑм: пӑрулас умӗн эпӗ ура ҫине те тӑрайми пултӑм.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫын вӗлере-вӗлере ура ҫинче тӑрайми пулнӑ вӑл.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Е эпӗ ывӑннипе тирӗнсе кайса ура ҫине тӑрайми пуласса кӗтет-ши?..»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тен, ури ҫине тӑрайми пуличченех «ӗмнӗ» пулӗччӗ.

Help to translate

Аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 32–36 с.

Чӗлхесӗр янавар выҫӑ вилет, тӑрайми пулнӑ, эсӗ пӗр апат ҫименнишӗн калаҫан.

Да там бедняжка несчастная с голоду умирает, встать не может, а ты о своем брюхе печешься!

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хусан ку ҫӗр-шыва хӑй тытса тӑрайми пулчӗ, халӗ вӑл ӑна Сафа-Гирее ҫӑлса хӑварнӑшӑн, Мускав лартнӑ хана Хусантан хӑваласа янӑшӑн ирӗксӗрех нухайсене парать.

Help to translate

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ял ҫыннисем ура ҫинче тӑрайми пулнӑ ҫынна мӑрса кӑшт та пулин хӗрхенӗ тесе шутланӑччӗ, ҫук иккен, Тукай чӗри хӗрхенӳ мӗн иккенне пачах пӗлмест иккен.

Help to translate

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Агафья Петровна вырӑнтан тӑрайми пулса кайрӗ, вара ун патӗнче кунӗн-ҫӗрӗн, тенӗ пек, лармалла пулчӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кунсерен тенӗ пек виҫӗ, тӑватӑ ашак тӑрайми выртать те — чӗр чунсене тискер кайӑксене тӑрантарма пӑрахса хӑвараҫҫӗ.

Каждый день издыхали три-четыре осла; больных животных оставляли на съедение диким зверям.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫапӑҫура кам тӑшмана пӗтӗмӗшпех халтан ярса тек хирӗҫ тӑрайми тӑвать, ҫав ҫӗнтерет.

Победа в бою достается тому войску, которое своими ударами успеет настолько обессилить другое войско, что оно уже не может более сопротивляться.

Ҫапасси тата хӳтӗленесси // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Чӑтса тӑрайми ҫилӗллӗ сасӑ хытӑран хытӑ ҫухӑрни илтӗнет.

Нетерпеливый, свирепый голос его становился все громче и визгливее.

V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Апатсӑр пурӑнакан лашасем урисем ҫине тӑрайми пулчӗҫ.

Некормленые лошади до того обессилели, что уже не могли стоять и вповалку лежали в конюшнях.

XII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Ун ҫине пӑхма та пултараймастӑп эпӗ: вӑл мана чӑтса тӑрайми мӑшкӑл кӑтартрӗ, пӗтӗм ятӑма ячӗ».

Я не могу смотреть на него; он нанес мне смертную обиду, оскорбил честь мою.

IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.

Тыткӑнрисем ӗнтӗ чӑтса тӑрайми пулса ҫитнӗ.

А пленных уже нетерпенье одолевает.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Вӗсем, ытлашши хумханса ӳкнипе хӑйсем черечӗ ҫитичченех ура ҫинче тӑрайми пулаҫҫӗ.

Они были не в силах выстоять на ногах до своей очереди.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пурнӑҫра куҫ ҫӗклейми пурлӑх тума вӑй ҫитернӗ хура халӑх хӑй чӑтса тӑрайми хурлӑх курать, хуҫасен хура вӑйне пӑхӑнса, вӑл кӗлмӗҫе тухать, чун хавалӗ мӑкалнине пула вӑхӑт-вӑхӑт чи ҫывӑх юлташне те курайми пулса ҫитет…

И вот люди, своими руками создающие несметные богатства, по воле своих хозяев остаются нищими, идут по миру за подаянием и в конце концов начинают ненавидеть друг друга, близкого и родного человека…

IX. Юлташсен тупи // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed