Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑмасӑрах (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Эсир Мидхатпа тухса кайни ҫине пӑхса тӑмасӑрах чиксе хунӑ.

Help to translate

11 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Эпир килтӗмӗр уш вӑрҫӑран! — кӑшкӑрать те Шӑнкӑрч, чупса пырса, алӑка тул енчен сӑлӑп хурать; кушак шӑтӑкӗнчен чиксе, тепре тӑрслаттарать пӑшалпа; шалта мӗн пулса иртнине пӑхса тӑмасӑрах, килнелле ӳсӗр ҫын пек лап-лап утса каять.

Help to translate

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫав ҫынна хирӗҫ пӗр утӑм ярса пусрӑм, вӑл та мана хирӗҫ килчӗ.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

— Пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах вӑрҫа тухса кайнӑ пулӑттӑм.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Нумай шухӑшласа тӑмасӑрах ун патнелле упалентӗм.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Киоскра чечек ҫыххи туянса, вӑл урӑх иккӗленсе тӑмасӑрах, Светлана пурӑнакан хваттер еннелле утрӗ.

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Вӗсем санӑн нумай-и, сахал-и — пӗлместӗп, анчах пуриншӗн те, нимӗн калаҫса тӑмасӑрах, вунӑ пин тенкӗ паратӑп».

Help to translate

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Виҫҫӗмӗш приступ вӑхӑтӗнче пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх килсе тухма пултарать, ҫавӑнпа эсир малашне кӑштах ыратнине сиссесӗнех, нимӗн тӑхтаса тӑмасӑрах врачсем патне кайӑр», — сӗннӗччӗ мана ун чухне хирург.

Help to translate

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хуш, эпӗ ним тӑхтаса тӑмасӑрах, халех…

Help to translate

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ара, мӗн каласси, чарӑнса тӑмасӑрах иртеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хирӗҫ чӗнекен пулманнипе аптӑранӑ хӗрарӑм ури ҫине тӑмасӑрах, пӳрт алӑкне аран уҫкаласа, шалалла кӗрсе ӳкрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюккапа ӑнӑҫлӑ тӗл пулни, нумай вакланса тӑмасӑрах пӗр-пӗрне ӑнланни Ҫӗпритуна савӑнтарчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хушасса кӗтетӗп, хуҫа, — шухӑшласа тӑмасӑрах килӗшрӗ лешӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Суя паспорт ку! — шухӑшласа тӑмасӑрах эхлетрӗ Мошков.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Эсӗ анра сурӑх! — шухӑшласа тӑмасӑрах патлаттарчӗ Анук.

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та вӑл нумай шухӑшласа тӑмасӑрах май тупрӗ.

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук урӑх ним шухӑшласа тӑмасӑрах платниксем шыраса тупрӗ, вӗсемпе вите, сурӑх карти тата пӗчӗк аслӑк тума калаҫса татӑлчӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пасара ҫитсен, лашине кӑкарчӗ те, ним чарӑнса тӑмасӑрах выльӑх-чӗрлӗх урамне кайрӗҫ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Паян-ыран таврӑнасса кӗтетӗп — ним шухӑшласа тӑмасӑрах хуравларӗ Анук.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Михха ятлаҫса кайса хур кӳме тытӑннӑ пулсан, Анук ним шухӑшласа тӑмасӑрах Лукарье ятне асӑнӗччӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed