Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑрайман (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
«Ытла нумаях тытӑнса тӑрайман ҫав.

— Да нет, недолго.

Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Ара, эпир санран пӗр-икӗ сӑмах илтесшӗн, — лӑпкӑн каларӗ текех чӑтса тӑрайман Укахви, ашшӗн йӗпе пиншакне кӑмака ҫине ҫакса.

Help to translate

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ачисем аякра пурӑннӑран кил-ҫурта тытса тӑрайман, юхӑнтӑрса янӑ, унтан сутма йышӑну тунӑ.

Help to translate

Тылри паттӑрлӑха упракан кунчӑкри йӗркесем // Алексей СЕМЕНОВ. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d1%82%d1% ... %b5%d1%81/

Вӑл хӑйне тытса тӑрайман пирки, — пиншак тӳмисене пӗрре вӗҫертет, тепре тӳмелет.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Клиникӑри палатӑна касаматпа танлаштарни нихӑш енчен те килӗшмелле япала мар ӗнтӗ, анчах вырӑн ҫинчен тӑрайман чирлӗ ҫыншӑн тутлӑ апат-ҫимӗҫ те ним тутисӗр пулнӑ, ҫемҫе минтер те хыттӑн туйӑннӑ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Виҫӗ ҫула ҫитиччен, тӗлӗнтермӗш, ура ҫине тӑрайман, пуҫ купташки чӳлмек пек пулнӑ, чылайччен ҫӳҫ те шӑтман, тетчӗ анне.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аҫа ҫапнӑн аптӑратакан, хальлӗхе сӑмах пулса тӑрайман шухӑш хӗре хӑратсах пӑрахрӗ.

Девушка испугалась мысли, которая, как громом, поразила ее, хотя еще не стала словами.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Мӗне кирлӗ нимӗн пӗлмен, хирӗҫ тӑрайман халӑх?

Help to translate

Ӑҫта бюрократизм — ҫавӑнта коррупци // Николай Матросов. «Сувар», 2010.01.15, 3,4,6№

Пулас айӑпран мӗнле майпа хӑтӑлассине вӑл хӑй те лайӑхах уҫҫӑн курса тӑрайман.

Видно было, что он и сам не особенно ясно себе представляет, как избежать обещанного наказания.

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ӳсӗре-ӳсӗре Тильс сывлаймиех пулнӑ, хавшак пырӗн юн тымарӗ татӑлнӑ; ватӑскер халсӑрланнӑ, вырӑнпах выртнӑ та икӗ кунран урӑх тӑрайман.

Тильс кашлял и задыхался так долго, что в его слабом горле лопнул кровеносный сосуд; старик ослабел, лег и через два дня не встал.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 405–414 с.

Хирӗҫ тӑрайман чӗрчуна вӗлермешкӗн алӑ ҫӗклеме, вӑл сиенлӗ тискер кайӑк пулсан та, епле хӑйӑн.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен шкулне ҫӳрекен Юра, паллах, ҫакна лӑпкӑн пӑхса тӑрайман: вӑл пӗчӗккисен хутне кӗрсе лешсемпе хирӗҫсе кайнӑ.

Help to translate

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Сылтӑм фланг чӑтса тӑрайман.

Он заколебался.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Йышӑннӑ ҫирӗп хака вырӑнти советсемпе управӑсем тытса тӑрайман, — тырӑ спекулянтсен аллине кайнӑ, ӑна кулаксем иле-иле пухнӑ.

Местные советы и управы не могли справиться с твердыми ценами, — хлеб шел к спекулянтам, скупался кулаками.

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ватӑ фельдмаршал пирвайхи хут ҫапӑҫусенче салтаксенчен уйӑрӑлнӑ, чирпе, йывӑр походсемпе, сурансемпе аптӑранӑскер, вырӑн ҫинчен тӑрайман, вӑл Пруссин пӗчӗк хулинче вилнӗ.

А старый фельдмаршал впервые оставил в бою своих солдат и, изнуренный болезнью, тяжелыми походами, ранами, прикованный к постели, умирал в маленьком прусском городке.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ҫав ҫапӑҫура вырӑс салтакӗсен паттӑрлӑхне хирӗҫ Наполеон ҫарӗн нимӗнле вӑй-хӑвачӗ те чӑтса тӑрайман.

о которые разбились все усилия армии Наполеона.

V сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Ултӑ партизан хӗрӗх полицейскине хирӗҫ тытӑнса тӑрайман.

Шесть партизан не могли устоять против сорока полицейских.

Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Карчӑк, юлашки черккине ӗҫсе, пуҫне сулла пуҫласан, Макҫӑм тӳссе тӑрайман.

И когда она, выпив последнюю рюмку, замотала головой, Максимка не выдержал.

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Ҫӗр ҫинчен тӑрайман вара вӑл — унӑн хӑрах ури хуҫӑлнӑ иккен.

Встать он уже не мог — одна нога оказалась сломанной.

Тӗлпулу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Галилей ҫапла хӑй пит ӑнӑҫлӑ ӗҫленине кура, текех сӑмах чӗнмесӗр чӑтса тӑрайман.

После своих замечательных открытий Галилей не мог больше молчать.

Галилео Галилей тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed