Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑра the word is in our database.
тӑра (тĕпĕ: тӑра) more information about the word form can be found here.
Ила Фирцӑра кермен пуҫлӑхӗ Арса ҫуртӗнче ӗҫсе ӳсӗрӗлсессӗн, 10. Замврий кӗнӗ те ун патне вӗлернӗ ӑна, ун вырӑнне хӑй патшана ларнӑ; ҫакӑ вӑл Аса Иудея патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине пулнӑ.

Когда он в Фирце напился допьяна в доме Арсы, начальствующего над дворцом в Фирце, 10. тогда вошел Замврий, поразил его и умертвил его, в двадцать седьмой год Асы, царя Иудейского, и воцарился вместо него.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм улттӑмӗш ҫулхине Ила, Вааса ывӑлӗ, Фирца хулинче Израиль патши пулса тӑнӑ, патшара икӗ ҫул хушши ларнӑ.

8. В двадцать шестой год Асы, царя Иудейского, воцарился Ила, сын Ваасы, над Израилем в Фирце, и царствовал два года.

3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Иеровоам ывӑлӗ Нават вара Аса Иудея патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа иккӗмӗш ҫулхине Израиль патшине ларнӑ, Израиле икӗ ҫул тытса тӑнӑ.

25. Нават же, сын Иеровоамов, воцарился над Израилем во второй год Асы, царя Иудейского, и царствовал над Израилем два года.

3 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Соломон ҫапла Сидон йӗрӗхне Астартӑна, аммонсен йӗрӗнчӗкне Милхома пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.

5. И стал Соломон служить Астарте, божеству Сидонскому, и Милхому, мерзости Аммонитской.

3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫапла вӑл Соломон патша патне килнӗ те ун патӗнче тӗрлӗрен ӗҫ туса тӑра пуҫланӑ: 15. ҫапла вӑл вунсакӑршар чике ҫӳллӗш икӗ пӑхӑр юпа тунӑ, икӗ юпине те йӗри-тавра вуникӗ чике тӑршшӗ сӑнчӑр явакласа тӑнӑ; 16. юпасене илемлӗн тӑрӑлама Хирам пӑхӑртан икӗ кӑшӑл шӑратса кӑларнӑ: пӗр кӑшӑлӗ пилӗк чике ҫӳллӗш, тепӗр кӑшӑлӗ те пилӗк чике ҫӳллӗшех пулнӑ; 17. юпа тӑрринчи кӑшӑлсем валли ала евӗрлӗ виткӗҫсем ҫыхнӑ, вӑчӑра евӗрлӗ сӑнчӑрсем тунӑ: пӗр кӑшӑлӗ ҫинче вӗсем ҫиччӗ, тепӗр кӑшӑлӗ ҫинче те ҫиччӗ пулнӑ.

И пришел он к царю Соломону и производил у него всякие работы: 15. и сделал он два медных столба, каждый в восемнадцать локтей вышиною, и снурок в двенадцать локтей обнимал окружность того и другого столба; 16. и два венца, вылитых из меди, он сделал, чтобы положить на верху столбов: пять локтей вышины в одном венце и пять локтей вышины в другом венце; 17. сетки плетеной работы и снурки в виде цепочек для венцов, которые были на верху столбов: семь на одном венце и семь на другом венце.

3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Израиль ывӑлӗсем Египет ҫӗрӗнчен тухнӑранпа тӑватҫӗр сакӑрвуннӑмӗш ҫулхине, Соломон Израиль патшалӑхне тытса тӑра пуҫланӑранпа тӑваттӑмӗш ҫулхине иккӗмӗш уйӑхра, зиф уйӑхӗнче, Соломон Ҫӳлхуҫа Ҫуртне тума пуҫланӑ.

1. В четыреста восьмидесятом году по исшествии сынов Израилевых из земли Египетской, в четвертый год царствования Соломонова над Израилем, в месяц Зиф, который есть второй месяц, начал он строить храм Господу.

3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вара вӑл хӑйне валли ҫар ураписем, утлӑ ҫар ҫыннисем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.

И завел себе колесницы и всадников и пятьдесят человек скороходов.

3 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом хӑйне валли ҫар ураписемпе лашасем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ.

1. После сего Авессалом завел у себя колесницы и лошадей и пятьдесят скороходов.

2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.

8. Но когда умер Иисус, сын Навин, раб Господень, будучи ста десяти лет, 9. и похоронили его в пределе удела его в Фамнаф-Сараи, на горе Ефремовой, на север от горы Гааша; 10. и когда весь народ оный отошел к отцам своим, и восстал после них другой род, который не знал Господа и дел Его, какие Он делал Израилю, - 11. тогда сыны Израилевы стали делать злое пред очами Господа и стали служить Ваалам; 12. оставили Господа Бога отцов своих, Который вывел их из земли Египетской, и обратились к другим богам, богам народов, окружавших их, и стали поклоняться им, и раздражили Господа; 13. оставили Господа и стали служить Ваалу и Астартам.

Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Иерихон ҫывӑхӗнче тӑнӑ чухне Иисус пӑхнӑ та акӑ курах каять: ун умӗнче пӗр ҫын тӑра парать, аллинче хӑйӗн — йӗнӗрен кӑларнӑ хӗҫ.

13. Иисус, находясь близ Иерихона, взглянул, и видит, и вот стоит пред ним человек, и в руке его обнаженный меч.

Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

31. Израиль ывӑлӗсене патша тытса тӑра пуҫличчен Эдом ҫӗрӗнче патшара ларнӑ патшасем ҫаксем: 32. Эдомра Бела, Веор ывӑлӗ, патшара ларнӑ, унӑн хули Дингава ятлӑ.

31. Вот цари, царствовавшие в земле Едома, прежде царствования царей у сынов Израилевых: 32. царствовал в Едоме Бела, сын Веоров, а имя городу его Дингава.

Пулт 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Никам та мар — Хура Ҫимун тӑра парать ун умӗнче!

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Махмут диген салдатнӑн этилерӗ мӑнда тӑра микен, — ыйтрӗ Хумкка, тутарла чиперех калаҫаканскер.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн чӗри ӗнтӗ хӑйне тӑра шыв ҫине кӑларасран хӑранипе мар, Ҫтаппанпа Макҫӑм кӗмӗл укҫасене илме кӗрсе кайнӑ пек шутласа канӑҫсарланма тытӑнчӗ.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсен умӗнче вӑрӑм сӑхманлӑ, пуҫне ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, урине шурӑ пир тӑлапа ҫӑпата сырнӑ ҫын тӑра парать.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫаврӑнтӑм та, ман умра кӗрен-хӗрлӗ пысӑк чечеклӗ те ҫӳҫеллӗ тутрине каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ хӗрарӑм тӑра парать.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ун хыҫӗнче Римма тӑра парать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Салтакла вӑшт ҫеҫ чӗннӗ еннелле ҫаврӑнтӑм: пилӗк-ултӑ метрта «хӑрушсӑрлӑх техники» тӑра парать.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Умӗнче пӗр ҫӑмламас шуйттан тӑра парать, хӗп-хӗрлӗскер.

Help to translate

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кунталлах ҫывхаратчӗ трактор, анчах кӗҫех шӑпланчӗ те, хӑлхара вӑр-ман шавӗ ҫеҫ кашласа тӑра пуҫларӗ.

Help to translate

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed